Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киличченех (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗм тӗттӗм тӳпере тӑрна картисем, йынӑшса, таҫта чӗнсе, шуҫӑм киличченех шавларӗҫ, тенкел ҫинче пӗкӗрелнӗ Ҫӑрттан мучи шуҫӑм киличченех куҫ хупмасӑр, ассӑн сывласа, сӑх-сӑхса, макӑрса ларчӗ…

А в непроглядно-темном небе до зари звучали стонущие и куда-то зовущие голоса журавлиных стай, и до зари, не смыкая глаз, сидел на скамеечке сгорбившийся дед Щукарь, вздыхал, крестился и плакал…

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта райкомран кӑтарту киличченех тухса каяҫҫӗ.

Обычно выезжали туда еще задолго до получения указаний из райкома.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметновпа, хуторта пулнӑ ытти активистсемпе паллашрӑм, Нагульнова вара эпӗ пӗлетӗп, унпа хутора киличченех тӗл пулнӑ, вӑл пирӗн патӑрта райкомра та пулнӑ.

Познакомился с Размётновым, со всеми из актива, кто был в хуторе, а Нагульнова я знаю, встречался с ним еще до приезда в хутор, был он у нас и в райкоме.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать.

Все чаще по ночам он беспричинно просыпался, курил, страдальчески морщился, вслушиваясь в певучие высвисты и захлебывающееся прищелкивание соловьев, потом яростно захлопывал окошко, с головой укутывался байковым одеялишком и до белой зорьки пролеживал, не смежив глаз, прижавшись к подушке широкой татуированной грудью.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шуҫӑм киличченех ӗрлешеҫҫӗ те, кӑнтӑрла мӗн ӗҫ туни пултӑр вӗсен?

Бесются до зари, а днем какая с ним работа!

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑнтӑрла Афанасий Крашокутовпа вӑкӑрсене хӳтерекенни пулса ӗҫлет, ҫӗрле пулсан вара, вӑл пурӑнакан хӗрлӗ будка патӗнче шуҫӑм киличченех балалайка тинкӗлтетет, икӗ ретлӗ хут купӑсӑн басӗсем ассӑн-ассӑн сывласа хашлатаҫҫӗ те аялти чӗлӗхсем ҫинҫен янӑрашаҫҫӗ, каччӑсемпе хӗрсем ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ; ҫак ытла та савӑнӑҫлӑ пӗтӗм вӑййа-кулла Лушка ертсе пырать.

Днем работала погонычем в упряге Афанасия Краснокутова, а ночью возле красной полевой будки, в которой она жила, до самой зари звенела балалайка, вздыхали басы и тонко выговаривали нижние лады двухрядки, парни и девки плясали и пели; а всем этим развеселым гульбищем руководила Лушка.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл пӳлӗмӗнче йывӑррӑн, анчах ҫемҫен пусса уткаласа ҫӳренӗ сасӑ шуҫӑм киличченех илтӗнсе тӑчӗ.

Его тяжелый, но мягкий шаг звучал до зорьки.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сассисем хӑйӑлтатакан пуличченех, куҫӗсем хуралса киличченех колхоза майлӑ та, хирӗҫле те калаҫрӗҫ.

Говорили и за колхоз и против до хрипоты, до помрачения в глазах.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара ӑна арҫынла вӑйӗпе ыталаса илет те, мӗн тул ҫути шуралса киличченех унӑн сарлака шӑмӑллӑ тӗксӗм-сарӑ питҫӑмартийӗсем ҫинчен чие ҫырли пек хӗрлӗ сӑн каймасть.

Обнимала его с мужской силой, и до белой зорьки не сходил со скуластых смуглых щек ее вишневый, яркий румянец.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак ырӑ шӑршӑ вара садсенче каҫ тӗттӗмӗ кӑвакарса киличченех, симӗсрех тӗс ҫапнӑ уйӑх ҫап-ҫара туратсем витӗр хӗсӗнсе тухичченех, ҫу хушмашкӑн апат шырама тухнӑ мулкачсем юр ҫине ҫӑмӑллӑн пуса-пуса йӗр туса тухичченех тытӑнса тӑрать.

Тонкий многоцветный аромат устойчиво держится над садами до голубых потемок, до поры, пока не просунется сквозь голызины ветвей крытый прозеленью рог месяца, пока не кинут на снег жирующие зайцы опушенных крапин следов…

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ хуса ҫитсе алӑ ҫинче тытса киле илсе киличченех Санька таҫталла лӑпӑстатнӑ.

И Санька брел и брел, пока мать не догнала его и не принесла на руках домой.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пичче патӗнчен тухса киличченех манӑн вӗсем патӗнче пулмасӑр кун иртмен, темелле.

И пока я гостила у брата, почти каждый день заходила к ним.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Автанӗ ав кӑвак ҫутӑ киличченех таврана янраттарать.

И петух вон до прихода рассвета глушит окрестность.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Пӗр юнлӑ тӑвансем шуҫӑм ҫути киличченех калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӑй те ман пата хӑнана килет, паян ав эпӗ ӗҫе тухса киличченех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Шурӑмпуҫ киличченех хускалмасӑр ларчӗҫ вӗсем, кун-ҫулӗпе пӗрпекрех икӗ ҫын.

До рассвета сидели они - два человека, почти с одинаковой судьбой.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Иисус ӑна «вӑл вилмест» тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе анчах каланӑ.

Но Иисус не сказал ему, что не умрет, но: если Я хочу, чтобы он пребыл, пока приду, что тебе до того?

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Иисус калать ӑна: Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ? эсӗ Ман хыҫҫӑн пыр, тет.

22. Иисус говорит ему: если Я хочу, чтобы он пребыл, пока приду, что тебе до того? ты иди за Мною.

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп: 14. хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра.

13. Пред Богом, все животворящим, и пред Христом Иисусом, Который засвидетельствовал пред Понтием Пилатом доброе исповедание, завещеваю тебе 14. соблюсти заповедь чисто и неукоризненно, даже до явления Господа нашего Иисуса Христа,

1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Эсир ҫав ҫӑкӑра ҫинӗ чухне, ҫав куркана ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе тӑратӑр.

26. Ибо всякий раз, когда вы едите хлеб сей и пьете чашу сию, смерть Господню возвещаете, доколе Он придет.

1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех