Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I

Пай: Ӗмӗр сакки сарлака. 1-мӗш том –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Никифор Мранька

Ҫӑлкуҫ: Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫул: 1989; Хушнӑ: 2020.07.03 00:11

Пуплевӗш: 355; Сӑмах: 2838

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫурхи сар хӗвел ӑшӑ хӗлхемне ҫӗр ҫине кӑмӑллӑн сапалать. Хӗл ыйхинчен вӑранса тепӗр хут ураланнӑ ӳсентӑрансем, амӑш кӑкӑрӗ патнелле кармашнӑ пӗчӗк ача пек, хӗвел ӑшшинелле туртӑнаҫҫӗ.

Тӗнче илемӗ — пурнӑҫ.

Вилтӑпри айӗнче выртакан этемсене ҫеҫ нимӗн те кирлӗ мар. Вӗсем хӗвелӗн ӑшӑ хӗлхемне туймаҫҫӗ. Капӑр тумланнӑ ӳсентӑрансене курса савӑнаймаҫҫӗ… Вӗсен ячӗсем, ӗҫӗсем чӗрӗ тӑванӗсен, ҫывӑх тус-йышӗсен чӗрисенче вырнаҫса юлаҫҫӗ пулсан та, пурте пӗр тан мар. Пурлӑхпа ҫуклӑх, тӑпра айне кӗрсе выртсан та, этемӗн уйрӑмлӑхне палӑртса тӑрать. Тӑванӗсем валли мул хӑварнӑ хисеппе, хӑшпӗрисен вилтӑприйӗсем ҫине пысӑкрах та ҫирӗнрех хӗрес лартнӑ, хӑйӗнчен ним хӑварайман мӗскӗнсене хӗрессӗр те лайӑх пытарнӑ. Ҫемҫе чӗреллисем мӗскӗнсен вилтӑприйӗ ҫине ҫӑка хӗрес лартнӑ та, вӑл, часах ҫӗрсе, йӑванса ӳкнӗ. Вӗсем ҫине тӑванӗсем пырса куҫҫуль тӑкмаҫҫӗ.

Кунашкаллине Ӗнел прихутне кӗрекен сакӑр ялӑн ҫӑви ҫинче те курма пулать. Ҫӑва варринчи тӳремре, лапсӑркка хурӑнсен ем-ешӗл турачӗсен айӗнче, парка та ҫӳллӗ юман хӗрсе ларать. Ку вӑл Энӗшкассинчн Янаш Петӗр ачин — Михха аслашшӗн — вилтӑпри ҫине лартнӑ хӗрес. Михха аслашшӗн вилсен те «хура халӑхпа» явӑҫма юраман пек, унӑн тӑпри тавра тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑ. Тимӗр карта таврашнелле пытарнӑ вилтӑприсем вара мӑкӑль-шакӑлӗн кӑна курӑнаҫҫӗ. Кунта ҫӗршер этем пытарнӑ. Анчах вӑхӑт вӗсен тӑприсене ҫеремпе шайлаштарса хӑварнӑ.

Ку кун ҫимӗк кунӗ пулчӗ. Чӑвашсем, ӗмӗрхи йӑлапа, камӑн мӗнле вӑй ҫитнӗ таран, тӑванӗсене асӑнма пухӑнчӗҫ. Вилтӑприсем ҫинче — икерчӗ, ҫӑмарта, чӑкӑт. Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнакансем кукӑль те хучӗҫ. Сӑра-эрех кӑларса лартнисем те пур. Ватӑрах вилӗсен тӑпри ҫине пухӑннисем эрех ӗҫсе хӗрнипе шавлӑн калаҫни, юрӑ шӑрантарни илтӗнет. Хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе юрлаҫҫӗ вӗсем. Пурӑнас кунҫуллӑ ашшӗ-амӑшӗсене е ачисене ҫухатнисем вӗсен ҫӗнӗ тӑпри ҫинче йӑваланса макӑраҫҫӗ.

Ҫӑван хӗвелтухӑҫ хӗрринерех, пӗчӗк ача вилтӑпри ҫине вӗри куҫҫульне юхтарса, хӗрарӑм выртать.

Ачисене ҫухатнӑ амӑшӗ ҫеҫ ҫавӑн пек хурлӑхлӑ макӑрма пултарать-тӗр ҫав.

Юнашарах, тепӗр пӗчӗк вилтӑпри патӗнче, арҫын ларать. Вӑл, арӑмӗн хуйхине тӳсеймесӗр, хумханса сӑмах хушрӗ:

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна… Темӗн чухлӗ макӑрсан та чӗртес ҫук ӗнтӗ вӗсене.

— Мӗнле тӳсес, Ҫтаппан?.. — куҫҫуль витӗр каларӗ хӗрарӑмӗ. — Хамӑр юн пулнӑ вӗт вӗсем… Тӑваттӑ ҫуратрӑм та, пӗри кӑна тӑрса юлчӗ…

— Мӗн тӑвас тен ӗнтӗ? Хӑвна ху амантни ҫеҫ.

— Тархасшӑн, ан чар мана, Ҫтаппан. Чӗре ыратнине куҫҫульпе кӑларам хуть…

Хурлӑхлӑ чан сасси илтӗнсе кайрӗ. Ӳсӗр арҫынсен шавӗ шӑпланчӗ. Хуйхӑ пуснине тӳсеймесӗр макӑракан сасӑсем вӑйланчӗҫ.

Этем юхтарнӑ куҫҫуль тумламӗсене пӗр ҫӗре пухма май пулсан — тинӗс пулӗччӗ. Анчах ҫӗр, куҫҫуль ӑшне путасран хӑранӑ пек, хурлӑхпа тухакан йӳҫӗ тумлама та ӑшне ярса пытарма тӑрӑшать.

Татьяна, вилтӑпри ҫинчен хӑпса, пуҫне ҫӗклерӗ. Шывланнӑ куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

— Пачӑшкӑ кӗлтума ҫитрӗ пулас… Ҫтаппан арӑмне хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Унӑн куҫӗсем ҫӑва хапхинчен кӗрекен вӑрӑм тумлӑ, арӑслан ҫилхи пек ҫӑра, вӑрӑм та кӑтра ҫӳҫлӗ этем ҫине ӳкрӗҫ. Пачӑшкӑ, ҫывӑхри вилтӑприсенчен иртсе, тимӗр карта патне пычӗ.

Яланах ҫавнашкал. Пупсем улшӑнчӗҫ пулин те, ҫӑва ҫине килсен, малтан Михха аслашшӗ ҫинче кӗлтума пуҫлас йӑла пӗтмерӗ. Кунпала вӗсем ҫӗрсе тахҫанах тӑпра пулнӑ этеме мар, унӑн пурӑнакан тӑванӗсен, ачисен пуянлӑхне хисеплеҫҫӗ. Хальхинче кунта та нумаях тытӑнса тӑмарӗ пуп. Тытӑнса тӑма сӑлтавӗ те ҫук; паян Янаш ҫинче асӑнакан тӑванӗсем ҫукчӗ. Тата васкарӗ те вӑл. Ӑна ҫӗршер этем кӗтет. Кашни вилтӑпри ҫинчех чиркӳ йӑлисем хушнӑ пек кӗлтусан, каҫсӑр та ӗлкӗреймесрен хӑрарӗ. Кадилӑпа виҫ-тӑватӑ хут сулса, кӗлтукаласа хӑварчӗ те малалла утрӗ.

Татьянапа Ҫтаппан, пуп хӑйсем патнелле ҫывхара пуҫласан, ура ҫине тӑчӗҫ.

Лешӗ, Ҫтаппансем патне ҫитичченех, хулӑн та уҫӑ сассипе янӑратса ячӗ: «Со святыми упокой, Христе, души усопших раб твоих!..» Ҫывхарсан:
— Асӑнакан кӗнекене парӑр хӑвӑртрах! — терӗ.
Татьяна шупӑр кӗсйинчен пӗчӗк кӗнеке кӑларса пупа тыттарчӗ.

— Ионна, Михаила, Александра, Тимофея… — Унта ҫырнӑ ятсене ҫурма сасӑпа юрланӑ пек вуласа тухрӗ те пуп кӗнекене каялла тавӑрса пачӗ.

Пуп кайрӗ. Вилнисене асӑнса кӗлтӑвас йӑлана ирттерчӗҫ. Киле кайма та вӑхӑт ӗнтӗ. Ҫтаппанпа Татьяна юлашки ҫимӗҫсене, — икерче, чӑкӑта тата кукӑле, — виҫӗ пая уйӑрса, виҫӗ вилтӑпри ҫине хыврӗҫ. Чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗлтурӗҫ:

— Асатте, асанне… Атте, анне… ачасем… Тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрусем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…

Вӗсем килелле утрӗҫ.

Ҫтаппан ҫӳллӗрех пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, патвар кӑкӑрлӑ этем. Хӗрӗх пилӗк ҫула ҫитнӗ пулсан та, ӑна пӗр вӑтӑр пиллӗк-хӗрӗхрен ытла пама ҫук. Унӑн ҫавра пичӗ ҫинче ҫав-ҫавах ҫамрӑк сӑн выляса тӑрать-ха. Ҫӗмӗрт пек хура та чӗрӗ куҫӗсем, кӑшӑлласа каснӑ йӑлкӑн ҫӳҫӗ ӑна тата ҫамрӑкрах сӑн кӗртеҫҫӗ.

Татьяна упӑшкинчен пилӗк ҫул аслӑ. Кунта ӗнтӗ ун чухнехи саманара мӑшӑрланакансен арӑмӗсем ватӑрах пуласси йӑларан килнӗ теме ҫук. Ун чухне те мӑшӑрланакан каччӑсем хӑйсенчен кӗҫӗнрех е хӑйсемпе пӗр тантӑш хӗрсене тупма тӑрӑшнӑ. Ҫтаппана ватӑрах арӑм лекни урӑх сӑлтавран килнӗ.

Ашшӗне амӑш халер чирӗме икӗ кун хушшинче вилсе выртнӑ хыҫҫӑн вунҫичӗ ҫулхи Ҫтаппан тӑлӑха юлнӑ. Ӑна вара тӑванӗсем, кил тыткалама пултаракан хӗрарӑм кирлӗ тесе, ҫулпа хӑйӗнчен аслӑрах хӗре качча илсе панӑ.

Халӗ Татьяна аллӑ ҫулта. Анчах вӑл ватӑрах курӑнать. Упӑшкинчен лутра, сӑнӗ шуранка. Унӑн тӑрӑхларах пичӗ ҫине пурнӑҫ тарӑн йӗрсем хӑварнӑ. Пуҫӗнче кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫ пӗрчисем палӑраҫҫӗ.

Татьяна вӑхӑтсӑр ватӑлни чухӑн пурнӑҫпа пурӑннинчен килмен. Вӗсем ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннине ҫийӗнчи тумтирсенчен те курма пулать.

Ҫтаппан пӗрмеллӗ ҫӗнӗ сӑхманпа, катанпиртен ҫӗленӗ тӗрӗллӗ кӗпепе. Пустав шӑлаварӗ те кивех мар-ха. Уринче сӑран атӑ.

Татьяна ҫийӗнче чӑлт-шурӑ пусмаран ҫӗленӗ шупӑр. Пуҫӗнче тӗрӗллӗ, шӑтӑклаллӑ сурпан тата пуҫ тутри. Кӑкӑрӗ ҫинче сурпан ҫакки. Умне хӳхӗм чӗрҫитти ҫыхнӑ.

Ҫук, Татьянана ҫитмен пурнӑҫ мар, виҫӗ ҫамрӑк ачи хӗрлӗ шатрапа вилни амантса хӑварнӑ.

Малтан вӗсем, хуйхӑ пуснипе йывӑрланса, шарламасӑр утрӗҫ. Таса уя тухсан, Ҫтаппан чун-чӗрӗленчӗ.

— Ҫӗр йӑлтах пиҫсе ҫитнӗ. Ыран суха патне тухма тивмест-ши тесе пыратӑп.

— Ялпа пӗрле ӗнтӗ… Ял тухсан — тухӑпӑр. Арӑмӗн шухӑшӗпе килӗшмерӗ Ҫтаппан.

— Яла пӑхса тӑмалли ҫук, Татьяна. Ял пӗрле — телей расна. Ҫӗр эпир суха тума тухасса кӗтсе выртнине чӗре туять. — Вӑл, ҫулран кӑшт пӑрӑнса, ана ҫине кӗчӗ те чӗр тӑпра муклашкине ывӑҫласа тытрӗ, ӑна ҫул ҫинелле ывӑтрӗ. Тӑпра муклашки, ҫул хытти ҫине ӳксе, тӗпӗр саланнине курсан, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ:

— Куратӑн-и? Йӑлтах пиҫсе ҫитнӗ.

— Куртӑм… — килӗшрӗ арӑмӗ те.

Пусӑ урлӑ каҫсан, Ҫтаппанпа Татьяна умне Энӗшкасси ялӗ ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех тухса ларчӗ. Ҫур ырлӑхне кӗнӗ ял, хӑй чухӑннинчен вӑтаннӑ пек, урамӑн икӗ айккипе ешерекен ват йӑмрасемпе яштака хурӑнсем айне пытаннӑ.

Ку ял ӑҫтан тата мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен халӑх хушшинче тӗрлӗ сӑмах ҫӳрет. Хӑшпӗрисем каланӑ тӑрӑх, икҫӗр ҫул каярах Кивҫурт ҫырми леш енче пӗр кил пулнӑ. Ку килте Сапаней ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Ялӑн анат вӗҫӗнчи лупашкара халӗ те-ха шӗшкӗ кати пур. Ӑна Кипеней кати теҫҫӗ. Кунта Кипеней ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Энӗшкасси ҫыннисем ӗнтӗ ҫак икӗ килтен ӗрчесе кайнӑ пулать.

Кивҫурт ҫырмин леш енче мӗншӗн ял пулса кайманнине ӑнлантарса паракансем те пур. Вӗсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫынсем малтан Кивҫурт ҫырмин леш енне вырнаҫасшӑн пулнӑ-мӗн. Унта ял тума вырӑнӗ те тикӗс, ҫӑлкуҫӗ те ҫывӑхра. Анчах та пӳрт айне шашкӑ лартма ҫӗр алтнӑ чухне кирпӗч татӑкӗ сиксе тухнӑ имӗш. Вара ун чухиехи этемсем, кунта ют йӑх пурӑннӑ тесе, Кивҫурт ҫырми леш енче ял туман пулать.

Энӗшкасси ялӗн ӗлӗк-авал ҫӗр нумай пулни тата вӑл ҫӗре мӗнле ҫухатни ҫинчен те ял хушшинче тӗрлӗ халап ҫӳрет. Хӑшпӗрисем каланӑ тӑрӑх, Энӗшкасси ялӗн ҫӗрӗ ӗлӗк, хӑрах кӗтессипе Арапха вӑрманӗнчен иртсе кайса, Атӑл ҫыранӗ хӗрринех тухнӑ пулать. «Чикӗре халӗ те пысӑк чул выртать», — тесҫӗ ватӑ ҫынсем. Пурӑна киле, пӗр ҫуллахи шӑрӑх каҫ, Энӗшкасси ялӗ ҫинче шутланса тӑракан ҫыран хӗррине Атӑл хумӗ шыва путнӑ ҫын виллине кӑларса пӑрахнӑ.

Тӳре-шарасем кӑларна йӗркесем тӑрӑх, виле камӑн ҫӗрӗ ҫинче тупӑнать, ҫав ял ҫыннисен ӑна хуралламалла, тирпейлесе пытармалла. Энӗшкасси ҫыннисем вилесенчен темрен хӑранӑ пек хӑранӑ, ҫавӑнпа вӗсем: «Виле хураллама кайиччен, ҫӗрӗ пӗттӗр», — тесе шут тунӑ. Стражник, яла пырса: «Виле сирӗн ҫӗр ҫинче мар-и?» — тесе ыйтсан, Энӗшкасси ҫыннисем: «Пирӗн ҫӗр унта ҫук», — тесе пӗр чӗлхеллӗ пулса каласа янӑ. Урӑх вӗсем ку ҫӗр ҫине ура ярса пусман. Ҫавӑнтан вара Энӗшкасси ялӗн ҫӗрӗ хӗсӗнсе юлнӑ пулать.

Теприсем пачах урӑх майла ӑнлантараҫҫӗ. «Пирӗн ҫӗре улпутпа Михха аслашшӗ туртса илнӗ», — теҫҫӗ вӗсем.

Ӗлӗк-авал Энӗшкассине пӗр улпут килнӗ, тет. Вал тӳрех Михха аслашшӗ патне хӑнана кӗнӗ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ хушшинче иккӗшӗ шухӑш тытнӑ та старостӑна халӑх пухма хушнӑ. Халӑх пухӑнса ҫитсен, Михха аслашшӗ: «Тӑвансем, Атӑлкасси улпутне ҫӗр кирлӗ», — тенӗ. Халӑх кӑмӑлсӑрланнине сиссе, ҫавӑнтах лӑплантарма васканӑ: «Туятӑп, тӑвансем, эсир хамӑра та ҫӗр нумай кирлӗ тетӗр пулӗ. Ан хӑрӑр, сахал ыйтать вӑл. Мӗнпурӗ те пӗр вӑкар тирӗ ҫывӑрса илме пултарнӑ чухлӗ ҫеҫ. Хӑвӑрах шухӑшлӑр, вакӑр тирӗ пысӑк-и вӑл? Сарлайӑшӗ — пӗр хӑлаҫ, тӑршшӗ — икӗ хӑлаҫ!»

«Кунашкал сахал ҫӗр мӗн тума кирлӗ ӑна?» — ыйтнӑ ял ҫыннисем.

Михха аслашшӗ ҫапла каласа ӑнлантарнӑ: «Улпут ӑсне ӑҫта пӗлсе ҫитерӗпӗр эпир, кӑмӑлӗ ҫав таран пулӗ? Эпӗ сире хакне калама астуман-ха. Ҫӗршӗн вӑл никам илтмен хак парать».

Михха аслашшӗ улпут панӑ хака каличчен малтан чее куҫӗсемпе халӑх ҫине пӑхса илнӗ, шӗвӗр сухалне шӑлса якатнӑ… Вара ҫапла каланӑ: «Пуснӑ вӑкӑрӗ, тирне сӳсе илсен, хӑвӑра пулать. Ҫине тата икӗ витре эрех парать. Шухӑшлӑр хӑвӑрах, ку хака пирӗн уй-хирти мӗн-пур сӗрӗ тӑмасть!»

Нумайччен сӳтсе явнӑ Энӗшкасси ҫыннисем. Темиҫе майлӑ та шухӑшласа пӑхнӑ. Юлашкинчен килӗшнӗ. «Мӗнех вӑл пирӗншӗн вӑкӑр тир лаптӑкӑш ҫӗр, хакне чӑнах та никам илтмен хак парать», — тесе шут тунӑ вӗсем. Улпут улталасран упранма, вӑкӑрне халӑх умӗнче пусма, сӗрне те халӑх умӗнчех виҫсе илме сӗннӗ.

Улпут ку сӗнӗве хаваслансах йышӑннӑ. Вара килӗшӳ-тивӗҫӳ туни ҫинчен хут ҫырса, пуриншӗн те Михха аслашшӗне шанса, хут ҫине алӑ пустарнӑ. Вулӑс кантурне кайса, килӗшӳ хучӗ ҫине пичет хуртарнӑ.

Тепӗр куннех улпут яла пысӑк та мӑнтӑр вӑкӑр ҫавӑтса килнӗ. Икӗ витре эрехне илсе килме те манман вӑл. Вӑкӑрне ял ҫыннисем хӑйсем пуснӑ. Вунӑ хуранпа аш-какай яшки пӗҫернӗ. Пуҫӗсене эрех сӗрӗмӗ тивсен: «Ку улпут картран сикнӗ пулас», — тесе вӑрттӑн кулнӑ хӑйсем.

Савӑн чухнех ҫӗр виссе илменни хӑшпӗрисене тӗлӗн-телнӗ те. Михха аслашшӗ вӗсене ҫапла каласа ӑнлантарнӑ: «Тирӗ чӗрӗ юнлӑ, тыткалама аван мар. Типӗтсе килӗ те, сӗрне виҫсе илӗ».

Нумай иртет-и вӑхӑт, сахал-и, улпут вӑкӑр тирне каялла илсе килнӗ. Анчах чӗрӗ тир мар, сӑран тутарнӑ тир. Улпут халӑх умӗнчех сӑрана хӑю евӗр ансӑран-ансӑрӑн кастарнӑ. Тӑрӑхӗсене пӗр вӗҫрен сыптарнӑ. Тем вӑрӑмӑш чӗн пулса тӑнӑ. Хайхискер ҫав чӗнпе виҫсе, мӗн чухлӗ ҫӗр ҫавӑрса илме пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ касса илнӗ улпут.

Кайран хӑйсем улталаннине туйнӑ пулать те Энӗшкасси ҫыннисем, шӑлӗсене ҫыртнӑ, улпута нимӗн те тӑвайман. Ҫавӑнтан вара улпутпа Михха аслашшӗн ҫӗрӗ татах аслӑланнӑ. Халӑх ҫӗрӗ хӗсӗнсе юлнӑ.

Ку халапсем Энӗшкасси ялӗн историне тӗрӗс ҫутатса параҫҫӗ теме хӗн пулсан та, тӗрӗсси ҫакӑ: Энӗшкасси ялӗ икҫӗр-икҫӗр аллӑ ҫул каярах Ӗнел сӗр общининче тӑракан ял ҫыннисенчен пуҫланса кайнӑ. Вӗсем пӗрерӗн, икшерӗн, тепӗр чухне ушкӑнӑн та, хӑйсен ялӗсенчен тухса, ҫакӑнта килсе вырнаҫнӑ. Ку шухӑшсене ӗнентерекен сӑлтавсем ҫаксем. Вӑтакасра пурӑнакан Ҫтаппан ашшӗ Минкӗш ялӗнчен килнӗ. Макҫӑм ашшӗ Вулпус ялӗнчен, Анаткас урамӗнче пурӑнакан Сантӑр аслашшӗ Мӑнҫырма ялӗнчен килнӗ.

Энӗшкасси илемлӗ вырӑна вырнаҫнӑ. Икӗ енче те сӗм вӑрман кашласа ларать. Ялӑн анат вӗҫӗнчен инҫех мар Энӗш шывӗ шӑнкӑртатса юхать. Ун урлӑ кассан, аслӑ улӑх пуҫланса каять. Улӑх леш вӗҫӗнче — Атӑл хумханса выртать.

Хир енчи ялсенче пурӑнакан чӑвашсем Энӗткасси ҫыннисене ӑмсанаҫҫӗ: «Мӗн мар савсене пурнӑс… Вутти-шанки юнашарах тух та касса кӗр. Выльӑх-чӗрлӗх ус-рама — улӑхӗ аслӑ», — теҫҫӗ.

Ҫавӑнпа хирти ялсен хӗрӗсем Энӗшкасси ялне качча тухма тӑрӑшаҫҫӗ. Энӗшкасси ялӗн хӗрӗсем, хирти ялсене качча тухма тивсен, тем пекех хуйхӑраҫҫӗ вара.

Тӗрӗссипе, Энӗшкасси ялӗ ҫӗршыв илемӗсӗр пуҫне, ытти ялсенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть. Ку ялта мӗнпурӗ ҫӗр кил шутланать. Анчах ҫӗр килтен пӗрин ҫеҫ шурӑ пӳрт. Ку пӳртре ҫӗрме пуян Янаш Петӗр ачи — Михха пурӑнать.

Янаш ӑрӑвӗ мӗнтен ҫав тери пуйса кайнине те тӗплӗн никам каласа пама пултараймасть. Хӑшпӗрисем: «Михха аслашшӗ ҫамрӑк чухне арӑмӗн ӳтне ҫулҫурен хуҫасене сутса пуйрӗ», — теҫҫӗ. Теприсем: «Хусан хуҫисем Михха аслашшӗ патне хваттере кӗрсен, ҫав хуҫасене ҫаратса пуйрӗ», — теҫҫӗ. «Янаш тавраш тени — вӑрӑ пуҫӗ», — тенисене те илтме пулать. Ку сӑмахсене тӗрӗс теме те май пур. Мӗншӗн тесен, Михха ашшӗ ытла та тӗлӗнмелле сасартӑк ҫухалчӗ. Ҫуллахи пӗр каҫхине вӑл ялтан тухса кайнине куракансем пулнӑ. Каялла килсе кӗнине никам та курман. Ӑҫта кайса ҫухалнӑ пуль вӑл — ӑна никам та пӗлмест.

Кирек мӗнле пулсан та, Янаш таврашӗн халь пурӑнакан ӑрӑвӗ валли шутласа кӑларайми мул юлнӑ. Михха пек пуян таврара ҫук.

Ытти тӑхӑрвун тӑхӑр килӗ хура пӳртре пурӑнаҫҫӗ. Миххана парӑмлӑ мар этемсене ялта чи телейлисем тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакнашкал телейлисенчен пӗри Ҫтаппан шутланать. Унӑн икӗ ят ҫӗрӗ пӗтӗмпех хӑйӗн аллинче тӑрать. Ҫавӑнпа вӑл ҫӑкӑр-тӑвартан аптрамасть. Лаша, ӗне усрать.

Миххан киревсӗр йӑлисенчен пӗри — ӳсӗрӗлсен, урхамахӗ ҫине утланса тухса, урамра тӗл пулакан этемсене таптатасси. Урамра никама та тӗл пулаймасан, урхамахне лутрарах карталӑксем урлӑ сиктерсе, ҫын кил хушшине кӗрет. Асар-писер кӑшкӑрашса, ҫынсен сехрисене хӑпартать. Тӳре-шара, кантур таврашӗсем Михха сиен кӳнӗ этемсен хутне кӗмеҫҫӗ, Михха майлах пулаҫҫӗ. Миххашӑн нимле чару та ҫук.

Ҫавӑнпа, Михха юланутпа урама тухнине пӗлсен, ҫынсем хура ҫӗленрен хӑранӑ пек, кам ӑҫта ӗлкӗрет, ҫавӑнта кӗрсе пытанаҫҫӗ. Вӑл ӳсӗр чух ачисене те урама кӑлармаҫҫӗ.

Ҫтаппан ҫеҫ, Миххаран хӑрамасӑр, вӑл юланутпа тухсан та пытанмасть. Кӳршӗ ҫыннисем ӑна асӑрханма кирли ҫинчен астутарса:
— Ах, Ҫтаппан, ытла та хӑрамастӑн эсӗ, таптаса кайсан, мӗн тӑвӑн вара? — теҫҫӗ.

Ун пек чухне Ҫтаппан яланах шӳтле калаҫса ирттерет:

— Мӗне кирлӗ эпӗ Миххана? Мана таптатмасӑр ҫӳреме ҫул ҫук-им ун валли? — Кӑмӑлӗнче хӑй Миххана тӗл пуласса кӗтет. «Ашкӑнса ҫӳреме пӑрахтармаллах ҫав ачана», — тесе шухӑшлать вӑл. Анчах ку таранччен, ӑраскал упранӑ пекех, иккӗшӗ тӗл пулманччӗ-ха вӗсем. Ҫавӑнпа инкекӗ те пулмарӗ. Паян акӑ вӗсем тӗл пулчӗҫ.

Ҫирӗм ҫичӗ ҫулхи патвар Михха, ҫимӗк кунӗ ячӗпе ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, каллех хура урхамахне утланса тухрӗ. Вӗҫтерсе ҫӳрет ял тӑрӑх. Урамра никама тӗл пулайманшӑн тарӑхать ун чунӗ. Юлашкинчен, урӑх ниҫталла хӑвалама аптӑранипе, кӑпӑка ӳкнӗ урхамахне тап чарса тӑратрӗ. Йывӑррӑн сывласа, хӑй тавпалла пӑхса илчӗ.

Сасартӑк унӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ. Куҫӗсенче хаяр савӑнӑҫ йӑлтӑрккисем курӑнса кайрӗҫ. Аса илчӗ вӑл: «Халӑх ҫӑва ҫинче-ҫке паян. Таврӑнма вӑхӑт. Уй-хирте ниҫта тарса хӑтӑлаймӗҫ!» Урхамахне тӳрех Турикас вӗҫнелле тытрӗ. Нумаях та чуптармарӗ вӑл, алчӑранӑ кусӗсем пус хапхинчен арҫынпа хӗрарӑм кӗнине курчӗҫ. — Вперед! — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Алӑри саламачӗпе урхамахне енчен енне ҫапса илчӗ. Урхамах аҫа-ҫиҫӗм пек малалла ыткӑнчӗ.

Михха асар-писер вӗҫтерсе пынине малтан Татьяна курчӗ. Серепене ҫакланнӑ пек, унӑн чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ. Харанипе упӑшкине сӑхманӗнчен ярса тытрӗ.

— Айтурах, Ҫтаппан!

Ҫтаппан ним ӑнланмасӑр арӑмӗ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Мӗн пулчӗ?

— Курмастӑн-им, тӳрех пирӗн ҫине килет…

— Кам килет?

— Айтурах, Ҫтаппан! Пӑхсам… Пӗтрӗмӗр вӗт… Ҫтаппан, вӑр-вар ҫаврӑнса, урам тӑрӑх пӑхрӗ. Михха ҫывхарнине курсан, чарӑнса тӑчӗ.

— Ҫул ҫинчен пӑрӑнар, Ҫтаппан! Сехметрен пытанар! — йӑлӑнчӗ Татьяна.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна… Ҫул айккипе йӑпшӑнса ҫӳреме эпир никама та усал туман. Пӳлӗхҫӗ умӗнче те айӑпа кӗмен. Усал шухӑш-кӑмӑллӑ этемсем ҫултан пӑрӑнса, пытанса ҫӳреччӗр. Пирӗн кӑмӑл-шухӑшсем этемсем умӗнче хӗвел пек таса.

Упӑшки сӑмахӗсем Татьяна хӑлхине кӗмерӗҫ. Урхамах ҫывхарнӑҫемӗн унӑн чӗри хытӑрах тапа пуҫларӗ.

— Айтурах, Ҫтаппан, халь таптатать!

— Таптатать!.. — Ҫтаппан сасси хаяррӑн та тӑрӑхласа кулнӑн илтӗнсе кайрӗ. — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, мӗн айӑпшӑн таптатӗ вӑл пире? Е урам хушши ансӑр-и ун валли? — Вара, арӑмӗн сехри хӑпнине астуса, йӑвашшӑн хушса хучӗ:  — Эсӗ, хӑратӑн пулсан, пӑрӑн. Пыр, ҫатан хӳтлӗхне кайса тӑр.

— Эсӗ мӗн тӑвасшӑн?! — ҫуйланса чӗнчӗ Татьяна.

— Нимех те мар, Татьяна… Унпала кӑштах калаҫса пӑхасшӑн. Тархасшӑн, ан чӑрмантар мана. Айккинелле кайса тӑр, — арӑмне хуллен тӗксе хӑй ҫумӗнчен сирчӗ Ҫтаппан.

Татьяна упӑшкинчен хӑпса кайрӗ. Укесрен хӑраса, хӗрринчи килӗн ҫатанӗ ҫумне таянса тӑчӗ.

Чӳречерен, хӳме хушӑкӗнчен пӑхса тӑракан ҫынсем, Ҫтаппан урхамах ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнманнине курсан, тӗлӗнсе, хӑраса кайрӗҫ. Ӑна урхамах таптаса хӑварасса вӗсем пӗр иккӗленмесӗр ӗненчӗҫ. Ҫтаппана шеллесе, хушӑран ахлатса сывлакансем те тупӑнчӗҫ. Анчах, ӑна пулӑшас тесе, никам та хӳтлӗхрен тухма шутламарӗ. Харпӑр хӑй пурнӑҫне ытларах шеллерӗҫ.

Ҫтаппанпа урхамах хушши виҫ-тӑват утӑм ҫеҫ юлсан, Татьяна тӳссе тӑраймарӗ, ҫатан ҫуммипе сӑтӑрӑнса анса, ҫӗре ларчӗ. Упӑшкине урхамах ҫулӗ ҫинчен кайма чӗнсе кӑшкӑрасшӑнччӗ — сасси тухмарӗ. Пӗрех хутчен мӗнле вилнине курам мар тесе, аллипе куҫне хупларӗ.

Ҫав вӑхӑтра Ҫтаппан урхамаха хирӗҫ сикрӗ. Йӗвене ҫиҫӗмрен те хӑвӑрт ярса тытса, лаша пуҫӗнчен уртӑнчӗ. Лешӗ, арман чулӗ пек йывӑра тӳсеймесӗр, пуҫне усса, тӑпах чарӑнчӗ. Урам хушши сасартӑк шӑп пулса тӑчӗ.

«Пӗтнӗ пуҫӗ ҫакӑ пулчӗ… Айтурах, унсӑр пуҫне мӗнле пурӑнса ирттерем-ши ӗнтӗ?» — Упӑшкине таптаса вӗлернӗ пулӗ тесе, хурлӑхлӑ йынӑшса илчӗ Татьяна. Упӑшки ҫул ҫинче юн юхтарса выртнӑн туйӑнчӗ ӑна. Куҫ хӳрипе те пулин курас тесе, аллине сирчӗ. Упӑшки урхамах пуҫне тытса тӑнине курсан, хытса каяс пек тӗлӗнчӗ. Ҫухалнӑ шанчӑк та чӗрине пырса кӗчӗ. Нимӗн иккӗленмелли те ҫук, вӑл чӗрех! Аманман та пулмалла. Ахаллӗн чӑрсӑр урхамаха мӗнле тытса чарӗ вӑл. Ав, урхамах, ҫиллине шӑнараймасӑр, ҫӑварлӑх тимӗрне шӑлӗпе шатӑртаттарать, урисемпе кукалет.

Анчах Татьяна шанчӑкӗ нумая пымарӗ. Вӑл аса илех кайрӗ: «Михха ҫулӗ ҫине тӑма хӑтланакан кам ырӑ курни пур, ара!»

Ут ҫилхинчен тытса ҫеҫ ӳкесрен хӑтӑлса юлнӑ Михха, тӑна кӗрсе, тӳрленсе ларчӗ. Тарӑхнипе унӑн ӳсӗрӗ те иртсе кайрӗ: «Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче ман урхамаха тытса чарчӗ!.. Эпӗ кӑшт ҫеҫ ҫӗре персе анмарӑм. Мӗнле намӑс! Кунашкал намӑса ман ӑрӑвра никам та курса тӳсмен. Эй, хисеплӗ ӑрӑвӑм! Мана хур кӳнӗшӗн эсир те вӑтантӑр пулӗ. Тархасшӑн, ан ылханӑр… Сирӗн чаплӑ ятусене варалама памӑп. Ман тавӑру аҫа ҫапнинчен те хӑватлӑрах пулӗ!..» Михха чӗлпӗрне хытарса тытрӗ, урхамахне саламачӗпе ӑшаласа илчӗ те хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Тапта ӑна!..

— Ҫтаппан, Ҫтаппан! Мӗн тӑван, мӗн тӑван ҫав сехметпе… Пӑрӑн, тархасшӑн, ун ҫулӗ ҫинчен! — ҫуйхашрӗ Татьяна.

Ҫтаппан арӑмӗ йӑлӑннине илтмерӗ. Михха тилӗрсе кайса кӑшкӑрни те ун хӑлхине кӗмерӗ. Вӑл урхамах пуҫне аллинчен вӗҫертмерӗ.

— Эккей, юрал мар ҫын-мӗн эсӗ, Михал Петрович… Ҫынна таптамасӑр ҫӳреме урам хушши тӑвӑр-им сан валли?.. Е эпир те сан пекех этем мар-и?.. Куратӑн, ҫӑва ҫинчен ваттисене, ачасене асӑнса таврӑнатпӑр. Ҫынран хӑрамасан, ҫынран вӑтанмасан, пӳлӗхҫӗрен те пулин хӑрас пулать… — хӑй тӗллӗн калаҫнӑ пек каларӗ Ҫтаппан.

Михха хӑй ӗмӗрӗнче малтанхи хут ун ҫулне пӳлме хӑтланакан этем тӗл пулнипе пӗтӗмпех урса кайрӗ.

— Вперед! — тата хытӑрах кӑшкӑрса хӑваларӗ вӑл урхамахне. — Тапта, ват ӑна! — саламачӗпе вӗҫӗмсӗр шартлаттарма тытӑнчӗ. Урхамах чӗвен тӑма, каялла чакма хӑтланчӗ, анчах Ҫтаппан пурпӗрех вӗҫертмерӗ ӑна.

— Пӳлӗхҫӗм пӗлет, Михал Петрович, ман ҫиллӗм тапраннӑшӑн эпӗ мар, ху айӑплӑ! — кӑмӑлӗ тӑвӑлланма пуҫланӑҫемӗн сассине хӑпартса каларӗ Ҫтаппан. — Ытах, ҫырлахасшӑн пулмасан, мана ан ӳпкеле! — Чӑмӑрне сулса ярса, урхамаха ҫамкинчен чукмарпа ҫапнӑ пек чышрӗ. — Ме, асӑн!..

Урхамах сӑмсинчен юн тапса тухрӗ. Вӑл кутӑн чакса-чакса пычӗ те кайри урисем ҫине ларчӗ, йӑванса кайрӗ.

— Асту вара! Ҫынсене урхамахпа таптама тухнине тепре курам… нимӗр тӑватӑп! — юнарӗ те Ҫтаппан, вӑр-вар ҫаврӑнса, Татьяна еннелле утрӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех