Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIV

Пай: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хушнӑ: 2019.12.16 00:48

Пуплевӗш: 460; Сӑмах: 4532

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пикник хаваслинчен ытларах кӑшкӑрашуллӑн та ним йӗркисӗр тӗркӗшӳллӗн килсе тухрӗ. Виҫ ҫухрӑмри Юманлӑха пырса ҫитрӗҫ. Ҫапла ят панӑччӗ вашмӑккӑн тӑсӑлакан тайлӑм тӑрӑх сапаланнӑ, пысӑках мар, пӗр вунпилӗк теҫеттинлӗ ращана, сӑрчӗн тупанӗ хӗррипе унӑн ҫутӑ шывлӑ тӑвӑр ҫырма ҫаврӑнса иртет. Ращи сайрарах, анчах юманӗсем ҫӗршер ҫулхискерсем, селӗм те мӑнаҫлӑ. Вӗсен айне талккӑшпех ҫӑра тӗм пусса илнӗ, хӑшпӗр тӗлте ҫапах та малтанхи ачаш та ем-ешӗл курӑкпа витӗннӗ уҫӑ, хаваслӑ, анлӑ та капӑр уҫланкӑсем тӑра-тӑра юлнӑ. Шӑпах ҫакнашкал уҫланкӑсенчен пӗринче маларах янӑ тиншӗксем сӑмаварсемпе те карҫинккасемпе кӗтсе тӑратчӗҫ ӗнтӗ.

Тӳрех ҫӗр ҫине ҫитӗсем сарса хучӗҫ те вырӑнаҫма пуҫларӗҫ. Дамӑсем ҫырткаламаллисемпе турилккесем майлаштара-майлаштара лартрӗҫ, арҫынсем вӗсене ӳстерсе тунӑ тараватлӑхпа шӳтлеше-шӳтлеше пулӑшса пычӗҫ. Олизар пӗр салфеткӑна, саппун пек, умне ҫакнӑ та теприне, калпак евӗрлӗн, пуҫне тӑхӑннӑ — офицерсен клубӗнчи Лукич повар пулса тӑнӑ. Дамӑсем, тем тесен те, каччӑсемпе ылмашӑнчӑклӑн ларччӑр тесе, вӑрах хушӑ вырӑн суйласа муталашрӗҫ. Меллех мар пулнӑран ҫурма ларма та ҫурма выртма тиврӗ, ку вӑл ҫӗнӗлле те кӑсӑклӑччӗ, ҫак ятпа вара, пӗтӗм ушкӑна тӗлӗнтерсе те култарса, чӗмсӗркке Лещенко хӑпартланчӑкла та айванла сӑнпала:
— Эпир ӗнтӗ халь авалхи римсен грекӗсем пекех выртса ярпайӑпӑр, — терӗ хучӗ сасартӑках.

Шурочка хӑйпе юнашар пӗр енчен Тальмана та тепӗр енчен Ромашова лартрӗ. Нихӑҫан ҫука, вӑл тӑтӑшах калаҫрӗ, хаваслӑччӗ тата хӑй питех те пӑлханчӑклӑн курӑнчӗ, куна вара нумайӑшӗ ҫийӗнчех асӑрхарӗҫ. Вӑл ҫак териех шалт тӗлӗнтерсе пӑрахасла илемлӗ пулнине Ромашов халиччен курманччӗ-ха. Темӗнле пысӑк, ҫӗнӗ, хыпкаланчӑк туйӑм вӗресе тӑратчӗ унра, ӗрӗхесшӗн ҫунатчӗ, тулалла тухасшӑн тапӑртататчӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл Ромашов енне ҫаврӑнать те ним каламасӑр чӑр та чӑр пӑха-пӑха илет, пӑхасса та кирлинчен, тивӗҫлинчен, тен, ҫур ҫеккунт кӑна ытларах, яланхинчен кӑшт ҫех нумайтарах пӑхать пулӗ ӗнтӗ, анчах каччӑ ун куҫӗсенче кашни хутӗнчех ҫав хӑйшӗн ӑнланмалла мар, вӗри те туртакан-сӗтӗрекен вӑях туя-туя катать.

Осадчий, кӗреке пуҫӗнче пӗр-пӗччен ларнӑскер, ҫӗкленчӗ те чӗркуҫленсе тӑчӗ.

— Ну-с, господасем… — пуҫларӗ вӑл вӑрманти таса сывлӑшра сӗтеклӗ хумсемпе чӗтӗревлӗн юхса саланакан янӑравлӑ хулан сассипе, стакана ҫӗҫӗпе шаккаса пурне те лӑплантарнӑ хыҫҫӑн. — Ӗҫер-ха, эппин, пӗрремӗш куркана пирӗн хӳхӗм хуҫайккӑн тата хаклӑ менелникҫӗн сывлӑхӗшӗн. Тӗрлӗрен телей те генерал арӑмӗн чинне патӑрччӗ ӑна турӑ.

Унтан вӑл пысӑк черккене ҫӳле-ҫӳле йӑтрӗ те:
— Урра! — ӗхӗрсе ячӗ хӑйӗн хӑрушла карланкин мӗн-пур хӑвачӗпелен.

Пӗтӗм раща ахлатса янӑ пек пулчӗ ҫак арӑсланла кӑшкӑрупа, ун тӑнкӑрти ахрӑмӗсем кӑрӑлтатса йывӑҫсем хушшисемпе чупа-чупа саланчӗҫ. Андрусевич, Осадчипе юнашар ларнӑскер, хӑранипе минӗренӗ евӗр, шӳтлесе, месерле янк ӳкрӗ те яриех тӑсӑлчӗ. Ыттисем харӑслатса хастаррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ. Арҫынсем Шурочка патне чанкки тума кӗпӗрленчӗҫ. Ромашов юриех пуринчен кая юлчӗ, лешӗ ҫакна асӑрхарӗ-асӑрхарех. Ун еннелле ҫаврӑнса, ним шарлами те хӗрӳн кулса тӑсрӗ Шурочка хӑйӗн шурӑ тӗслӗ хӗрлӗ эрех янӑ стаканне. Куҫӗсем унӑн ҫав самантра сасартӑк сарӑлса кайрӗҫ, тӗттӗмленчӗҫ, тутисем вара питӗ-питӗ уҫӑмлӑн та сассӑр ҫех хусканкаласа темӗнле сӑмахсем пӑшӑлтатрӗҫ. Анчах Шурочка ҫийӗнчех каялла ҫаврӑнчӗ те, кула-кула, Тальманпа калаҫма пуҫларӗ. «Мӗн каларӗ вӑл, — шухӑшларӗ Ромашов, — ах, мӗн каларӗ-ши вӑл?» Ку пӑлхантарчӗ те, сехӗрлентерчӗ те ӑна. Вӑл никама палӑртмасӑр питне аллисемпе хупларӗ те тутисемпе Шурочка тунӑ хусканусенех тума тӑрӑшрӗ; ҫапла майпалан вӑл хӑй асӗнче ҫав сӑмахсене тытса илесшӗнччӗ, анчах унӑн нимех те тухса пӗтмерӗ. «Ҫавниҫӗм?», «Юратап?», «Ромочка?» Ҫук, нихӑш те мар. Пӗрне лайӑх пӗлчӗ вӑл — каланӑ сӑмах виҫӗ сыпӑкран тӑрать.

Унтан Николаев сывлӑхӗшӗн, унӑн генеральнай штабра пулас службинчи ӳсӗмсемшӗн ӗҫрӗҫ, ӗҫессе те вӑл юлашкинчен чӑн-чӑннипех академие кӗресси пирки никам нихӑҫан ним чухлӗ иккӗленмен пекех ӗҫрӗҫ. Унтан, Шурочка сӗннипе, самаях ӳркенсе, Ромашов менелникҫӗ ячӗпе ӗҫрӗҫ; ӗҫрӗҫ ҫакӑнта ларакан дамӑсемшӗн те ҫакӑнти мӗнпур ҫынсемшӗн, тата мӗнпур-мӗнпур хӗрарӑмшӑн пӗрлех, тата тӑван полк ялавӗсен мухтавӗшӗн, тата никам ҫӗнейми вырӑс ҫарӗшӗн…

Ӗнтӗ самай ӳсӗрӗлсе кайма ӗлкӗрнӗ Тальман сиксе тӑчӗ те хӑйӑлтатса, анчах хумхануллӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Господасем, эпӗ хамӑрӑн юратнӑ, хамӑрӑн куҫ пек курса тӑракан монархӑмӑр сывлӑхӗшӗн тост ӗҫме ыйтатӑп, уншӑн вара пиртен кашниех хӑй юнне юлашки тумлам юлмиччен тӑкма та хатӗр!

Юлашки сӑмахсене вӑл хӑй ӑшӗнчен кӗтмен ҫӗртенех питӗ ҫинҫе, шӑхӑракан фистулӑпа хӗсӗнтерсе кӑларчӗ, мӗншӗн тесен кӑкӑрӗнче унӑн сывлӑш ҫитеймерӗ. Шурри саралнӑ, чиканла, вӑрӑ-хурахла хура куҫӗсем ун сасартӑк хевтесӗррӗн те мӗскӗннӗн мӗлтлете-мӗлтлете илчӗҫ те, кӗре питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫуль пӗрчисем шӑпӑртата-шӑпӑртата юхса анчӗҫ.

— Гимн! Гимн! — хавасланса кайсах хистерӗ Андрусевичӑн пӗчӗк те самӑр арӑмӗ.

Пурте ура ҫине тӑчӗҫ. Офицерсем аллисене карттусӗсен сӑмсисем ҫумне тытрӗҫ. Килӗшӳллех мар, анчах хӑпартлануллӑ сасӑсем юхма тапратрӗҫ вара раща тӑрӑх, ку тӗлӗшпе сӑнӗ пушшех тӗксӗмленсе ларнӑ, туйӑмлӑ Лещенко штабс-капитан пуринчен хытӑрах тӑрӑшрӗ, вӑл пуринчен вӑйлӑрах кӑшкӑрса та пуринчен пӑсарах юрларӗ.

Питӗ те нумай ӗҫрӗҫ, тепӗр тесен, полкра яланах ҫаплалла ӗҫнӗ-ха: пӗр-пӗрин патӗнче хӑнара чух, пухура, ятлӑ-чаплӑ апатланусемпе пикниксенче. Ӗнтӗ пурте пӗр харӑсах калаҫрӗҫ, уйрӑм сасӑсене уйӑрса илме те ҫукчӗ. Шурӑ тӗслӗ ҫырла эреххи нумай ӗҫнипе йӑлт хӗремесленсе кайнӑ, шӑрҫисем сарӑлнипе пач хура пулса тӑнӑ куҫлӑ, пӳрленчӗк хӗрлӗ туталлӑ Шурочка сасартӑк Ромашов патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ.

— Ҫак провинциалла пикниксене юратмастӑп эпӗ, темле вак-тӗвеклӗхпе ирсӗрлӗх пур вӗсенче, — терӗ вӑл. — Тӗрӗс, упӑшкашӑн тумаллаччӗ-ха куна, тухса каяс умӗн, анчах, турӑҫӑм, мӗнешкел айванла ҫакӑ пӗтӗмпех! Ҫакна йӑлтах хамӑр килте, садра, тума та пулатчӗ вӗт, — пирӗн сачӗ мӗнле хӳхӗмне эсир пӗлетӗр — паркаскер, лӑстӑскер. Ҫапах та, мӗншӗнне пӗлместӗп, паян эпӗ тӑнран каймаллах телейлӗ. Турӑҫӑм, мӗнле телейлӗ эпӗ! Ҫук, Ромочка, ырӑскерӗм, мӗншӗнне пӗлетӗп эпӗ, куна эпӗ сире каяраххӑн калӑп, каярах калӑп эпӗ сире… Эпӗ калӑп». Ах, ҫук, ҫук, Ромочка, эпӗ нимӗн те, нимӗн те пӗлместӗп.

Илемлӗ куҫӗн хупанкисем ун ҫурма хупӑнчӗҫ, пӗтӗм питӗнче вара мӗскер-тӗр хӑй патне илӗртсе йыхӑраканни, шантараканни, чӑтӑмсӑрлӑхпа асаплантараканни ҫиҫсе хӗмленчӗ. Вӑтанман, намӑссӑрла илемпе ялтӑраса кайрӗ ҫав пит, Ромашов вара, ӑнланмасӑраххӑн вӑрттӑнла инстинктпа кӑна, хӑйӗнче те Шурочкӑна ярса тытнӑ хӗрӳ пӑлхану пуррине туйса илчӗ, аллисемпе урисем, кӑкарӗ тӑрӑх пылаккӑн чупакан чӗтӗреврен туйса, уйӑрса илчӗ вӑл ҫакна.

— Пач урӑхла эсир паян. Мӗн пулнӑ сире? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Ромашов.

— Калатӑп-ҫке сире, пӗлместӗп, тетӗп, — сасартӑк темле айванларах та йӑваш тӗлӗнӳпе тавӑрчӗ Шурочка. — Эпӗ пӗлместӗп. Пӑхсамӑр: тӳпе сеп-сенкер, ҫутӑ та сенкер… Ман хамӑн та кӑмӑл темле тӗлӗнмелле сенкер хаваллӑ, темле сенкер савнӑҫ! Хӗрлӗ эрех тата ярса парсамӑр-ха мана, Ромочка, ман ырӑ ачамҫӑм…

Ҫиттӗн тепӗр вӗҫӗнче калаҫу Германине пулмалли вӑрҫӑ пирки хускалса кайнӑччӗ, ун чухне ҫакна нумайӑшсем татса панӑ ӗҫ пекех шутласа тӑратчӗҫ. Ахӑрашуллӑ, темиҫе ҫӑвар харӑссӑн кӑшкӑракан, ним латтисӗр тавлашу пуҫланчӗ. Сасартӑк Осадчий ҫиллес, татӑклӑ сасси кӗмсӗртетрӗ. Вӑл ӳсӗрпе пӗрехчӗ, анчах ҫакӑ ун пурӗ те хитре пичӗ хӑрушла шурнинчен те йывӑррӑн пӑхакан пысӑк хура куҫӗсем пушшех тӗксӗмленсе ларнинчен ҫех паллӑччӗ.

— Пуш сӑмах! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл хиврен. — Ҫирӗплетсех калатӑп эпӗ, ку вӑл сӳпӗлтетни кӑна пӗтӗмпех. Хальхи вӑрҫӑ — вӑрҫӑ мар. Тӗнчере халь мӗнпурӗ улшӑннӑ. Ачасем идиот пулса ҫуралаҫҫӗ, хӗрарӑмсем чӑлӑш-чалӑш та тӗкӗр-текӗр, арҫынсен — нервӑсем. «Ах, юн! Ах, тӑнран кайса ӳкетӗп эпӗ!» — йӗкӗлтерӗ вӑл такама нӑрӑлтатакан сасӑпа. — Хаяр, ним хӗрхенӳсӗр, чӑн-чӑн вӑрҫӑ вӑхӑчӗ иртсе кайнине кура вӑл ҫакӑ пӗтӗмпех. Вӑрҫӑ пулать-и-мӗн ҫав? Вунпилӗк ҫухрӑмран паклаттараҫҫӗ те сана — эс вара киле паттӑр пулса таврӑнатӑн. Турӑҫӑм, шутласамӑр, мӗнлелле хастар хӑюллӑх! Тыткӑна илчӗҫ сана. «Ах, чӗппӗмҫӗм, ах, кӑвакарчӑнӑм, табак туртас килмест-и? Е, те, чей кирлӗччӗ? Ӑшӑ-и, сивӗ мар-и сана, пепкеҫӗм? Хытӑ мар-и?» У-у! — хаяррӑн ӗхӗрсе ячӗ те Осадчий, халь-халь килсе панлаттарма хатӗр тӑракан вӑкӑр евӗр, пуҫне аялалла пӗксе лартрӗ. — Вӑтам ӗмӗрсенче ҫапӑҫнӑ — куна эпӗ ӑнланатӑп. Ҫӗрлехи штурм. Пӗтӗм хула вут ӑшӗнче. «Ҫаратса тустармашкӑн хулана салтаксене виҫӗ кунлӑха паратӑп!» Вӑркӑнса кӗрсе кайрӗҫ. Юн та вут. Эрех пичкисен тӗпӗсене сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑлараҫҫӗ. Урамсенче юн та эрех. О, мӗнлерех хаваслӑ пулнӑ ишӗлчӗк-аркану ҫинчи ҫав ӗҫкӗ-ҫикӗсем! Ҫаппа-ҫарамас, йӗрекен-макӑракан, питӗ хӳхӗм хӗрарӑмсене ҫӳҫсенчен сӗтӗре-сӗтӗре пыраҫҫӗ. Нимӗскер шеллесси ҫук. Хастар паттӑрсен пылак тупӑшӗ пула-пула тӑнӑ вӗсем!..

Анчах та эсир ытлашши калаҫса ан кайӑр, — шӳтлерех асӑрхаттарчӗ Софья Павловна Тальман.

Каҫсенче ҫуртсем ҫуннӑ, ҫил вӗрнӗ, такансем ҫинче хура кӗлеткесем сулкаланса тӑнӑ, вӗсем ҫийӗн ҫӑхансем кӑшкӑрнӑ. Такансем айӗнче вара кӑвайтсем ҫуннӑ та ҫӗнтерӳҫӗсем савнӑҫ ӗҫки тунӑ. Тыткӑнрисем пулман. Мӗн тума тыткӑнрисем? Вӗсемшӗн мӗн тесе вӑя ытлашши таткалас? А-ах! — тискеррӗн йынӑшса ячӗ шӑлне ҫыртнӑ Осадчий. — Мӗнешкел хӑюллӑ та мӗнешкел тӗлӗнмелле вӑхӑт пулнӑ ҫакӑ! Ҫапӑҫӑвӗсем тата! Кӑкӑрпа кӑкӑрӑн хире-хирӗҫ тӗреленсе тӑнӑ та сехечӗ-сехечӗпе ҫапӑҫнӑ, ним шиксӗр те урса кайса, тискер хаярлӑхпа та шалт анрамалла ӑсталӑхпа. Мӗнешкел ҫынсем пулнӑ вӗсем, мӗнешкел хӑрушӑ вӑй-хӑват вӗсенче! Господасем! — Вӑл ура ҫине ҫӗкленчӗ те хӑйӗн улӑпла пӗвӗпе тӳррӗн каҫӑрӑлса тӑчӗ, сасси ун хӑпартланупа та чӑрсӑрлӑхпа янӑрарӗ. — Господасем, хальхи ҫынлӑха хисеплекен ырӑ вӑрҫӑсем пирки эсир ҫар училищисенчен золотухӑлла, питӗ шӗвӗ пӗлӳсем илсе тухнине пӗлетӗп эпӗ. Эпӗ ҫапах та ӗҫетӗп… Ман ҫумма никам хутшӑнмасть пулсассӑн та, ӗлӗкхи вӑрҫӑсен савнӑҫӗшӗн, хаваслӑ та юнлӑ хаярлӑхшӑн ӗҫетӗп эпӗ пӗчченех!

Ҫак ытти чухне ялан ӑмӑр ҫӳренӗ чӗмсӗркке ҫын кӗтмен ҫӗртенех ҫапла хавхаланса кайни хупласа хучӗ тейӗн, пурте шӑп-шӑпӑрт пулса ларчӗҫ, ун ҫинелле кӑсӑкланса та шикленсе пӑхрӗҫ. Анчах сасартӑк хӑй вырӑнӗнчен Бек-Агамалов сиксе тӑчӗ. Ҫакна вӑл пач шутламан ҫӗртен тата питӗ хӑвӑрттӑн турӗ, ҫавна пула нумайӑшсем шартах сикрӗҫ, пӗр хӗрарӑмӗ хӑранипе кӑшкӑрсах та ячӗ. Куҫӗсем Бек-Агамаловӑн ҫамки ҫинех тухса ларнӑ, хӑрушшӑн ялкӑшаҫҫӗ, шатӑр ҫыртнӑ шурӑ шӑлӗсем тискер кайӑкла хаяррӑн ейӗлнӗ. Хӑй хашкаса сывлать, калама сӑмах тупаймасть.

— О-о!.. Куна-тӑк… куна эп ӑнланатӑп!! А! — Осадчий аллине вӑл, ҫилленсе лартнӑ евӗр, туртӑшӑнкалакан вӑйпа хӗссе тытрӗ те ластӑр-лӑстӑр силлерӗ. — Ҫӑва тӗпне ку кӑвасак-йӳҫенчӗке! Мур хиртӗр шеллӗве! А! К-кас!

Хӑйӗн варвӑрла, авалтанпах йӑхран йӑха куҫса пынӑ юнаҫлӑ чунне ун, ытти чух вӑрттӑн тӗлӗрнӗскерне, мӗнпе те пулин йӑпатса пусӑрӑнтармаллахчӗ. Вӑл юн анса тулнӑ куҫӗсемпе йӗри-тавралла пӑхкаларӗ те, сасартӑк хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларса, юман тӗмне урнӑ пекех килсе сӑптӑрчӗ. Туратсемпе ҫамрӑк ҫулҫӑсем сӗтел ҫитти ҫинелле сиррӗнчӗҫ, ларакансене, ҫумӑр евӗр, хупласа хучӗҫ.

— Бек! Ухмахланнӑскер! Кайӑкла этем! — кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ дамӑсем.

Бек-Агамалов, ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ тейӗн, лӑштӑр ларчӗ. Вӑл хӑй чарусӑрла хӑтланнӑшӑн аванмарланнӑ пек пулчӗ, анчах унӑн сывлӑша шавлӑн сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑларнӑ ҫӳхе сӑмса шӑтӑкӗсем ҫавах-ха сарӑла-сарӑла хӑпарчӗҫ те чӗтӗрерӗҫ, хура куҫӗсем, тарӑхупа илемсӗрленнӗскерсем, ҫакӑнти ҫынсем ҫине ҫамка айӗпе чӑрсӑррӑн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ.

Ромашов Осадчие итлерӗ те, итлемерӗ те. Темӗнле ӑнланса пӗтермелле мар ыйхӑпа ҫывӑрнӑн? ҫӗр ҫинче ҫук тӗлӗнмелле лайӑх шӗвек ӗҫсе пылаккӑн ӳсӗрӗлнӗн туйӑнса тӑчӗ ӑна. Ӑшӑ, ҫепӗҫ эрешмен карти ҫемҫен те ӳркевлӗн карса илнӗ пек пӗтӗм ӳт-пӗве, ачашшӑн кӑтӑклаттарнӑн та чуна шалти савнӑҫлӑ кулӑпа тултарса лартнӑ пек. Алли ун, хӑйне те сисӗнмесӗр пулнӑ евӗр, час та часах Шурочка аллине пыра-пыра сӗртӗнчӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те текех пӗр-пӗрин ҫине пӑхмарӗҫ. Ромашов тӗлӗретчӗ те пулмалла. Осадчипе Бек-Агамалов сассисем ӑна темле таҫти-аякри фантастикӑлла тӗтрелӗхрен илтӗнсе тӑчӗҫ, ӑнланмаллахчӗ-ха хӑйсем, анчах пушӑччӗ.

«Осадчий… Усал ҫын вӑл, мана юратмасть вӑл, — шухӑшларӗ Ромашов, шутланӑ ҫынни вара халь пач та ӗлӗкхи Осадчий мар, йӑлт урӑххи, ҫӗнни, хӑрушла инҫетри, чӑн-чӑнни те мар-ха, чӗрӗ фотографи экранӗ ҫинче куҫкалаканскерри пек. — Осадчин ӑрӑмӗ пӗчӗк, имшеркке, мӗскӗн, яланах йывӑрлӑ… Вӑл ӑна хӑйпе пӗрле ниҫта та илмест… Унӑн иртнӗ ҫулта ҫамрӑк салтак ҫакӑнса вилчӗ… Осадчий… Ҫапла… Мӗскер иккен Осадчий? Халӗ ак Бек кӑшкӑрать… Кам вӑл, ҫав ҫын? Эпӗ ӑна пӗлетӗп-им? Ҫапла, эпӗ ӑна пӗлетӗп, анчах вӑл мӗншӗн ҫак териех латсӑр, ют, ӑнланмалла марскер маншӑн? Акӑ камсӑр манпа юнашар ларать… Кам эсӗ? Санран савнӑҫ ҫапса тӑрать, эпӗ ҫав савнӑҫпа ӳсӗрӗлсе кайнӑ. Сенкер савнӑҫ!.. Ав, мана хирӗҫре Николаев ларать. Вӑл кӑмӑлсӑр. Вӑл нимӗскер калаҫмасть. Куҫӗсемпе шӑвать тейӗн, ҫула майлӑн кунталла пӑха-пӑха илет. Эккей, ҫиллентӗрех, ара, — пурӗпӗрех. О, сенкер савнӑҫ!»

Тӗттӗмленме пуҫларӗ. Йывӑҫсен хӑмӑр-кӑвак мӗлкисем лӑпкӑн тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ уҫланкӑна. Чи кӗҫӗн Михина хыпса ӳкрӗ сасартӑк:

— Господасем, ҫӗленкуҫ чечекӗсем мӗнле вара? Кунта ҫӗленкуҫ шутсӑр нумай, теҫҫӗ-ҫке. Атьӑр кайса пухатпӑр.

— Кая юлнӑ, — асӑрхаттарчӗ тахӑшӗ. — Халӗ курӑк хушшинче нимӗскер те кураймастӑн.

— Курӑк хушшинче халӗ тупассинчен ҫухатасси ҫӑмӑлтарах, — терӗ Диц, ирсӗррӗн кулса ярса.

— Ну, апла-тӑк, атьӑр кӑвайт чӗртсе яратпӑр, — сӗнчӗ Андрусевич.

Ҫӑтӑр-ҫатӑр ҫапӑпа иртнӗ ҫулхи ҫулҫӑсем пухса питӗ пысӑк купа турӗҫ те вут тивертсе ячӗҫ. Хаваслӑ ҫулӑмӑн сарлака юпи пӗлӗтелле ҫӗкленсе кайрӗ. Хӑратса янӑ евӗр, ҫийӗнчех таҫта кӗрсе ҫухалчӗҫ кунӑн юлашки вӗҫкӗнчӗкӗсем, вӗсем вырӑнне ращаран тухнӑ тӗттӗм пуссах-пуссах та кӑвайт ҫинелле тапӑннӑҫем-тапӑнсах пычӗ. Йӑм-хӗрлӗ пӑнчӑсем юмансен тӑррисенче хӑравҫӑллӑн сиккелерӗҫ, ҫавна пула йывӑҫсем, е ҫуттӑн хӗрлӗ талккӑшне вӗлтӗрт туха-туха пӑхса, е каллех тӗттӗмелле пытанса, йӑшӑлтатма, сулланма пуҫланӑнах туйӑна-туйӑна тӑчӗ.

Пурте сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗҫ. Тиншӗксем кӗленче калпаксенчи ҫуртасене ҫутса ячӗҫ. Ҫамрӑк офицерсем, шкул ачисем пек, иртӗхе-иртӗхе ашкӑнчӗҫ. Олизар Михинпа кӗрешме тапратрӗ, пӗчӗк те килпетсӗрле Михин вара, пурне те тӗлӗнтерсе, лешне, ҫӳллӗ те яштакскерне, икӗ хутчен умлӑн-хыҫлӑнах ҫӗр ҫине ҫавӑра-ҫавӑра ҫапрӗ. Унтан кӑвайт урлӑ сикме пуҫларӗҫ. Андрусевич шӑна чӳрече ҫумӗнче мӗнле ҫатӑлтатнине те ватӑ карчӑк чӑх-ха епле хӑваласа тытнине тӑва-тӑва кӑтартрӗ, тӗмсем хыҫне пытанса, пӑчкӑ нӑйӑлтаттарчӗ тата ҫӗҫӗ хӑйрарӗ, — ку тӗлӗшпелен вӑл питех те пысӑк ӑстаччӗ. Диц та пулин пуш кӗленчесемпе, жонглер пек, самаях меллӗн хӑтланкаласа илчӗ.

— Ирӗк парсамӑр, господасем, чаплӑ фокус кӑтартатӑп акӑ сире эпӗ! — кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Тальман. — Конта нимлэ асамлых та, ырымлых та ҫоккӑ, ко выл порӗ те алы вашаватлыхӗ ҫох. Хисеплӗ публикума асӑрхама ыйтатӑп, ман ҫанӑ ӑшӗнче нимэнлэ япала та ҫук. Пуҫлатӑп. Ейн, цвей, дрей… алле хоп!..

Вӑл, пурте ахӑрса ахӑлтатнӑ май, кӗсйинчен ик колода вӗр-ҫӗнӗ карт васкавлӑн туртса кӑларчӗ те, вӗсене пӗр-пӗринпе ҫатлаттарса ҫапса, чалтӑринех уҫса хучӗ. — Винт, господасем? — сӗнчӗ вӑл. — Уҫӑ сывлӑшра? Э?

Осадчий, Николаев тата Андрусевич картла выляма ларчӗҫ, Лещенко, ассӑн хашлатса, вӗсен хыҫне вырнаҫрӗ. Николаев, кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртата-мӑкӑртата, вӑрахченех килӗшмерӗ-ха, анчах ӑна пурӗпӗр ҫавӑрчӗҫ-ҫавӑрчӗҫех. Ларнӑ май, куҫӗсемпе Шурочкӑна шыраса, хыҫалалла нумай хутчен канӑҫсӑррӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна тинкерчӗ вӑл, анчах, вут ҫутине пула, лайӑххӑн тӗмсӗлсе пӑхма йывӑрччӗ, ҫавӑнпа пичӗ ун кашни хутӗнчех тармаклӑн пӗркелене-пӗркелене илчӗ, мӗскӗн, асаплӑ та илемсӗр сӑнлӑ пула-пула кайрӗ.

Ыттисем майӗпен-майӗпенех, кӑвайтран инҫех мар пӑрӑнса, уҫланкӑ тӑрӑх сапаланчӗҫ. Ҫункӑҫ вӑййа пуҫарнӑччӗ, анчах ку йӑпану кӗҫех, Диц Михинсен аслӑ хӗрне пырса тытнӑ хыҫҫӑн, пӗтсе ларчӗ: вӑл сасартӑк куҫҫуль тухмаллах хӗрелсе кайрӗ те пӑнчах выляма пӑрахрӗ. Калаҫнӑ чух, тарӑхнипе те кӳреннипе, сасси ун чӗтӗрерӗ, анчах сӑлтавне хӑй ҫапах та ӑнлантарса памарӗ.

Ромашов раща ӑшнелле тӑвӑр сукмакпа утрӗ. Мӗн кӗтнине вӑл хӑй те пӗлмерӗ, анчах чӗри ун, паллӑ мар киленӗҫе сиссе, пылаккӑн-пылаккӑн, ачашшӑн-ачашшӑн нӑйкӑша-нӑйкӑша илчӗ. Вӑл чарӑнса тӑчӗ. Ун хыҫӗнче туратсем ҫӑмӑллӑн чӑлтлатса хуҫӑлни, унтан хӑвӑрттӑн тӑплатакан ура сассипе аялти пурҫӑн юбка чӑштӑртатни илтӗнчӗ. Ун патнелле Шурочка, ҫӑмӑлскер те каҫӑрскер, хӑйӗн шурӑ платйипе тем пысӑкӑш йывӑҫран хура вуллисем хушшинче, вӑрманти ҫут сывлӑш евӗр, йӑлт та йӑлт мӗлтлетсе, васкавлӑн ыткӑнса килетчӗ. Ромашов ӑна хирӗҫ кайрӗ те пӗр сӑмах каламасӑрах ыталарӗ. Хыпаланса утнипе Шурочка йывӑррӑн сывлать. Ун сывлӑшӗ Ромашов пичӗпе тутисене ӑшшӑн та час-чассӑн пыра-пыра сӗртӗнчӗ, хӑй алли айӗнче вӑл унӑн чӗри мӗнлерех хыттӑн тапӑртатса тапнине туйса тӑчӗ.

— Ларӑпӑр, — терӗ Шурочка.

Вӑл курӑк ҫине лӑштӑртатрӗ те аллисемпе ӗнси хыҫӗнчи ҫӳҫне майлама пикенчӗ. Ромашов ун ури ҫумне выртрӗ, ҫӗрӗ кунта самаях тайлӑмччӗ те, ҫавӑнпа вӑл, Шурочка ҫине пӑхнӑ май, унӑн мӑйӗпе янахӗн ачаш та паллах мар ӗлкине ҫех курма пултарайрӗ.

— Ромочка, аван-и сире? — хускалнӑ, чӗтӗрекен сасӑпа шӑппӑн ыйтрӗ сасартӑк Шурочка.

— Лайӑх, — тавӑрчӗ Ромашов. Унтан пӗр ҫеккунт пек шутларӗ, паянхи куна пӗтӗмпех аса илчӗ те: — О, ҫапла, паян мана ҫав тери лайӑх, ҫав тери лайӑх! — терӗ тепӗр хут хӗрӳллӗн. — Калӑр-ха, мӗне пула ҫакнашкал паян эсир?

— Мӗнле?

Вал, Ромашов куҫӗнченех тинкерсе пӑхса, ун патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ, пӗтӗм пичӗпе вара унӑн ҫавӑнтах лайӑххӑн курӑнма пуҫларӗ.

— Тӗлӗнсе каймалла хӳхӗм эсир, пачах, пачах урӑхла. Кунашкал хитре, кунашкал капӑр эсир халиччен нихӑҫан та пулманччӗ-ха. Мӗн-тӗр юрлать те ҫиҫет сирте. Мӗскер-тӗр вӗр-ҫӗнни, темле шухӑша яракан ытарлӑх пур сирте, вӑл мӗнне эпӗ ӑнланмастӑп… Анчах… эсир ан ҫилленӗр мана, Александра Петровна… хӑвӑра ҫухатма пултарассинчен хӑрамастӑр-и эсир?

Шурочка шӑппӑн кулса илчӗ, ҫак ачашласа лӑпкакан хулӑнтарах кулӑ вара Ромашов кӑкринче ирӗксӗрех савӑнӑҫлӑ чӗтӗрев хускатрӗ.

— Савнӑ Ромочка! Савнӑ, ырӑ, хӑравҫӑ Ромочка. Каланӑ-ҫке-ха эпӗ сире, ку кун пирӗн, тенӗ. Ним ҫинчен те ан шухӑшлӑр, Ромочка. Пӗлетӗр-и, мӗншӗн ҫакнашкал хӑюллӑ эпӗ паян? Ҫук? Пӗлместӗр? Паян эпӗ сире юратса пӑрахрӑм. Ҫук, ҫук, тем шутласа ан кайӑр эсир, ыранах иртет ку…

Ромашов, Шурочка ӳт-пӗвне шыраса, аллине ун еннелле тӑсрӗ.

— Александра Петровна… Шурочка… Саша! — терӗ вӑл йӑлӑнса-тархасласа.

— Шурочка тесе ан чӗнӗр мана, юратмастӑп эпӗ куна. Ытти кирек мӗнле те, анчах ку мар… Сӑмах май, — аса илнӗ пек пулчӗ сасартӑк Шурочка, — мӗнле лайӑх, илемлӗ ят сирӗн — Георгий. Юрий тенинчен чылай авантарах… Гео-р-гий! — ҫак сӑмахри сасӑсене тӑнласа итленӗн, васкамасӑр тӑстарчӗ вӑл, — Питӗ те мӑнаҫлӑ.

— О чунӑм! — терӗ Ромашов хӗрӳн.

— Тӑхтӑр… Ну, итлесемӗр ӗнтӗ. Ку вӑл чи-чи хакли. Паян эпӗ сире тӗлӗкре курнӑ. Тӗлӗнсе хытса каймалла хитреччӗ ҫакӑ. Акӑ мӗн курнӑ эпӗ тӗлӗкре: эпир сирӗнпе темле тӗнчере халиччен пулман пӳлӗмре вальс ташлатпӑр пек. О, ҫав пӳлӗме эпӗ ҫакӑнтах, чи-чи пӗчӗк япали таранчченех, палласа илнӗ пулӑттӑм. Темӗн чухлӗ кавирччӗ, анчах пӗр хӗрлӗ хунар ҫеҫ ҫунатчӗ, ҫӗнӗ пианино ҫуталса ларать, хӗрлӗ каркӑҫсемлӗ икӗ чӳрече, — пӗтӗмпех-пӗтӗмпех хӗрлӗччӗ. Ӑҫта-тӑр музыка вылять, хӑй вӑл курӑнмасть, эпир вара сирӗнпе ташлатпӑр… Ҫук, ҫук, ҫакнашкал пылак, ҫакнашкал туйӑмлӑ ҫывӑхлӑх пурӗ те тӗлӗкре ҫеҫ пулма пултарать. Эпир хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн ҫаврӑнатпӑр, анчах урасемпе ҫӗре перӗнместпӗр, сывлӑшра ишетпӗр тейӗн, ҫаврӑнатпӑр, ҫаврӑнатпӑр, ҫаврӑнатпӑр. Ах, питӗ-питӗ вӑраха пычӗ ҫакӑ тата каласа пама ҫукла хӳхӗм, илемлӗччӗ… Итлӗр-ха, Ромочка, тӗлӗкре вӗҫетӗр-и эсир?

Ромашов ҫийӗнчех тавӑрса каламарӗ. Ӑнланмалла мар илӗртӳпе астаракан, ҫав вӑхӑтрах тата чӗп-чӗрӗ те асамлӑ юмах ӑшне кӗрсе ӳкнӗ пекехчӗ вӑл. Ҫапла, пӗтӗмпех юмахчӗ ӗнтӗ: ҫав ҫурхи каҫӑн ӑшшипе тӗттӗмӗ те, йӗри-таврашри тимлӗн шӑпланса тӑракан йывӑҫсем те, хӑйпе юнашар, питӗ-питӗ ҫывӑхра ларакан шурӑ платьелле, аптӑрашкилле хӳхӗм хӗрарӑм та. Ҫак киленӗҫлӗ капӑрчӑклӑхран вӑранса тухас тесен, ун чӑннипех те хӑйне хай вӑй хурсах хистеме тиврӗ.

— Паллах, вӗҫетӗп, — тавӑрчӗ вӑл. — Анчах ҫултан-ҫул аяларах та аяларах. Ӗлӗк, ача чухне, эпӗ мачча айӗнчех вӗҫеттӗмччӗ. Ҫав тери кулӑшлаччӗ ҫынсене ҫӳлтен пӑхмашкӑн: вӗсем темле пуҫхӗрлӗ ҫӳренӗн туйӑнатчӗҫ. Вӗсем мана урай шӑлкӑччипе лектересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, анчах пултараймаҫҫӗ. Эпӗ ҫаплах вӗҫетӗп, сав-ҫавах кулатӑп. Халӗ ӗнтӗ ун пекки ҫук, халӗ эпӗ пурӗ те сикетӗп ҫеҫ, — терӗ Ромашов, ассӑн сывласа. — Урасемпе таптарса яратӑп та ҫӗр ҫийӗпе вӗҫетӗп. Пӗр ҫирӗм утӑмсене майлӑ, аялтан тата, ҫӳллӗш те аршӑнран ытла мар.

Шурочка пачах ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртрӗ, чавсипе тӑранчӗ те пуҫне ывӑҫи ҫине хучӗ. Кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ вӑл, унтан, шухӑша путса, ҫӗнӗрен калаҫма пуҫларӗ:

— Акӑ вара, ҫав тӗлӗк хыҫҫӑн, ирхине, манӑн сире курас килсе кайрӗ. Питӗ, питӗ, ниҫтан чӑтса тӑрас ҫукла. Эсир килмен пулсан, пӗлместӗп, мӗн тӑваттӑмччӗ-ши эпӗ. Сирӗн пата эпӗ хамах чупса пыраттӑмччӗ те пулас. Ҫавӑнпа-ҫке ӗнтӗ эпӗ сиртен тӑваттӑран маларах килмелле мар тесе ыйтрӑм. Хамран хам хӑрарӑм эпӗ. Хаклӑскерӗм, ӑнланатӑр-ши эсир мана?

Пӗр-пӗринпе хӗреслентерсе хуҫлатнӑ ун урисем Ромашов питӗнчен ҫур аршӑнраччӗ, лутра туфлиллӗ те темле, сӑнӑсем евӗртерех шурӑ тӗрӗсемпе хура чӑлха тӑхӑннӑ икӗ пӗчӗк ура. Тӗтреленнӗ пуҫпа, шавласа янлакан хӑлхапалан, хыттӑн ҫыпӑҫса ларчӗ сасартӑк Ромашов шӑлӗсемпе ҫак чӗрӗ, пиҫӗ, чӑлха витӗр пулнӑран, сиввӗн туйӑнакан ӳт ҫумне.

— Ромочка… Кирлӗ мар, — хӑй ҫинче илтрӗ йӗкӗт унӑн тӑстарса каланӑ ӳркевлӗрех пеклӗ йӑваш сассине.

Ромашов пуҫне ҫӗклерӗ. Ӑна ҫав самантра каллех мӗн-пурӗ пӗтӗмпех тӗлӗнтерсе яракан вӑрттӑнлӑхлӑ вӑрман юмахӗ евӗррӗн курӑнса кайрӗ. Тайлӑм тӑрӑх пӗр тикӗссӗн тӑсӑлса хӑпарать ҫӳлелле раща, курӑкӗ тӗттӗм, йывӑҫӗсем хура, сайра, чӗмсӗр, вӗсем тӗлӗрӳ витӗр темӗскере ним хускалми те тимлӗн итлеҫҫӗ. Чи-чи ҫӳлте, тӑрӑсен ҫӑп-ҫӑра чӑтлӑхӗпе аякри-аякри вулӑсем витӗр, горизонтӑн тип-тикӗс, ҫӳллӗ йӗрӗ ҫийӗпе, каҫхи шуҫӑмӑн ансӑр ярӑмӗ ҫиҫсе хӗмленет — хӗрлӗ те мар, йӑм-хӗрлӗ те мар, тӗттӗмтерех йӗпкӗн хӗрлӗ, халиччен пулманскер, шӑранса пыракан кӑмрӑк е ҫӑп-ҫӑра хӗрлӗ эрех витӗр курӑнакан ҫулӑм тӗслӗрех. Ҫак ту тӑрринче вара, хуп-хура йывӑҫсем хушшинче, ырӑ шӑршӑллӑ тӗттӗм курӑк ҫинче, вӑрманӑн канакан ама-турри евӗр, ӑнланма ҫукла, питӗ-питӗ илемлӗ шур хӗрарӑм выртать.

Ромашов ун патне ҫывӑхалла куҫрӗ. Шупка ялтӑру сапаланӑн туйӑнчӗ ӑна ҫав хӗрарӑм пичӗ. Куҫӗсем унӑн курӑнмаҫҫӗ — вӗсем вырӑнне икӗ пысӑк тӗттӗм пӑнчӑччӗ, анчах Ромашов вӑл хӑй ҫине пӑхнине туйсах тӑчӗ.

— Юмах ку! — ҫӑварне ҫеҫ хускатса, шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Ромашов.

— Ҫапла, чунӑмҫӑм, юмах…

Йӗкӗт унӑн платйине чуптума тапратрӗ, аллине шыраса тупрӗ те пичӗпелен ансӑртарах, ашӑ, ыр шӑршӑллӑ ывӑҫ тупанӗ ҫумне ҫыпӑҫрӗ, ҫав вӑхӑтрах тата, пӳлӗне-пӳлӗне, тытӑнчӑклӑ сасӑпа калаҫрӗ:

— Саша… Эпӗ юрататӑп сире… Эпӗ юрататӑп… Халӗ, ҫӳлерех ҫӗкленсен, вӑл унӑн питӗ пысӑкланса та хуралса кайнӑ куҫӗсене яр-уҫҫӑн курчӗ, е хӗсӗне-хӗсӗне ларчӗҫ вӗсем, е чарӑла-чарӑла сарӑлчӗҫ, ҫавна пула палланӑ-палламан пӗтӗм пичӗ унӑн тӗттӗмре тӗлӗнмелле илемлӗн улӑшӑнса тӑчӗ. Типсе кушӑрканӑ ҫӑткӑн тутисемпе каччӑ ун тутине шырарӗ, анчах лешӗ унран пӑркаланчӗ, пуҫне шӑппӑн сулкала-сулкала, васкамасӑр, хуллен пӑшӑлтатрӗ:

— Ҫук, ҫук, ҫук… Чунӑмҫӑм, ҫук…

— Савнӑскерӗм манӑн… Мӗнешкел телей. Эпӗ юрататӑп сана… — хӑйӗннех печӗ Ромашов темле киленӗҫлӗ аташупа. — Эпӗ сана юрататӑп. Пӑхсам: каҫ, шӑплӑх, тата, иксӗмӗрсӗр пуҫне, урӑх никам та. О телейӗм манӑн, мӗнлерех юрататӑп эпӗ сана!

Анчах Шурочка шӑппӑн ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ: «Ҫук, ҫук», — йывӑррӑн сывласа, пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫинче тӑсӑлса выртса. Юлашкинчен вӑл, халтан кайнӑ тейӗн, аран илтӗнекен сасӑпа пуҫларӗ:

— Ромочка, мӗншӗн эсир ҫакнашкал… халсӑр! Пач та пытарса тӑрас теместӗп, мана сирӗн пата туртать, эсир маншӑн пур енӗпе те савӑк: хӑвӑр килпетсӗрлӗхӗрпе, хӑвӑрӑн тасалӑхӑрпа, хӑвӑр ачашлӑхӑрпа. Каламастӑп, эпӗ хире юрататӑп, тесе, анчах эпӗ яланах сирӗн ҫинчен шухӑшлатӑп, эпӗ сире тӗлӗкре куратӑп, эпӗ… сире туятӑп… Мана сирӗн ҫывӑхлӑхӑрпа сирӗн сӗртӗнӗвӗрсем пӑлхантараҫҫӗ. Анчах мӗншӗн эсир ҫак териех мӗскӗн! Хӗрхенӳ — йӗрӗнӳпе пӗр тӑванах-ҫке-ха. Шутласамӑр, эпӗ сире хисеплеме пултараймастӑп. О, енчен те эсир вӑйлӑ пулнӑ пулсассӑнччӗ! — Вӑл Ромашов пуҫӗнчен карттусне хыврӗ те унӑн ҫемҫе ҫӳҫне майӗпен-майӗпен сӑтӑрма, пӗрчӗн-пӗрчӗн суйлама тапратрӗ, — Енчен те эсир хӑвӑршӑн пысӑк ят, пысӑк вырӑн ҫӗнсе илме пултарайсанччӗ!..

— Ку япалана тӑватӑп эпӗ, тӑватӑп эпӗ! — шӑппӑн кӑшкӑрса ячӗ Ромашов. — Манӑн ҫех пулсамӑр. Килӗр ман пата. Пӗтӗм пурнӑҫа эпӗ…

Шурочка ӑна евӗклӗн те салхун кулса пӳлчӗ, ҫав кулла Ромашов ун сассинченех уйӑрса илчӗ:

— Ӗмӗтӗрте пуррине ӗненетӗп, кӑвакарчӑнӑм, ӗненетӗп, анчах эсир нимӗнех те тӑваймастӑр. Пӗлсех тӑратӑп, — ҫук. О, эпӗ хуть кӑшт кӑна та пулин сирӗн ҫине шанайсассӑнччӗ, эпӗ мӗнпурне пӑрахӑттӑм та сирӗн хыҫҫӑн кайӑттӑм. Ах, Ромочка, ырӑскерӗм манӑн. Таҫта темле легендӑра илтсеттӗм эпӗ, турӑ ҫынсене малтан мӗнпурне пӗр-пӗтӗмшер тунӑ, унтан теме пула кашнинех икшер пая уйӑрнӑ та тӗнче тӑрӑх сапаласа янӑ. Акӑ ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрсем хушши пӗр ҫурри теприне шырать — ҫаплах шыраса тупаймасть. Манӑн савнӑскерӗм, эпир вӗт сирӗнпелен — шӑпах ҫав икӗ пай; пирӗн мӗнпурӗ пӗр: юратни те, юратманни те, шухӑшсем те, тӗлӗксем те, кӑмӑл-туртӑм та. Эпир пӗр-пӗрне ҫурма систерӳренех, ҫур сӑмахранах ӑнланатпӑр, ним сӑмахсӑрах та-ха, пӗр чун-чӗрепеленех. Акӑ вара манӑн сана тиркеме, пӑрахӑҫлама тивет. Ах, иккӗмӗш хут ӗнтӗ ҫакӑ ман пурӑнӑҫӑмра.

— Ҫапла, эпӗ пӗлетӗп.

— Вӑл каланӑ-им сана? — хӑвӑрттӑн ыйтрӗ Шурочка.

— Ҫук, ку ӑнсӑртран тухрӗ. Эпӗ пӗлетӗп.

Вӗсем шӑпланса ларчӗҫ. Тӳпере малтанхи ҫӑлтӑрсем чӗтӗрекен симӗс пӑнчӑсем пула-пула ҫунса ҫуталчӗҫ. Сылтӑмран инҫетре калаҫнӑ сасӑсем, кулни те такам юрлани аран-аран илтӗнчӗ. Ращан ытти пайӗ, ҫемҫе тӗттӗмлӗхе путнӑскер, пӗтӗмпех шухӑшлӑ, тап-таса та пархатарлӑ хӑюлӑхпа тулнӑччӗ. Кӑвайт кунтан курӑнмастчӗ, анчах та вӗлтӗрти хӗрлӗ ҫутӑ, инҫетри шуҫӑм шевли евӗр, вӑхӑтран вӑхӑта ҫывӑхри юмансен ҫийӗпе хӑвӑрттӑн йӑкӑр та йӑкӑр чупа-чупа иртрӗ. Шӑппӑн-шӑппӑн сӑтӑркаларӗ Шурочка Ромашов пуҫӗпе питне; лешӗ тутисемпе ун аллине шыраса тупсан вара, вӑл хӑйех ывҫине йӗкӗт ҫӑварӗ ҫумне хӗстере-хӗстере тытрӗ.

— Эпӗ хам упӑшкана юратмастӑп, — шухӑша кайнӑ евӗр, васкамасӑр калаҫрӗ Шурочка. — Вӑл тӳрккес, вӑл тимсӗр, нӗрсӗрле. Ах, — кун ҫинчен калама та намӑс, — анчах эпир, хӗрарӑмсем, хамӑр тӗлӗшпе тунӑ пӗрремӗш пусахлӑва нихӑҫан та манмастпӑр. Унтан вӑл ҫав тери тискерле кӗвӗҫ. Паян кунчченех тертлентерет вӑл мана ҫав мӗскӗн Назанскипе. Кашни вак-тӗвекех тӗпчет, ниҫта шӑнӑҫман хӑрушла шухӑшсем турта-турта кӑларать, фу… Чи ирсӗр ыйтусем парать. Турӑҫӑм! Ҫурма ачалла ним айӑпсӑр роман ҫех пулнӑ-ҫке ҫавӑ! Анчах вӑл пӗр ун ячӗпеленех те ухмахла урса каять.

Калаҫнӑ чух Шурочка сасси минутсеренех чӗтрене-чӗтрене илчӗ, йӑлтлата-йӑлтлата сикрӗ йӗкӗт пуҫне сӑтӑркалакан унӑн алли те.

— Сана сивӗ-и? — ыйтрӗ Ромашов.

— Ҫук, чунӑмҫӑм, мана лайӑх, — тавӑрчӗ Шурочка йӑваш сапӑрлӑхпа.

Унтан, пач кӗтмен ҫӗртенех, тытса чармалла мар хӗрӳлӗхпе кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк:

— Ах, мӗнле ырӑ мана санпала, юратӑвӑм манӑн!

Кун хыҫҫӑн Ромашов, ун аллине хӑйӗнни ҫине илсе, ҫинҫе пӳрнисем ҫумне хуллен-хуллен сӗртӗнсе, хӑюсӑртарах сасӑпа йӑвашшӑн пуҫларӗ:

— Каласам мана… Ыйтатӑп санран. Эсӗ хӑвах калатӑн вӗт, ӑна юратмастӑп, тетӗн… Мӗншӗн-ха эсир пӗрле?..

Анчах Шурочка ҫӗр ҫинчен карттӑн туртӑнса йӑтӑнчӗ те тӑрса ларчӗ, ыйхӑран вӑраннӑ чухнехи евӗр, аллисемпе ҫамкине, питҫӑмартийӗсене нервӑллӑн сӑтӑрса илчӗ.

— Ҫапах та вӑхӑт нумая кайрӗ. Таврӑнӑпӑр. Тен, шырама та пуҫлӗҫ тата, — терӗ вӑл пач урӑх, йӑлт лӑпланса ҫитнӗ сасӑпа.

Вӗсем курӑк ҫинчен ҫӗкленчӗҫ те хире-хирӗҫ тӑчӗҫ, ним шарлами, пӗр-пӗрин сывлӑшне илтсе те куҫсенченех пӑхса, анчах вӗсене курмасӑр.

— Сыв пул! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Шурочка янӑравлӑ сасӑпа. — Сыв пул, ман телейӗм, манӑн кӗске-кӗске телейӗм!

Вӑл каччӑ майне аллисемпе ҫатӑр яваласа тытрӗ те нӳрлӗрех вӗри ҫӑварӗпе ун тути ҫумне ҫыпӑҫрӗ, вара, шӑлӗсене ҫыртнӑскер, хӗрӳллӗх хастарлӑхӗпе нӑйкӑшса, пӗтӗм кӗлеткипе, ураран пуҫласа кӑкӑр таранах, ун ҫумне хыттӑн-хыттӑн пӑчӑртанса ларчӗ. Юмансен хура вуллисем пӗр еннелле тайӑлнӑн, ҫӗр тепӗр еннелле шума пуҫланӑн та вӑхӑт пачах чарӑнса тӑнӑн туйӑнса кайрӗ Ромашова.

Унтан Шурочка ун аллисенчен вӑйпаланах вӗҫерӗнчӗ те:
— Ҫыв пул, — терӗ ҫирӗппӗн.
— Ҫитет. Халӗ каятпӑр. Ромашов ун умне курӑк ҫине ӳкрӗ, выртрех те темелле, лешӗн урисене ыталаса илчӗ те чӗркуҫҫийӗсене вӑрахченех хыттӑн-хыттӑн чуптурӗ.

— Саша, Сашенька! — мӑкӑртатрӗ вӑл ӑссӑрла. — Мӗншӗн парӑнасшӑн мар эсӗ мана? Мӗншӗн? Парӑнсам мана!..

— Кайрӑмӑр, кайрӑмӑр, — васкатрӗ ӑна Шурочка. — Тӑрсамӑрсам-иҫ, Георгий Алексеевич. Эпир ҫухалнине асӑрхама пултараҫҫӗ. Кайрӑмӑр!

Вӗсем сасӑсем илтӗннӗ еннелле хускалчӗҫ. Ромашовӑн урисем хуҫлана-хуҫлана илеҫҫӗ, чӗтӗреҫҫӗ, тӑнлавӗсенче хыттӑн-хыттӑн тапать. Вӑл утнӑ ҫӗртех сулкалана-сулкалана пычӗ.

— Ултав кирлӗ мар мана, — ҫаплах хашкама чарӑнаймасӑр, васкаса калаҫрӗ Шурочка, — тепӗр тесен, ҫук, эпӗ ултавран ҫӳллӗрех, анчах хӑравҫӑлӑх та кирлӗ мар мана. Ултавра вара — яланах хӑравҫӑлӑх. Эпӗ сана чӑнне калатӑп: упӑшкана эпӗ нихӑҫан сутман, сутасса та ӑна хам мӗншӗн те пулин парахичченех сутмӑп. Анчах та ун ачашлӑвӗсемпе чуптӑвӗсем маншӑн чӑтмалла мар ирсӗр, вӗсем манра йӗрӗнӗҫ ҫеҫ хускатаҫҫӗ. Итле, хӑвна ху юратнӑ ҫынна парасси мӗнешкел виҫесӗр хӑватлӑ киленӗҫ, мӗнлерех пысӑк ырлӑх иккенне эпӗ халь ҫех, — ҫук, тепӗр тесен, кӑшт маларах, шӑп сан ҫинчен, сан тутусем ҫинчен шутланӑ чухне, — ӑнланса илтӗм эпӗ. Анчах хӑравҫӑлӑх та, вӑрттӑн вӑрласлӑх та кирлӗ мар мана. Унтан вара… тӑхта, пӗшкӗн ман пата, чунӑм, хӑлхунтан калатӑп эпӗ сана, ку вӑл намӑсла… унтан — ачапа аппаланасшӑн мар эпӗ. Фу, мӗнешкел ирсӗрлӗх! Обер-офицер арӑмӗ, хӗрӗх сакӑр тенкӗлӗх шалу, ултӑ ача, кипкесем, юрлӑх… О, мӗнлерех хӑрушӑ!

Ӑнланмасӑр пӑхрӗ ун ҫине Ромашов.

— Анчах сирӗн упӑшка вӗт-ха… Унсӑр ниепле иртме ҫук-ҫке, — терӗ вӑл хӑюсӑртараххӑн.

Шурочка хыттӑн кулса ячӗ. Мӗскерле-тӗр инстинктла ырӑмарлӑх пурччӗ ҫак кулӑра, унран Ромашов чунне сивӗ хум килсе ҫапрӗ.

— Ромочка… ой-ой-ой, мӗнешкел ай-йва-ан ҫак эсир! — тӑстарчӗ вӑл Ромашов пӗлекен ҫинҫешке, ачанни пекле сассипе. — Нивушлӗ эсир ҫав япаласене ӑнланмастӑр? Ҫук, чӑнне каласамӑр — ӑнланмастӑр-и?

Ромашов хулпуҫҫийӗсене аптӑранчӑклӑн хӗскелесе илчӗ. Меллех мар пекле пулчӗ ӑна хӑй айванлӑхӗшӗн.

— Каҫарӑр… анчах ман тӗрӗсне каламалла… эпӗ чӑннипех те…

— Ну, ҫӑва тӗпне ӑна, кирлех те мар. Мӗнле таса эсир, чунӑмҫӑм, Ромочка! Ну-так вӑт, ҫитӗнсе ҫитсессӗн, ман сӑмахсене, ахӑртнех, аса илӗр акӑ эсир: упӑшкапа юранине юратнӑ ҫынпа юрамасть-ҫке-ха. Ах, пуҫ ан ҫӗмӗрсемӗрсем кун пирки, тархасшӑн. Йӗрӗнчӗклӗ ҫак — анчах ним тума та ҫук.

Вӗсем пикник вырӑнӗ патнелле ҫывӑхарса пычӗҫ ӗнтӗ. Йывӑҫсем хыҫӗнче кӑвайт ҫулӑмӗ курӑнчӗ. Вутӑ пӳлсе хунӑ кукӑралчӑк вулӑсем хура металран шӑратса хывнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ, вӗсен аякӗсем ҫинче улӑшӑнчӑк хӗрлӗ ҫутӑ мӗлтлете-мӗлтлете тӑчӗ.

— Ну, эпӗ хама алла илетӗп пулсан? — ыйтрӗ Ромашов. — Эхер те эпӗ сан упӑшку тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑватӑп е унран та иртсе каятӑп пулсассӑн? Ун чухне мӗнле?

Шурочка ун хулпуҫҫийӗ ҫумне пичӗпе хыттӑн-хыттӑн ҫыпӑҫса ларчӗ те хӗрӳллӗн хыпкаланса тавӑрчӗ:

— Ун чухне — паллах. Ҫапла, ҫапла, ҫапла…

Вӗсем уҫланках килсе тухрӗҫ. Кӑвайт та, ун таврашӗнчи ҫынсен хура пӗчӗк кӗлеткисем те пӗтӗмпех-пӗтӗмпех курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.

— Ромочка, халӗ юлашки самах, — васкавлӑн, анчах салхуллӑ та пӑшӑрхануллӑ сасӑпа каларӗ Александра Петровна. — Эпӗ сирӗн паянхи савӑнӑҫӑра пӑсас темерӗм, ҫавӑнпа шарламарӑм та. Итлӗр, эсир текех пирӗн патӑмӑрта пулмалла мар.

Шалт тӗлӗнсе, чарӑнса тӑчӗ ҫӗтсе-ҫухалса кайнӑ Ромашов.

— Мӗншӗн-ха вара? О, Саша!..

— Кайрӑмӑр, кайрӑмӑр… Ҫакна кам хӑтланнине эпӗ пӗлместӗп, анчах упӑшкана анонимлӑ ҫырусемпе тӑкӑлтарса хӑшкӑлтараҫҫӗ. Вӑл мана кӑтартман, кун пирки сӑмах майӑн ҫеҫ кӑшт-кашт калакаланӑ. Манпалан сирӗн ҫинчен темӗнле питех те лапӑркка йӗрӗнчӗклӗхсем ҫыраҫҫӗ. Кӗскен каласан, ыйтатӑп сиртен, пирӗн пата ан ҫӳрӗр.

— Саша! — аллисене ун патнелле тӑсса, йӑлӑнчӑклӑн йынӑшса ячӗ Ромашов.

— Ах, маншӑн хамшӑн та асаплӑ-ҫке ҫакӑ, чунӑмҫӑм, хаклӑскерӗм, ман ҫепӗҫӗм! Анчах ку кирлӗ. Эппин, итлӗр: хӑратӑп эпӗ, кун пирки вӑл хӑй сирӗнпелен калаҫма пултарать… Тархаслатӑп сире, туршӑн та, тӳсӗмлӗ пулсамӑрччӗ. Ҫапла тума сӑмах парсамӑр мана.

— Юрать, — салхун тавӑрчӗ Ромашов.

— Ну, акӑ, пурӗ те ҫакӑ ҫеҫ. Сыв пулсамӑр, ман телейсӗрскерӗм. Мӗскӗнӗмҫӗм! Парӑр хӑвӑр аллӑра. Хыттӑн-хыттӑн, мана мӗн ыратакан пуличченех хӗссе пӑчӑртӑр. Ак ҫапла… Ой!.. Халӗ сыв пулӑр. Сывӑ пул, савӑнӑҫӑм ман!

Кӑвайт патне ҫитерехпе вӗсем уйрӑлчӗҫ. Шурочка тӳп-тӳррӗн ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ, Ромашов — аял енӗпе, ҫаврӑнӑҫлӑн, ҫырма хӗррипелен. Винт выляса пӗтменччӗ-ха, анчах вӗсем ҫуккине сиснӗччӗ, асӑрханӑччӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Диц кӑвайт патнелле ҫывхарса пыракан Ромашов ҫине калама ҫук сӗмсӗррӗн тинкерчӗ те никам нихӑҫан туман ирсӗрлӗхпе ӳсӗрсе илчӗ, ҫакӑншӑн Ромашов ӑна ҫунакан вут сыппи тытса вирлӗн кӑна янклаттарма та хатӗрччӗ.

Унтан вӑл карчӗсене пӑрахнӑ Николаев ура ҫине тӑнине, Шурочкӑна айккинелле илсе кайса, тарӑхуллӑн сулкалашса, ҫиллес сӑнпала вӑрах хушӑ темӗскер каланине курчӗ. Шурочка сасартӑк тӳрӗленсе тӑчӗ те ӑна сӑнласа пама ҫук тӑвӑллӑ та йӗрӗнчӗклӗ пит-куҫпа питӗ хиврен темиҫе сӑмах каларӗ. Ҫав пысӑк, вайлӑ ҫын вара сасартӑк пӑхӑнуллӑн тӗршӗнчӗ, ун патӗнчен вӑл парӑннӑ, анчах ҫиллине пытарнӑ тискер кайӑк евӗр пӑрӑнса утрӗ.

Кӗҫех пикник вӗҫленчӗ. Каҫ сулхӑнланчӗ, ҫырмаран нӳрӗ сывлӑш вӗрсе ячӗ. Хаваслӑх миххи тахҫанах пушаннӑччӗ ӗнтӗ, килсене пурте ывӑнса, кӑмӑлсӑррӑн, анасланисене те пытармасӑрах кайма тухрӗҫ. Ромашов экипажра каллех Михинсен барышнисене хирӗҫ ларса пычӗ, ҫул тӑршшӗпе те пӗр сӑмах чӗнмерӗ. Асӗнче унӑн вӗҫӗмсӗрех лӑпкӑ хура йывӑҫсем, тӗттӗм ту, ҫав ту ҫийӗпе йӑрӑмланса тӑсӑлнӑ шуҫӑмӑн юнлӑ йӗрӗ те ырӑ шӑршӑллӑ теттӗм курӑк хушшинче выртакан хӗрарӑмӑн шурӑ кӗлетки тӑчӗҫ. Анчах вӑл, темле пулсассӑн та, чӗререн тухакан тарӑн-тарӑн, питӗ ҫивӗч тунсӑх витӗр, хӑй пирки пурпӗрех вӑхӑтран-вӑхӑта:
«Унӑн илемлӗ пичӗ хурлӑх пӗлӗчӗпе туртӑнса каркаланнӑччӗ», — шухӑшла-шухӑшла илчӗ ҫӗкленӳллӗн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех