Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшана (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ; 2. вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп, 3. мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.

1. И сказал Ахитофел Авессалому: выберу я двенадцать тысяч человек и встану и пойду в погоню за Давидом в эту ночь; 2. и нападу на него, когда он будет утомлен и с опущенными руками, и приведу его в страх; и все люди, которые с ним, разбегутся; и я убью одного царя 3. и всех людей обращу к тебе; и когда не будет одного, душу которого ты ищешь, тогда весь народ будет в мире.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Авесса — Саруия ывӑлӗ — патшана каланӑ: мӗншӗн ҫак вилӗ йытӑ патша хуҫамӑма хӑртать? каям та пуҫне касса татам, тенӗ.

9. И сказал Авесса, сын Саруин, царю: зачем злословит этот мертвый пес господина моего царя? пойду я и сниму с него голову.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫӳлхуҫа сана Саул килӗн мӗнпур юнне тавӑрса пачӗ, эсӗ ун вырӑнне патшана лартӑн, Ҫӳлхуҫа акӑ патшалӑха Авессалом ывӑлун аллине пачӗ; халӗ инкеке лекрӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — юнӗҫен.

8. Господь обратил на тебя всю кровь дома Саулова, вместо которого ты воцарился, и предал Господь царство в руки Авессалома, сына твоего; и вот, ты в беде, ибо ты - кровопийца.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива патшана ҫапла хуравланӑ: вӑл Иерусалимра юлчӗ те ҫапла калать: халӗ ӗнтӗ Израиль килӗ мана аттемӗн патшалӑхне тавӑрса парӗ, тет.

И отвечал Сива царю: вот, он остался в Иерусалиме и говорит: теперь-то дом Израилев возвратит мне царство отца моего.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Еффей патшана ҫапла хуравласа каланӑ: Турӑ пур, патша хуҫамӑм та пултӑр: патша хуҫамӑм кирек ӑҫта пулсан та — пурнӑҫра-и, вилӗмре-и — санӑн чуру та унта пулӗ, тенӗ.

21. И отвечал Еффей царю и сказал: жив Господь, и да живет господин мой царь: где бы ни был господин мой царь, в жизни ли, в смерти ли, там будет и раб твой.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Патша тарҫисем патшана каланӑ: патша хуҫамӑра кирлӗ пулсассӑн, эпир яланах — санӑн чурусем, тенӗ.

15. И сказали слуги царские царю: во всем, что угодно господину нашему царю, мы - рабы твои.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Авессалом пӗтӗм Израиль йӑхӗ тӑрӑх хӑйӗн йӗрлевҫисене ярса тухнӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: трупа сассине илтсенех: Авессалом Хевронра патшана ларчӗ, тейӗр.

10. И разослал Авессалом лазутчиков во все колена Израилевы, сказав: когда вы услышите звук трубы, то говорите: Авессалом воцарился в Хевроне.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид патшана ларни хӗрӗх ҫул ҫитсессӗн, Авессалом патшана ҫапла каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах панӑччӗ, ӗнтӗ Хеврона каям та мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерем, тенӗ; 8. эпӗ, санӑн чуру, Сирири Гессурта пурӑннӑ чухне сӑмах панӑччӗ: эхер те Ҫӳлхуҫа мана каялла Иерусалима тавӑрас пулсассӑн, эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗп, тенӗччӗ.

7. По прошествии сорока лет царствования Давида, Авессалом сказал царю: пойду я и исполню обет мой, который я дал Господу, в Хевроне; 8. ибо я, раб твой, живя в Гессуре в Сирии, дал обет: если Господь возвратит меня в Иерусалим, то я принесу жертву Господу.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара патша Авессалома чӗнтернӗ; лешӗ патша патне пынӑ, [ӑна пуҫ тайнӑ,] патшана ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ; патша вара Авессалома чуптунӑ.

И позвал царь Авессалома; он пришел к царю, [поклонился ему] и пал лицем своим на землю пред царем; и поцеловал царь Авессалома.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Иоав ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ та патшана мухтаса ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм, халӗ ӗнтӗ сан чуру санӑн куҫу умӗнче хӑй ырӑ ятлӑ пулнине пӗлет, мӗншӗн тесессӗн патша хӑйӗн чури каланӑ пек турӗ, тенӗ.

22. Тогда Иоав пал лицем на землю и поклонился, и благословил царя и сказал: теперь знает раб твой, что обрел благоволение пред очами твоими, господин мой царь, так как царь сделал по слову раба своего.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Халӗ эпӗ патшана, хамӑн хуҫамӑма, ҫак сӑмаха калама килтӗм, мӗншӗн тесессӗн мана халӑх хӑратать; вара санӑн хӑрхӑму ҫапла шухӑшларӗ: патшапа сӑмахласа пӑхам-ха, хӑй хӑрхӑмӗ каланӑ пек тумӗ-и вӑл?

15. И теперь я пришла сказать царю, господину моему, эти слова, потому что народ пугает меня; и раба твоя сказала: поговорю я с царем, не сделает ли он по слову рабы своей;

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.

9. Но женщина Фекоитянка сказала царю: на мне, господин мой царь, да будет вина и на доме отца моего, царь же и престол его неповинен.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ионадав вара патшана каланӑ: патша ывӑлӗсем килеҫҫӗ; сан чуру мӗнле каларӗ, ҫапла пулса тухрӗ, тенӗ.

35. Тогда Ионадав сказал царю: это идут царские сыновья; как говорил раб твой, так и есть.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Авессалом патшана ӳкӗте кӗртнӗ те, вӑл унпа пӗрле Амнона тата патша ывӑлӗсене пурне те кайма ирӗк панӑ.

27. Но Авессалом упросил его, и он отпустил с ним Амнона и всех царских сыновей;

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Амнон чирленӗ пек пулса выртнӑ, патша ӑна курма килнӗ; вара Амнон патшана каланӑ: Фамарь йӑмӑкӑм килтӗрччӗ те манӑн куҫӑм умӗнчех пӗр-икӗ пашалу пӗҫертӗрччӗ, эпӗ унӑн аллинчен ҫием, тенӗ.

6. И лег Амнон и притворился больным, и пришел царь навестить его; и сказал Амнон царю: пусть придет Фамарь, сестра моя, и испечет при моих глазах лепешку, или две, и я поем из рук ее.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Каякан ҫыннине ҫапла хушса янӑ: эсӗ патшана ҫапӑҫу ҫинчен каласа панӑ чухне 20. патша ҫилленсе кайнине курсассӑн, вӑл сана ҫапла каласассӑн: «Мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им? 21. Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ, [ӑна лектерекенӗ] хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха? Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ?» тесессӗн, эсӗ: «санӑн чуру хет ҫынни Урия та вилчӗ» теме ан ман, тенӗ.

19. И приказал посланному, говоря: когда ты расскажешь царю о всем ходе сражения 20. и увидишь, что царь разгневается, и скажет тебе: «зачем вы так близко подходили к городу сражаться? разве вы не знали, что со стены будут бросать на вас? 21. кто убил Авимелеха, сына Иероваалова? не женщина ли бросила на него со стены обломок жернова [и поразила его], и он умер в Тевеце? Зачем же вы близко подходили к стене?» тогда ты скажи: и раб твой Урия Хеттеянин также [поражен и] умер.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн аммонсен патши вилнӗ, ун вырӑнне унӑн ывӑлӗ Аннон патшана ларнӑ.

1. Спустя несколько времени умер царь Аммонитский, и воцарился вместо него сын его Аннон.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сиван вунпилӗк ывӑл тата ҫирӗм чура пулнӑ; 11. Сива патшана ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн хушнине унӑн чури йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.

У Сивы было пятнадцать сыновей и двадцать рабов. 11. И сказал Сива царю: все, что приказывает господин мой царь рабу своему, исполнит раб твой.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Мемфивосфей — Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ — Давид патне килнӗ те [патшана] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.

6. И пришел Мемфивосфей, сын Ионафана, сына Саулова, к Давиду, и пал на лице свое, и поклонился [царю].

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива ӗнтӗ патшана каланӑ: вӑл Аммиэл ывӑлӗ Махир килӗнче, Лодевар хулинче, тенӗ.

И сказал Сива царю: вот, он в доме Махира, сына Аммиэлова, в Лодеваре.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех