Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейсӗр (тĕпĕ: телей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лӑп та шӑп ҫав телейсӗр каҫ, аттепе юнашар выртнӑ чухне, эпӗ хам йӗри-тавра мӗнле пурнӑҫ пуҫ пулса тӑнине чи малтанхи хут тавҫӑрса илнӗ пек туйӑнать.

Мне кажется, что именно в тот несчастный вечер, лежа рядом с отцом, я впервые сознательно оценил то, что меня окружало.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ кӑнтӑрла ҫитеспе ҫӗр ҫӑтасшӗ хир сыснине шыраса тупрӑмӑрах, — бах! бах! персе ятӑмӑр эпир, тивертеймерӗмӗр, хир сысни хӑмӑш ӑшне кӗрсе тарчӗ… ҫав тери телейсӗр кун пулчӗ ҫав!

Наконец в полдень отыскали проклятого кабана: паф! паф!.. не тут-то было: ушел в камыши… такой уж был несчастный день!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунӗ ҫавӑн пек телейсӗр пулчӗ!» — терӗм.

Уж, видно, такой задался несчастный день!»

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫакӑн ҫинчен калама тытӑнтӑм та эпӗ Печорина: «Итлӗр-ха, Максим Максимович, — терӗ вӑл, — чӗрем телейсӗр манӑн: хама ҫавӑн пек пӑхса ӳстернӗ-ши вара, турӑ мана ҫавӑн пек тунӑ-ши, пӗлместӗп; ҫакна ҫеҫ пӗлсе тӑратӑп акӑ: ыттисене инкек кӳретӗп пулсан, эпӗ хам та вӗсенчен кая мар телейсӗр.

Вот об этом-то я и стал ему говорить. «Послушайте, Максим Максимыч, — отвечал он, — у меня несчастный характер; воспитание ли меня сделало таким, бог ли так меня создал, не знаю; знаю только то, что если я причиною несчастия других, то и сам не менее несчастлив;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ пӗлетӗп, эпӗ сисетӗп, эсӗр ман арӑм пулма пултарнӑ пулӑттӑр, анчах эпӗ телейсӗр чун… эпӗ авланнӑ!

Да, я знаю, я чувствую, что вы были бы моею, но — я несчастнейшее создание… я женат!

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах та ҫав телейсӗр каҫ хыҫҫӑн ман пуҫа унӑн ячӗ вараланнӑ пек шухӑш кӗрсе ларчӗ.

Но после несчастного вечера мысль, что честь его была замарана.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Мария унтан сакӑр ҫул аслӑ; вӑл вӑрҫӑчченех упӑшкипе уйрӑлнӑ, мӗншӗн тесен унпа пурнӑҫ телейсӗр пулнӑ.

Мария была старше его на восемь лет; с первым мужем жизнь у нее сложилась несчастливо, она разошлась с ним.

Высушилсем, упӑшкипе арӑмӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

— Пӗтӗм чӗре вӑйне пухса, аҫунтан тархасласа ыйт, унӑн ури умне ӳксе йӑлӑн; пулас кунҫулу ҫав тери телейсӗр, тӳсме ҫук пуласса, ҫав сӳсленчӗк тата аскӑн старик ҫумӗнче чечен ҫамрӑклӑху шанса хӑрса ларасси ҫинчен кала.

– Соберитесь с всеми силами души, умоляйте отца, бросьтесь к его ногам: представьте ему весь ужас будущего, вашу молодость, увядающую близ хилого и развратного старика.

XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Алексей хӑйӗн телейсӗр пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн савӑнӑҫлӑ мар шухӑшӗсем ҫинчен пӗтӗмпех, тӗплӗн ҫырса янӑ пӗртен-пӗр ҫын вӑл — метеостанцири хӗр пулнӑ.

Единственно, кому он подробно нависал о своем несчастье и о невеселых своих думах, была девушка с метеостанции.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Телейсӗр метис хаклӑ тумламсене пуҫтарма чул ҫинче лаптӑк тунӑранпа нумай, нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ.

Много, много лет прошло с тех пор, как злополучный метис выдолбил камень, чтобы собирать в него драгоценную влагу.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӗтӗмпех телейсӗр пулса килнелле утрӗ.

Том вернулся домой очень грустный.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах нимӗн те пулмарӗ; тӗрмере ларакан телейсӗр ҫынпала ни ангелсем те, ни ырӑ кӑмӑллӑ тухатмӑшсем те интересленмен пулмалла.

Но ничего такого не случилось; по-видимому, ни ангелы, ни феи не интересовались злополучным узником.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав шкулти учитель, мистер Добинсс, чылай пурӑнса мӑнаҫланнӑ тата хӑйле хӑй телейсӗр ҫын тесе шутланӑ.

Учитель Доббинс дожил до седых волос, так и не добившись своей цели.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав телейсӗр ачасен тивеҫлӗхӗсене пӗртте астуса пӑхманшӑн, вӗсен айӑпӗсемпе кӑлтӑкӗсене ҫеҫ курма тӑрӑшнӑшӑн ӳкӗнме пуҫламан ҫын та юлмарӗ.

Каждый из прихожан, созерцая их портреты, ощутил угрызения совести при воспоминании о том, что всегда был несправедлив к бедным мальчикам и всегда видел в них одни только пороки и недостатки.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫ пуласпа Бекки Тэчер хуйхӑрса пушӑ шкул картишӗ тӑрӑх пӗчченех утса ҫӳрерӗ, хӑйне хӑй вӑл питӗ телейсӗр тесе шутларӗ.

К концу дня Бекки Тэтчер забрела на опустевший школьный двор, не зная, куда деваться от тоски.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗскӗн ачам, пӑчланнӑ телейсӗр ача!

Бедный ребенок, несчастный ребенок.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗшӗн те ӑшчикӗсем лӑпкӑ мар, иккӗшӗ те хӑйсене телейсӗр ачасем тесе шутларӗҫ.

Мальчики упали духом, начали тревожиться.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫӗрле Бекки пурӑнакан ҫурт тавра ҫӳреме тытӑнчӗ, хӑйне хӑй шутсӑр телейсӗр тесе шутларӗ.

Он начал околачиваться по вечерам близ ее дома, чувствуя себя очень несчастным.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Телейсӗр ҫамрӑк!»

Бедный молодой человек!

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗнекере апла мар вӗт, — унта ҫапла каланӑ: «Вара вӑл телейсӗр Гай Гисборна пӗрре ҫурӑмӗнчен яш тутарнӑ та вӗлернӗ те пӑрахнӑ», — тенӗ.

В книжке этого нет. В книге сказано: «И тогда одним мощным ударом в спину он сразил злополучного Гая Гисборна».

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех