Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юра ҫил вӗҫтерсе кайнӑ хыҫҫӑн хуралса юлнӑ кӗркуннехи пахчасем урлӑ Володя Гриценкосен шурӑ пӳрчӗ патне упаленсе пычӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫак кунсенче вӑл тата ытларах хуралса, ырханланса кайрӗ, анчах, тем аса илме тӑрӑшнӑ пек, лӑпкӑн та тинкерсе пӑхать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Малтан вӗсене нӳрлӗ алшӑллисемпе, ҫӗрӗк татӑкӗсемпе шӑлнӑ, анчах вӗсем час хуралса ҫулланса ларнипе савӑт-сапана вараланӑ ҫеҫ, ҫавӑнпа вӗсене алла та тытас килмен…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя суранланнӑ ҫын умне кукленсе ларнӑ та унӑн хуралса, типсе кайнӑ пичӗ ҫине пӑхать; анчах халӗ вӑл ҫав тери ватӑ ҫын пек туйӑнмасть.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл юлташӗн сӑнӗ улшӑннине курсан, хӑй модель борчӗ ҫинчи ҫырӑва тимлӗн вуласа пӑхрӗ те хӗрелсе хуралса кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл шурса кайнӑччӗ, куҫ хӳпанкисем хуралса ларнӑ, сулахай питҫӑмартийӗ пӗр вӗҫӗмсӗр тытамаклӑн турткаланать, унтан ҫӳлерехре вара, тӑнлав айнеллерех, шыҫса хӑпарлӑ пысӑк лаптӑк кӑваккӑн ҫуталать.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах вӑл пусӑрӑннӑччӗ ӗнтӗ, вӑйсӑрланнӑччӗ, ҫийӗнчех хуралса, тӗттӗмленсе ларнӑ пичӗ унӑн ӗшенчӗк те йӗрӗнчӗк сӑнлӑччӗ.Но он уже погас, обессилел, и его сразу потемневшее лицо имело усталое и брезгливое выражение.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӑйӑхӗ, ҫаплах йӗпескер, хуралса кайнӑ та, моржӑнни евӗр, икӗ ҫӑра вӗҫпелен аялалла усӑнса ҫакӑннӑ.Усы, еще мокрые, потемнели и висели вниз двумя густыми сосульками, точно у моржа.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак ыйхӑсӑр, лӑсканчӑклӑ каҫ, пӗчченлӗх туйӑмӗ, уйӑхӑн тикӗс, тӗксӗм, чӗрӗ мар ҫути, ура айӗнчи хушӑкӑн хуралса тӑракан тарӑнӑшӗ тата хӑйпе юнашар ларакан чӗмсӗр, хӗненине пула тӑнран тухнӑ салтак — пурте, пурте ҫаксем ун умне темле ниҫта юрӑхсӑр, питӗ асаплӑ тӗлӗк евӗррӗн тухса тӑчӗҫ, унашкал тӗлӗксене ҫынсем, тен, тӗнче пӗтес умӗнхи юлашки кунсенче ҫех курма пултараҫҫӗ пулӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Лагерьти пӗрремӗш ҫур уйӑхра вӑл ырханланса кайрӗ, хуралса ларчӗ, куҫӗсем те унӑн путса анчӗҫ.За первые полмесяца лагерей он похудел, почернел и глаза у него ввалились.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Халӗ, ҫӳлерех ҫӗкленсен, вӑл унӑн питӗ пысӑкланса та хуралса кайнӑ куҫӗсене яр-уҫҫӑн курчӗ, е хӗсӗне-хӗсӗне ларчӗҫ вӗсем, е чарӑла-чарӑла сарӑлчӗҫ, ҫавна пула палланӑ-палламан пӗтӗм пичӗ унӑн тӗттӗмре тӗлӗнмелле илемлӗн улӑшӑнса тӑчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫлӑхӗ ҫийӗпе аялалла ним ҫӳҫенӳ-туртӑнусӑр тинкерсе пӑхса, Ромашов енне вӑл хӑйӗн, ҫӗрмесӗр типнӗ ӳт татӑкӗ евӗр, йӑлт пӗркеленсе пӗтнӗ, хуралса ларнӑ пӗчӗк-пӗчӗк аллине тӑсрӗ те тӳрех тутаран тӗкрӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑвакарнӑ, хӗремесленнӗ, таларнӑ пит ҫине пӑхрӗ те Ромашов, кӳреннипе те пӑлханнипе, чӗри тапӑртатса кайнине, куҫӗ умӗ хуралса килнине туйса илчӗ…
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ экватортан инҫе мар, хӗвел хытӑ хӗртекен вырӑнта, пурӑннӑ пулсан та, манӑн пит-куҫӑм хӗвелпе хуралса каймарӗ, негр пичӗ пек пулмарӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сылтӑм енче авӑ сӑртлӑхсем хуралса лараҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче темле хӑрушӑ паллӑ мар япаласем пытаннӑ пек туйӑнать; сулахай енчи тӗнче хӗррине лапкӑшпех хӗп-хӗрлӗ тӗссем хупласа хунӑ, ӑҫта та пулин тем ҫунать-ши е уйӑх тухма хатӗрленет-ши — ӑнланма йывӑр.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗрме хыҫҫӑн хӑрӑмпа хуралса ларнӑ тимӗрҫ лаҫҫисем мӗлтлетсе юлчӗҫ, унтан — пысӑк чул муклашкисем купаласа карта тытнӑ илемлӗ симӗс масар; карта леш енчен симӗс чие йывӑҫҫисем айне пытаннӑ шурӑ хӗрессемпе палӑксем мӗлтлете-мӗлтлете курӑнчӗҫ, аякран вӗсем шурӑ пӑнчӑсем пек туйӑнчӗҫ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хула тем пысӑкӑш Рыбарицӑ тӑвӗн кӑнтӑр енӗнче чуллӑ чӑнкӑ хысак хӗрринче вырнаҫнӑ (ҫак тӑва кунти ҫынсем Вежен теҫҫӗ), унӑн тӑрри хӗллехи калпакне хывма ӗлкереймен-ха; ешерекен хӗррисенче сурӑх тапӑрӗсем чарӑннӑ вырӑнсем хуралса палӑраҫҫӗ, унта-кунта румынсен куҫса ҫӳрекен кӗтӗвӗсем курӑнкалаҫҫӗ.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эпӗ хам пӳлӗмреччӗ, иртсе пыран тӗрексен ури сасси илтӗнсе кайрӗ, ҫитрӗҫ иккен мана вӗлерме терӗм, куҫӑм-пуҫӑм хуралса килчӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лӳчӗркетсе, хуралса пӗтнӗ листисене курсан та, ку кӗнеке ҫӗршер алӑра пулса, пиншер чӗрене хӗмлентернине сисме пулать.
XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун ҫинче темле башньӑсемпе йывӑҫсем хуралса лараҫҫӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.