Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 58

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:42

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 341

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

Хытӑ кӑшкӑр, хӑвна ан чар; сассуна вӑйлат — трупа пек пултӑр, Манӑн халӑхӑма хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене, Иаков килне хӑйӗн ҫылӑхӗсене кӑтарт. 2. Вӗсем — тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, хӑй Туррийӗн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахман халӑх пек — кунсеренех Мана шыраҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлесшӗн; вӗсем Манран тӳрӗлӗх сучӗ ҫинчен ыйтаҫҫӗ, вӗсем Турӑ патне ҫывӑхарасшӑн: 3. «эпир типӗ мӗншӗн тытатпӑр, Эсӗ курмастӑн-им? чунӑмӑра йӑвашлататпӑр, Эсӗ пӗлместӗн-им?» теҫҫӗ. Эсир типӗ тытмалли кун та хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑватӑр, ыттисене йывӑр ӗҫ тума хистетӗр. 4. Эсир акӑ тавлашма та хирӗҫме, ыттисене чарусӑр алӑпа ҫапма-хӗнеме типӗ тытатӑр; ҫапла типӗ тытатӑр пулсассӑн, сирӗн сассӑра ҫӳлте илтес ҫук ҫав. 5. Ҫын хӑйӗн чунне тӑвӑнтарса ҫитернӗ кун — пуҫне хӑмӑш пек авса пӗкнӗ, хӑйӗн айне ҫӗтӗк-ҫатӑк та кӗл сарнӑ кун — Эпӗ суйласа илнӗ типӗ кунӗ шутланать-и вара? Ҫакна типӗ тытни тетӗн-и, Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ кун тетӗн-и? 6. Эпӗ акӑ мӗне суйласа илнӗ, типӗ тытасси акӑ мӗнле пулмалла: тӗрӗсмарлӑх сӑнчӑрне тат, пусмӑр тӑллине салт, хӗсӗрленине тӳсекенсене ирӗке яр, пур сӳсмен ҫыххине те татса ывӑт; 7. ҫӑкӑрна выҫӑ ҫынпа пайла, килсӗр-ҫуртсӑр чухӑна пӳртне илсе кӗр; ҫарамассине курсассӑн — тумлантар ӑна, вӗсем те ҫынсемех — ан пытан.

8. Вара санӑн ҫуту шуҫӑм пек уҫӑлӗ, кӗҫех суранӑрсем тӳрленӗҫ, тӳрӗлӗхӳ хӑвӑн умӑнтан пырӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавӗ санпа пӗрлех ҫӳрӗ. 9. Ҫавӑн чухне чӗнӗн те эсӗ — Ҫӳлхуҫа илтӗ сана; тархаслӑн та — Вӑл: «Эпӗ кунтах!» тейӗ. Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн, 10. хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ; 11. вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн. 12. Авалхи ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗ хуласем эсӗ лартӑн, темиҫе ӗмӗр выртакан никӗссене ҫӗнетӗн, вара сана ишӗлчӗксене юсаканӗ, пурӑнакансем валли ҫӗнӗ урам тӑваканӗ, тейӗҫ.

13. Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, 14. эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех