Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лутака сăмах пирĕн базăра пур.
лутака (тĕпĕ: лутака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех кил хуҫи хӑй те — чӑл-чӑл та йӑрӑ куҫлӑ, лутака пӳллӗ, типшӗм арҫын — килсе кӗчӗ.

Вскоре пришел хозяин — низкорослый и щуплый мужик с пронырливыми бегающими глазами.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем пӗтӗм пӳлӗмсене тӗрӗслесе тухрӗҫ, хӑйсем хушшинче калмӑкла темскер мӑкӑл-макӑл калаҫса илчӗҫ те, иккӗшӗ картиш таврашӗнче шырама кайрӗҫ, пӗри — хурарах хӑмӑр ӳтлӗ, шатра питлӗ те лапчӑк сӑмсаллӑ лутака калмӑкӗ, — лампассемпе капӑрлатнӑ шалпар шӑлаварне кӑрт-карт турткаласа, ҫенӗке тухрӗ.

Они тщательно осмотрели комнаты, поговорили между собой по-калмыцки, потом двое пошли осматривать подворье, а один — низенький и смуглый до черноты, с рябым лицом и приплюснутым носом — подтянул широкие шаровары, украшенные лампасами, вышел в сенцы.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр пилӗк минут пек иртсен, тӑпӑл-тӑпӑл яка тумланнӑ лутака поручик кӗрсе тӑчӗ.

Минут пять спустя вошел маленький, щеголевато одетый поручик.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн лутака пӳллӗ тапчам кӗлеткинче, уҫӑ кӑмӑллӑ сӑн-питӗнче, вӑл хӗҫе майсӑртарах ҫакса ҫӳренинче, чин енчен хӑйӗнчен кӗҫӗннисемпе тараватлӑн калаҫнинче темле йӑвашлӑх, чунӗпе хӑй йӑлтах штатски ҫын пулни сисӗнсе тӑрать.

Было что-то безобидное, глубоко штатское в его полной низкорослой фигуре, в добродушном лице, в манере носить шашку, в форме обращения с младшими по чину.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн тахҫан сип-симӗс пулнӑ сарлака ҫулҫисем шанса кайнӑ чӑлт-шурӑ чечек чашкисене пӗкӗрӗлсе ҫӗкленӗ лутака тунана халӗ те пикенсех хӗвелтен хӳтӗлеҫҫӗ.

Широкие, некогда зеленые листья все еще ревниво берегли от солнца низкорослый горбатенький стебелек, увенчанный снежно-белыми пониклыми чашечками цветов.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, ырханкка та лутака, ансӑр питлӗ те шӗвӗр сӑмсаллӑскер, самай ватӑлнӑ арҫын пек мар, ытларах ҫитӗнсе ҫитеймен ача пек пулнӑ.

Щуплый, низкорослый, с узким остроносым лицом, он скорее походил на подростка, чем па зрелого, в годах мужчину.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Прохорӑн лутака учӗ, утнӑ ҫӗртех курӑк патне туртӑнса, тутипе е илепер тунине, е кашличӗн сарӑ ҫеҫкине, е йӳҫӗ курӑк тӗмне чӗпӗте-чӗпӗте илчӗ; ҫивчӗ хӑлхисене вылятса, чӑнкӑртатса пыракан, шӑл тунине ыраттаракан ҫӑварлӑхне чӗлхипе тӗртсе кӑларма тӗрмешсе ҫирӗ.

Маштаковатый конишка Прохора на ходу тянулся к траве, срывая губами то ветку донника, то желтый венчик сурепки, то кустик горчука; срывал и ел, двигая сторожкими ушами, стараясь выкинуть языком гремящие, натершие десны удила.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӳпӗнсе кайнӑ сӗтел патӗнче Штокман ҫулне лутака кӗлеткеллӗ взвод командирӗ пӳлсе хучӗ.

У опрокинутого вверх ножками столика Штокману преградил дорогу приземистый взводный.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Куратӑн-и, юлташ, — терӗ васкамасӑр сарӑ питлӗ лутака комиссар, аппендицит каса-каса ыратнипе аптраканскер, — кӑткӑс механика кунта.

— Видишь ли, товарищ, — не спеша говорил приземистый желтолицый комиссар, страдавший от припадков острого аппендицита, — тут сложная механика.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем калаҫнине тимлӗн итлесе тӑнӑ Григорий алӑк тӗлӗнчен пӑрӑнчӗ те, коридортан кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ хура мӑйӑхлӑ лутака ҫын пӳлӗме шаккамасӑрах утса кӗчӗ.

Григорий, внимательно слушавший разговор, посторонился, — из коридора в комнату без стука шагнул одетый в дубленый полушубок невысокий черноусый человек.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кусем Хопер округӗнчи хӗрлӗ казаксем маррине Григорий пӑхсах уйӑрса илчӗ: учӗсем Дон урхамахӗсем мар, — лутака та чӑмӑр кӳлепеллӗ, ҫитменнине хӳрисене касса кӗскетнӗ; казаксем вара нихҫан та ут хӳрине касса лаша нӗрне пӑсмаҫҫӗ.

Это не были хоперцы, так как в бинокль Григорий видел маштаковатых, не донских коньков с подрезанными хвостами, а казаки хвостов коням никогда не резали, не срамили лошадиной красоты.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лутака та чӑмӑртарах пӳллӗ Сафонов хӑй пирки ҫапла асӑрхаттарса каланине савӑнӑҫлӑн йӑл кулса итлесе ларнӑ, штаба йышӑнма манерсӗр хӗпӗртесе килӗшнӗ.

Малый ростом, кругловатого чекана, Сафонов на такое замечание обрадованно улыбнулся в желтые с белесым подбоем усы и с великой охотой согласился принять штаб.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтел хушшинче лутака пӳллӗ, ытти казаксенчен, тен, ытла та хӑйне евӗр елпӗрсе пӑхакан пӗчӗк сарӑ куҫӗпе кӑна уйрӑм пулма пултаракан Суяров ларать.

Маленький, ничем не примечательный, разве только редкостно ехидными щелками желтых глаз, сидел за столом Суяров.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем умӗнче чура пек йӑпӑлтатакан лутака пӳллӗ, вӑрӑ куҫлӑ командир, йӗри-тавра юланутсем сырса илнӗскер, этап коменданчӗ йышӑннӑ ҫурт умӗнче чарӑнчӗ.

Рабски заискивавший перед казаками, мелкорослый, с вороватыми глазами командир, окруженный всадниками, верхом подъехал к дому, где находился этапный комендант.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсенчен пӗри, лутака пӳллӗ, сарӑрах хӑмӑр тӗслӗ кӑтра сухалне хӑлхи таран ӳстерсе янӑ нимӗҫӗ, чарӑнма паллӑ парса алӑ сулчӗ.

Один из них, мелкорослый, заросший по уши курчавой каштановой бородой, позывно махнул рукой.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун патне австриецсен кӗске шинельне тӑхӑнса янӑ лутака салтак вӑркӑнса пычӗ.

К нему рысью побежал солдатик в куцей австрийской шинели.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пысӑк сӑмсаллӑ, нӑрӑ пек йӑм-хура ҫӳҫлӗ лутака арҫын сулахай аллине пиншак арки ҫине хунӑ та, сылтӑммипе ҫилӗллӗн сулкаласа, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен пӗр ватӑ ҫынна вӗрентсе пӑскӑртать.

Невысокий, носатый, жуково-черный человек, заложив пальцы левой руки за борт сюртука, правой методически взмахивая, напирал на собеседника — пожилого железнодорожника:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ, вӑл, лутака та лара-тӑра пӗлми ҫамрӑк ача, урамра чупса ывӑннӑ та ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ.

Набегавшись, улегся.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хуҫи, лутака пӳллӗ, пулӑ пек йӑрӑ арҫын, чӗлӗм тӗтӗмӗ сарӑхтарса янӑ тачка пӳрнипе сӑмавара шаккаса пӑхрӗ.

Хозяин мелкорослый, подвижной, как вьюн, щелкнул самовар обкуренным, охровым ногтем.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малти взводра, пулеметчиксемпе юнашар, сотня командирӗ вырӑнне юлнӑ Иван Алексеевичпа унӑн юлташӗ, лутака пӳллӗ Турилин пычӗҫ.

В головном взводе рядом с пулеметчиками ехали принявший командование сотней Иван Алексеевич и помощник его, низенький Турилин.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех