Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗм сăмах пирĕн базăра пур.
сӗм (тĕпĕ: сӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курӑксемпе ҫулҫӑсем ҫинче вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑм выртать, анчах сӗм вӑрмана та шӑрӑх сарӑла пуҫларӗ.

Обильная роса затопляла травы и листья, но зной проникал уже в самый лес.

XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Икӗ енче те сӗм вӑрман кашласа ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта, ав, ҫӗрпӳрт… сӗм каҫсем…

А тут за землянкой темно.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Юрататӑп, ҫавӑнпа та Эп сире Виличчен халал юрлатӑп Чӗререн: Сӗм каҫа та, пӗлӗте те, Йӑлтӑркка ҫӑлтӑрсене те, Инҫете чӗнен ҫутта…

И люблю и вам приятен Потому, Что пою на жизнескате Гимн всему: Ночи, звездам запрестольным, Тучам грозным, игровольным, Зовам дальним В свет и тьму.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Малта пыракан ҫамрӑк капитан сӑрт хырҫи тӑрӑх пурне те ҫул кӑтартса пырать; сӗм тӗттӗм пулсан та хӑрушӑ вырӑнсенчен вӑл туйӑм-сисӗмӗ пулӑшнипех иртет, ури айӗнчен мӗнле те пулин чул хӑйпӑнса мур тӗпнелле шӑпӑртатса аннӑ чухне хӑлхисене чӑнк тӑратса итлет.

Молодой капитан, шествовавший впереди, указывал всем дорогу по острому гребню; он инстинктивно обходил опасные места в полнейшей темноте, замирая в настороженном внимании, когда какой-нибудь камешек вырывался у него из-под ног и с шумом скатывался в пропасть.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон, карлӑк урлӑ пӗшкӗнсе, сӗм тӗттӗм шыв ҫине пӑхрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Джон перегнулся через поручни, поглядел на темную воду и крикнул:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Павел киле сӗм ҫӗрле пулсан тин тавӑрӑнчӗ.

К себе Павел возвратился глубокой ночью.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗррехинче, сӗм кӗркунне, хуларан пӗр инҫетри района кайнӑ чухне, Корчагин тата унпа пӗрле икӗ работник ларса пыракан автомобиль ҫул хӗрринчи канава кӗрсе каять те ҫаврӑнса ӳкет.

Глубокой осенью автомобиль окружкома партии, на котором ехал Корчагин с двумя работниками в один из отдаленных от города районов, свалился в придорожную канаву и перевернулся.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑпшӗр каҫсенче Лисицын патӗнчи пысӑк сӗтел хушшинче виҫӗ юлташ: Лисицын хӑй, Корчагин тата парти райкомӗн ҫӗнӗ секретарӗ Лычиков сӗм тӗттӗм пуличченех лараҫҫӗ.

Иногда по вечерам у Лисицына за большим столом до поздней ночи засиживались трое: сам Лисицын, Корчагин и новый секретарь райкомпартии Лычиков.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл тырпул сводкисем ҫинче сӗм ҫӗрлене ҫитиччен ӗҫлесе ларать.

До глубокого вечера просиживает он над урожайными сводками.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӑҫта кӑна ӗҫлемен эпӗ, пур ҫӗрте те комсомол комитетӗнчи учёт ӗҫӗ — сӗм вӑрман, пӗр цифрине те ӗненмелле мар.

Где я ни работал, учет и статистика в комсомольских комитетах — непроходимые дебри, и ни одной цифре верить нельзя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсир, мӗн, пире сӗм ухмахсемех тесе шутлатӑр-им?

 — Вы что же, нас за дураков считаете?

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сӗм тӗттӗм ҫӗр.

Глубокий вечер.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Часах акӑ вагонӑн уҫӑ чӳречисене сӗм тӗттӗм ҫӗр килсе хупларӗ.

За ним ночь затянула чернотой открытые окна.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӑнтӑр енче Джисленд ҫыранӗсен ем-ешӗл айлӑмӗсем, сӗм вӑрмансемпе ылтӑн тупӑнакан пӗчӗк шывсем курӑнаҫҫӗ.

На юге расстилалась зелёная скатерть Джинслендских лугов, золотоносные ручьи, дремучие леса.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах материкӗн сӗм вӑрманӗсенче, эвкалипт йывӑҫҫисемпе мимозӑсен катисенче сахал мар муталанма тивет.

Но в дремучих лесах материка, в зарослях эвкалиптовых деревьев и мимоз начинались мучения.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн сӗм тӑлӑха юлсан, вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ Кильпатрикре пурӑннӑ.

Оставшись сиротой, жила в одиночестве в Кильпатрике и боролась с нуждой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫичӗ пин революционершӑн сӗм тӗттӗм ҫӗр вырӑнне сасартӑк хӗрӳ июнь уйӑхӗн ҫап-ҫутӑ хӗвеле тухса тӑчӗ.

Для семи тысяч революционеров беспросветная ночь стала сразу ярким солнцем горячего июньского дня.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вот епле ҫаврӑнса каять вӗт хӑш чухне пурӑнӑҫ: нумай та пулмасть умра сӗм тӗттӗмччӗ, халь акӑ каллех хӗвел йӑлкӑшса кулать.

Вот как иногда поворачивается жизнь: то темь беспросветная, то снова улыбается солнце.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сӗм тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех