Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку этем хаксене те хӑй палӑртать, никама та шырамасть, никама та пӑхӑнмасть; сӑн-пичӗ, кӗлетки чаплӑ мар пулин те, унӑн пӗтӗм хусканӑвӗнче, саламатне мӗнле тытнинче те хӑйӗн вӑйне туйни, пӗтӗм ҫеҫенхире пӑхӑнтарса пурӑнни сисӗнет.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Малтан вӗсем тарӑн ҫӗрте хӑмӑш ҫумӗпе пычӗҫ; кунта шывӗ Дымова мӑй таран, лутра Кирюха кӗлетки тӗллӗн-тӗллӗн пӗтӗмпех пытанать; вӑл чыхӑна-чыхӑна каять, хӑмпӑ кӑларать, Дымовӗ, чикекен тымарсенчен такӑнса, час-часах ӳкет е сӗрекерен ҫыхланать, иккӗш те вӗсем вӗҫсӗр шавлаҫҫӗ-ҫуйхашаҫҫӗ, пулӑ тытни мар, иртӗхни ҫеҫ пулса тухать юлашкинчен ку вӗсен.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн хыткан хул лапаткисем тухса тӑраҫҫӗ, куҫӗ айӗнчи мӑкӑлӗ ҫаплах хитре мар курӑнать, вӑл, шывран хӑраса, кӑштах чалӑшнӑ, ҫавна май унӑн пӗтӗм кӗлетки катемпи евӗрлӗрех туйӑнать.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӗлетки ҫӗленӗн пулсан та, вӑл айӑпсӑр, лӑпкӑ чӗрчун…
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Мойсей Мойсеичӑн вара кӗлетки виҫӗ тӗлтен хуҫӑлнӑ, вӑл тем тӗрлӗ аппаланса, мӗнле те пулин ӳксе саланса каяс марччӗ тесе тӑрӑшать.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка пуҫне силлерӗ, хӑй тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ; вӑл Соломон питне лешӗ шӑп кӑна ун енне ҫурма хӑяккӑн тӑнӑ май тата ун вӑрӑм сӑмсин мӗлки пӗтӗм сулахай питҫӑмартийӗ урлӑ ӳкнӗ чух курса юлма ӗлкӗрчӗ; ҫав мӗлкепе хутӑшса кайнӑ ун йӗрӗнчӗк кулли, йӑлтӑртатакан йӗкӗлтевлӗ куҫӗсем, пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑ сӑн-сӑпачӗ, тӗкне татнӑ евӗр туйӑнакан кӗлетки — ҫаксем пурте ӗнтӗ халь, мӗлтлете-мӗлтлете те иккӗллӗ курӑна-курӑна, Егорушкӑна пачах та пӗр-пӗр камите мар, тӗлӗкре хӑшпӗр чух курӑнакан усал сывлӑша аса илтерчӗҫ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл ҫапла тӑнинче мӑнаҫлӑх, йӗрӗнчӗклӗх, темле чӑркӑшлӑх сисӗнчӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑтма ҫук пысӑк мӗскӗнлӗхпе кулӑшла япала та юнашарах, пӗрлех пулчӗҫ, мӗншӗн тесен юри ҫапла майлашӑнса тӑнине пула куҫ умне унӑн кӗске шӑлаварӗ, кӗске пиншакӗ, кулӑшла сӑмси, тӗкне татнӑ кайӑкӑнни пек мӗнпур пӗчӗк кӗлетки татах та уҫӑмлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӗтӗвӗн тепӗр енче шӑп та лӑп ҫавнашкалах тепӗр тахҫан-авалхи этем кӗлетки иртсе каякансем ҫине лӑпкӑн, ним хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫакнашкал вӑл фламанд художникӗсен хӗрарӑм кӗлетки ӳкерчӗкне аса илтерет.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗлетки унӑн тем ҫӳллӗш, хӑй типшӗм те хытанка, кӗрӗс-мерӗс шӑмӑллӑ ӳчӗ калама ҫук вӑйлӑ, лапсӑркка ҫӳҫлӗ пуҫӗ вӑрӑм, пичӗсем тем сарлакӑш, ҫамки тӑвӑр, пӗчӗкҫӗ куҫӗ чурӑссӑн йӑлкӑшать, сарлака шӑтӑклӑ сӑмси пысӑк, ҫӑварне мулкачӑ та вырнаҫать пуль (Боримечка какая чӗрӗлле те ҫиет), Геркулесла хулӑн шӑнӑрлӑ ҫӑмламас аллисем арӑслана та тытса ҫурса тӑкмалла.
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун кӗлетки аран ҫаврӑйкаланинченех вӑл хунарӗпе ҫутатса енчен енне пӑхкаланине сисме пулатчӗ.По движению ею туловища можно было догадаться, что он поворачивается и водит фонарем во все стороны.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав самантрах ун куҫӗ умне, танлашма тенӗ пекех, Лушкӑн хӗрӗнни пек яштака та тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки тухса тӑчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Осетров Давыдовӑн хурланнӑ чухнехи пек пӗкӗрӗлнӗ кӗлетки ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те, тепӗр хут пуҫ тайса, майӗпен утӑ ҫулакансем патнелле утрӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ним хускалми сарса пӑрахнӑ анлӑ, пуклак вӗҫлӗ ҫуначӗсем ӑна тӳпере ҫӳлте-ҫӳлте ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ, хирӗҫ вӗрекен ҫил, ӑмӑрт кайӑкӑн тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура тӗкне антӑхса ҫула-ҫула, унӑн ҫӑмламас патвар кӗлетки ҫумне ҫӑт вырттарать.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗчӗкренех вӑл ҫынсен пахчисенчен хӑяр, редиска, садсенчен — чие ҫырлипе панулми вӑрлама вӗреннӗ, хирти пахчасенчен миххи-миххипе арбуз йӑтнӑ, ҫитӗнсе ҫитсен хӑй ҫинчен ытла та ырӑ мар чап сарнӑ, Гремячири ҫитӗннӗ хӗр амӑшӗсем пӗри те Дымок ҫине, унӑн пысӑках мар хурчӑканни пек тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки ҫине кӑмӑлпа пӑхма пултарайман.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара, ҫине тӑрсах вӑраннӑ хыҫҫӑн, килкарти хӑми такамӑн йывӑр кӗлетки килсе уртӑннипе лӑчӑр-лачӑр туса илнине тата темскерле тимӗр япала чӑнкӑртатнӑ пек туйӑннине халӗ ӗнтӗ куҫкӗретӗнех илтрӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлӗ, вӑйӗ-хӑвачӗ лайӑх хевтелентерсе тӑраҫҫӗ-ха Кондратькӑна, кӗлетки ытлашширех сарӑлса пыни вӑл — нимех те мар.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Кӗҫӗн алӑк умӗнче — вӗсенчен пӗр виҫӗ утӑмра — этем кӗлетки хуп-хура курӑнса тӑрать.Около калитки — в трех шагах от них — чернела фигура человека.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Уҫӑ алӑкӑн тӗттӗм тӑваткӑлӗнче Хопровӑн шурӑ кӗлетки курӑнса кайрӗ.В квадрате двери на темном фоне возникает белая фигура Хопрова.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Половцевӑн кӗрнеклӗ, пысӑк кӗлетки ҫумӗнче Тимофей ҫитӗнсе ҫитмен ача пек кӑна курӑнать.Рядом с плотной, большой фигурой Половцева Тимофей выглядел подростком.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959