Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнать (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
анчах ҫӳлерех пӑхаймастӑп, манӑн пуҫ ҫаврӑнать, апла пулсан та ку нимӗн те мар, эсир мана ҫывӑрма парӑр…

но взглянуть выше мне не удается, голова кружится, эх, все это неважно, дайте мне спать.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Паллах, самолёт таҫта ҫывӑхрах ҫаврӑнать — е мӗн те пулин сӑнать вӑл, е анса ларма тӳрем вырӑн шырать.

Было ясно, что самолет где-то поблизости, что он кружит над лесом, то ли что-то высматривая, то ли ища место для посадки.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пуҫра халӗ те кӑтрашкаллӑ арман чулӗ вӑраххӑн ҫаврӑнать, урасем малтанхинчен те ытларах ҫунса тухас пек ыратаҫҫӗ.

В голове еще медленно кружились щербатые жернова, ноги горели и ныли пуще прежнего.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

(Ҫурт тавра ҫаврӑнать, каялла ҫаврӑнса пӑхать).

(Проходит вокруг дома, повернувшись, смотрит на свои следы).

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе ҫаврӑнать.

Он поворачивался всем телом.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Вӑл пӗр-пӗр чӗрчуна ҫаврӑнать теҫҫӗ, анне акӑ кӑсӑя пулса таврӑнчӗ…

Говорят, что она превращается в какое-нибудь животное, птицу, а мама ко мне вернулась, превратившись в синичку…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫавӑнтан ҫӳлелле те, аялалла та шыв пырса тивмен вырӑн сарӑлса выртать, ҫӳлтен вӑл вырӑн ҫамка ҫинелле хӑпарать, аял хӗрринче хура ярӑм пек мӑй тавра ҫаврӑнать.

А ниже и выше начиналась темная полоса неорошенной почвы, которая захватила шею и спереди и сзади.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ҫакӑн пек шухӑшласа ларнӑ: акӑ вӑл вилес пекех чирле выртать, мӑнаккӑшӗ ун патнелле тайӑлнӑ та каҫару сӑмахӗ те пулин кала тесе ӑна тархаслать; анчах Том пичӗпе стена патнелле ҫаврӑнать те сӑмаха каламасӑрах вилсе каять.

Он воображал, будто лежит при смерти и тетя Полли склоняется над ним, вымаливая хоть слово прощения, но он отвернется к стене и умрет, не произнеся этого слова.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сӑмахран, «Йӗс шӑши - сӳс хӳре», «Пирӗн пӳртре кам хыткан», «Шӑлӗ пур - ҫыртаймасть», «Икӗ хырӑмлӑ, пӗр пилӗклӗ», «Мӗн чухлӗ ҫаврӑнать, ҫавӑн чухлӗ хулӑнланать», «Хӑй курпун, чунсӑр, ҫӗр чавать», «Ҫырмара икӗ майра ташласа ҫӳреҫҫӗ», «Шӑлӗ пур - ҫӑварӗ ҫук», «Тимӗр шӑллӑ карчӑк, ури сенӗк пек, пур тӗнчене тӑрантарать, хӑй выҫах пурӑнать», «Вӑрмана кайрӑм - касрӑм, ҫула тухрӑм - аврӑм, киле килтӗм - ҫӗлерӗм, варри - тиха тирӗ, хӗрри - пӑру тирӗ»…

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

Унта Упаҫпа карчӑкӗ, Ехмет, Кашук, Тилюк, Акӑлай, Шалҫа, Пайтул Ҫеркки, Исмук, Куракпа Чӗкеҫ, Сарепи, Паҫҫа, Левен, Сидор Миронович Касантей, Вӗри Харенович тата ытти теҫетке ҫын ҫаврӑнать -ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, сӑхланаҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, улталаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, сутаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, ҫунаҫҫӗ, вилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Хӑйӗн юратнӑ юррине шӑрантарса ячӗ хӗрарӑм: – Пурнӑҫ урапи ҫаврӑнать, Пурнӑҫ урапи такӑнать...

Женщина начала петь свою любимую песню: — Катиться жизни колесо, И сбивается колесо...

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Пирӗнте сӗм авалтан килекен юн ҫаврӑнать.

В нас течет древняя кровь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӑл ҫапла ҫырать: «Хисеплӗ Чекушкин хӑспатин! Сирӗн юрӑсене итлесе эсир текстсемпе кӗвӗсенчен мӗнлерех вӑй-хал илнине, ӑна хӑвӑра итлекенсене епле панине туятӑн. Тӗрлӗ халӑх ҫынни сирӗн кӗвве тӑнлать, ҫапла майпа вӑл чӗлхене ҫаврӑнать».

Он пишет так: "Дорогой господин Чекушкин! Когда слушаешь ваши песни, чувствуешь, какую энергию вы получаете из текстов и мелодий, как передаете ее своим слушателям. Люди разных национальностей понимают вашу мелодию, таким образом она превращается в язык."

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӗлхи те аран-аран ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унӑн куҫӗ хуралса килет, пуҫӗ ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Акӑ, тӗслӗхрен, «Буря мглою...»: Пӗлӗте хуплать ҫил-тӑвӑл, Юр тӗркийӗ ҫаврӑнать.

Вот к примеру, "Буря мглою...": Буря мглою небо кроет, Вихри снежные кружа.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Манар мар: телей кустӑрми тӑван ҫӗр тӑрӑх ҫеҫ тикӗс ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Спорт аэробики пулӑшнипе сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен йышӗ ҫултан-ҫул нумайланать. Аэробика - спортӑн чи илемлӗ енӗсенчен пӗри. Вӑл кӗвӗ илемлӗхӗпе ташӑ асамлӑхне, спортсмен хастарлӑхӗпе унӑн тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне пӗтӗҫтерет. Паркет ҫине тухакан ташлать те, сикет те, ҫаврӑнать те. Ҫав вӑхӑтрах унӑн артист та пулмалла. Ҫавӑнпа илӗртет вӑл паянхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа», - терӗ Михаил Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

28. Турӑ хушнипе Унӑн хыпарҫи пур ҫӗре те ҫитсе ҫаврӑнать, пурте Унӑн сӑмахӗпе тытӑнса тӑрать.

28. Чрез Него все успешно достигает своего назначения, и все держится словом Его.

Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑна пултаракан Ҫӳлхуҫа хӑватлӑ, Унӑн сӑмахӗпе хӗвел хӑй ҫулӗпе чупса ҫаврӑнать.

5. Велик Господь, Который сотворил его, и по слову Его оно поспешно пробегает путь свой.

Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех