Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшана (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Эсӗ, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, ҫапла калӑн: «хам таврари ытти халӑхсем пек, хама тытса тӑма патша лартам-ха» тейӗн, 15. вара хӑвна тытса тӑмашкӑн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ ҫынна патшана ларт; хӑвна тытса тӑрас патшана тӑванусем хушшинчен суйласа ларт; хӑвна тытса тӑмашкӑн ют халӑх ҫыннине [патшана] лартма юрамасть: вӑл санӑн тӑвану мар.

14. Когда ты придешь в землю, которую Господь, Бог твой, дает тебе, и овладеешь ею, и поселишься на ней, и скажешь: «поставлю я над собою царя, подобно прочим народам, которые вокруг меня», 15. то поставь над собою царя, которого изберет Господь, Бог твой; из среды братьев твоих поставь над собою царя; не можешь поставить над собою [царем] иноземца, который не брат тебе.

Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Иисуса та эпӗ ун чухне ҫапла астутарса каласа хутӑм: санӑн куҫу Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫав икӗ патшана мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех курчӗ; эсӗ иртсе тухас патшалӑхсене те Ҫӳлхуҫа ҫавнах кӑтартӗ; 22. вӗсенчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑй сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫать, терӗм.

21. И Иисусу заповедал я в то время, говоря: глаза твои видели все, что сделал Господь, Бог ваш, с двумя царями сими; то же сделает Господь со всеми царствами, которые ты будешь проходить; 22. не бойтесь их, ибо Господь, Бог ваш, Сам сражается за вас.

Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадар [Варад ывӑлӗ] патшана ларнӑ; унӑн хули Пау ятлӑ; арӑмӗ Мегетавеель ятлӑ, вӑл — Матредӑн, Мезагав ывӑлӗн, хӗрӗ.

39. И умер Баал-Ханан, сын Ахбора, и воцарился по нем Гадар [сын Варадов]; имя городу его Пау; имя жене его Мегетавеель, дочь Матреды, сына Мезагава.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Саул вилнӗ, ун хыҫҫӑн Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана ларнӑ.

38. И умер Саул, и воцарился по нем Баал-Ханан, сын Ахбора.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Самла вилнӗ, ун хыҫҫӑн юханшыв хӗрринчи Реховоф ҫынни Саул патшана ларнӑ.

37. И умер Самла, и воцарился по нем Саул из Реховофа, что при реке.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Гадад вилнӗ, ун хыҫҫӑн Масрека ҫынни Самла патшана ларнӑ.

36. И умер Гадад, и воцарился по нем Самла из Масреки.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Хушам вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Моав хирӗнче Мадиан ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑскер пулнӑ; унӑн хули Авиф ятлӑ.

35. И умер Хушам, и воцарился по нем Гадад, сын Бедадов, который поразил Мадианитян на поле Моава; имя городу его Авиф.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Иовав вилнӗ, ун хыҫҫӑн Феман ҫӗрӗнчи Хушам патшана ларнӑ.

34. Умер Иовав, и воцарился по нем Хушам, из земли Феманитян.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Бела вилнӗ, ун хыҫҫӑн Иовав — Зерах ывӑлӗ, Восора ҫынни — патшана ларнӑ.

33. И умер Бела, и воцарился по нем Иовав, сын Зераха, из Восоры.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех