Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Эпӗ патшана тата унӑн сылтӑм енче ларакан Апаминӑна — мухтавлӑ Вартак хӗрне, патша ҫум-арӑмне — курнӑ; 30. ҫавӑ вара патшанӑн пуҫкӑшӑльне хывса илетчӗ те хӑй пуҫне тӑхӑнтартатчӗ, сулахай аллипе патшана питрен ҫупса илетчӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патшана та, тинӗспе ҫӗре тытса тӑракан халӑха та арӑмсем ҫуратнӑ; 16. эрех тума иҫӗм лартса ӳстерекенсем те вӗсенченех ҫуралнӑ, вӗсен сӗчӗпе ҫитӗннӗ; 17. вӗсем ҫынсем валли кӗпе-тумтир тӑваҫҫӗ, ҫынсене илем кӳреҫҫӗ — ҫынсем арӑмсӑр пулма пултараймаҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑрҫа ҫӳременнисем, ҫапӑҫманнисем ҫӗр ӗҫлеҫҫӗ, акнӑ хыҫҫӑн пуҫтарса илнине каллех патшана кӳрсе параҫҫӗ, 7. пӗри тепӗрне хисте-хисте патшана хырҫӑ парса тӑраҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав хушӑра ҫывӑракан патшана хуралласа тӑнӑ сыхлавҫӑсем, виҫӗ ҫамрӑк, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: 5. пирӗнтен кашнийӗ тӗнчере пуринчен те вӑйли ҫинчен пӗр сӑмахпа калатӑр.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вӑл, Навуходоносор патшана Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунӑскер, ҫав тупана пӑснӑ, унран хӑпнӑ, куштанланса, чӗрине хаярлатса ярса, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, саккунӗсене пӑхӑнма пӑрахнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иоаким ларнӑ; патшана лартнӑ чухне вӑл вунсаккӑрта пулнӑ.43. И воцарился вместо него Иоаким, сын его; был он восемнадцати лет, когда назначен царем.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Халӑх вара Иосия ывӑлне Иехонияна [Иоахаза] ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ, Иехония ҫавӑн чухне ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Левитсене, ӑру пуҫӗсене, — Елиашив, Иоиада, Иоханан тата Иаддуй вӑхӑтӗнче, священниксене вара Персире Дария патшана лариччен кӗнекене кӗртнӗ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мешезавел ывӑлӗ Петахия, — Мешезавел вара — Зара тӑхӑмӗ, Иуда ывӑлӗн тӑхӑмӗ, — патшана халӑх ӗҫӗсем тӗлӗшӗпе канаш параканӗ пулнӑ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшана хирӗҫ ҫӗкленес теместӑр-и капла? терӗҫ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫӳлти Турра кӗлтурӑм та 5. патшана каларӑм: патшашӑн кӑмӑллӑ пулсассӑн, санӑн умӑнта чуру ырӑлӑх тупрӗ пулсассӑн, мана Иудейӑна — аттемсен тупӑкӗсен хулине — ярсамччӗ, эпӗ ӑна юсаса тирпее кӗртем, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хӑрасах ӳкрӗм те 3. патшана каларӑм: ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр патша!
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ патшана эрех тултарса патӑм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай тата Шефар-Бознай хӑйсен юлташӗсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, Дарий патне янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ пулнӑ — 7. ӑна хыпар ярса акӑ мӗн ҫырнӑ вӗсем: «Дарий патшана — пур тӗлӗшпе те тӑнӑҫлӑх пултӑр!
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тӑвас ӗҫ чарӑнса ларнӑ, Перси патши Дарий патшана ларни иккӗмӗш ҫул ҫитичченех ҫак ӗҫ вырӑнтан хускалман.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Артаксеркс патшана — санӑн чурусем, юханшыв леш енче пурӑнакансем» тата ытти те.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Патшара Ахашверош ларнӑ чухне, вӑл тин кӑна патшана ларсассӑн, вӗсем Иудейӑпа Иерусалимра пурӑнакансене айӑпласа ҫырса янӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.