Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑнах сăмах пирĕн базăра пур.
Чӑнах (тĕпĕ: чӑнах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта килнӗ чухне ҫул май Палан кӗтесне кӗрсе тухрӑм эпӗ, колхозниксем хама мӗн пӗлтернине тӗрӗслерӗм: утта чӑнах та турттарса кайнӑ, юпасене куҫарса лартнӑ, факт!

Я сам по пути сюда заезжал в Калинов Угол и сам проверил, о чем мне сообщили колхозники: сено увезено, а столбы перенесены, факт!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та, мӗншӗн килнӗ-ха эсӗ? — йӑл кулса ыйтрӗ Давыдов.

— А на самом деле, чего ты приехал? — улыбаясь, спросил Давыдов.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та, хӑйне мӗнле тытса чарма пултараймарӗ-ха вӑл?

Как же получилось, что он не сдержался?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та, ҫак ытлашши пуҫтах казак хӑшне-йӗрне тӗрӗсех калать.

А ведь, пожалуй, кое в чем он был прав, этот не в меру бойкий казачок.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл чӑнах та нумай асап тӳснӗ: ӗмӗр тӑршшӗпе кама тӗл пулать, ҫавӑнпа асапланать…

Так она в точности великомученица: всю жизню с кем попадя мучится…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн ӗҫӗ ҫапла: яланах праҫник тума май ҫук, пуринчен ытла чӑнах та хӗлле канмалла.

Такое наше дело, что праздновать приходится не всегда, а в большинстве действительно в зимнюю пору.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирвайхи юрату чӑнах та манӑҫа тухмасть пулӗ ҫав вӑл…

Что ж, видно, и на самом деле первая любовь не забывается…

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та ҫав, ӑна халӗ ҫынсене курӑнма аван та мар.

Да и на самом деле, неудобно ей сейчас показываться на люди.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та, эпӗ темле вӑйлӑ ораторах мар ӗнтӗ, ун вырӑнне манӑн, тӑванӑм, чышкӑм темле дискуссие те юрӑхлӑ!

Оно, конечно, может, и не такой уж сильный я оратор, но зато, брат, кулак у меня при случае на любую дискуссию гожий!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

…Тимофей чӑнах та килчӗ.

…И Тимофей пришел.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та ҫав, ҫак тӗпчеме питӗ юратакан хӗрарӑмсене вӑл вӗсене ял Советне килнӗ чух кам та пулин курасран хӑраса ҫеҫ лашапа илсе килни ҫинчен каласа пама пултарайман вӗт-ха ӗнтӗ.

В самом деле, не мог же он объяснить этим любознательным женщинам: привезли их потому, что не хотели, чтобы кто-либо видел их по пути в сельсовет.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн ӑна пенӗ хыҫҫӑн чӑнах та питӗ вӑйлӑ сунас пуҫланнӑ.

У него и на самом деле ужасный насморк после этого выстрела образовался.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар гимнастеркин аркине айккинелле туртса пӑхрӗ; чӑнах та иккен, унӑн гимнастеркин сылтӑм енне, пилӗкӗнчен ҫӳлерех, пуля шӑтарнӑ.

Оттянул Макар подол гимнастерки, и, на самом деле, с правой стороны гимнастерка у него повыше пояса пробитая пулей.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сасси хӑйӗн ачаш та ҫинҫе, старикӗн чӑнах та чунӗ тухать тейӗн…

И голосок у него такой нежный да тонкий, как будто и на самом деле старик концы отдает…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле пӑтӑрмах килсе тухрӗ-ха, чӑнах!

И что же это за чертовщина такая!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унран чӑнах та аяккарах пулмалла манӑн.

А вообще-то надо мне подальше от нее держаться.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та, мӗне пӗлтерет-ха ара ку?

Да что же это такое, в самом деле?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та ӗнтӗ, ун сарлака кӑкӑрӗн икӗ енчи татуировкӑ та чиперех, сентименталлӑ та темелле: флотри художник питӗ ӑстан икӗ кӑвакарчӑн ӳкерсе лартнӑ; Давыдов хускалкаласанах, ун кӑкӑрӗ ҫинчи кӑвак кӑвакарчӑнсем сиккелеме пуҫлаҫҫӗ, вӑл хул пуҫҫийӗсене вылятсан вара кӑвакарчӑнсем, чуп тӑвӑшнӑ пек, пӗр-пӗрне сӑмсисемпе тӗкӗнеҫҫӗ.

Правда, татуировка на обоих полушариях широкой давыдовской груди скромна и даже немного сентиментальна: рукою флотского художника были искусно изображены два голубя; стоило Давыдову пошевелиться, и голубые голуби на груди у него приходили в движение, а когда он поводил плечами, голуби соприкасались клювами, как бы целуясь.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та, вӑл кӗпесӗр вӗҫкӗнленсе ҫӳреме пултараймасть-ҫке-ха!

Черт возьми, не мог же он в самом деле щеголять без рубахи!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тен, чӑнах та эпӗ ухмах, тен, сӗм ухмах та пулӗ, анчах ку ӗҫе эпӗ, хӗрӗм, питӗ лайӑх пӗлетӗп.

— Может, конечно, я и дурак, может, и меченый, но в этих делах, девка, я до тонкостев разбираюсь.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех