Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Неем 11

Пай: Библи –> Неемия кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 19:15

Пуплевӗш: 21; Сӑмах: 514

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Халӑх пуҫлӑхӗсем ӗнтӗ Иерусалимра пурӑнчӗҫ, ыттисем вара шӑпа ячӗҫ: вунӑ ҫынран пӗри сӑваплӑ хулана Иерусалима пурӑнма вырӑнаҫрӗ, тӑххӑрӑшӗ урӑх хуласенче юлчӗ.

2. Хӑйсен ирӗкӗпе Иерусалимра пурӑнма килӗшнисене вара халӑх пиллерӗ. 3. Иудея хулисенче, — кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче, хӑйӗн хулинче, — израильсем, священниксем, левитсем, левитсене пулӑшакансем тата Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӑннӑ; Иерусалимра вара ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем пурӑннӑ, акӑ вӗсем: 4. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсемпе Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ. Иуда ывӑлӗсенчен: Уззия ывӑлӗ Афаия, — Уззия вара — Захария ывӑлӗ, Захария — Амария ывӑлӗ, Амария — Сафатия ывӑлӗ, Сафатия — Мелелеил ывӑлӗ, Мелелеил — Фарес тӑхӑмӗ; 5. Варух ывӑлӗ Маасея, — Варух вара — Колхозей ывӑлӗ, Колхозей — Хазаия ывӑлӗ, Хазаия — Адаия ывӑлӗ, Адаия — Иоиарив ывӑлӗ, Иоиарив — Захария ывӑлӗ, Захария — Шела тӑхӑмӗ. 6. Иерусалимра пурӑннӑ Фарес ывӑлӗсем мӗнпурӗ тӑватҫӗр утмӑл саккӑрӑн, пурте паттӑр ҫынсем пулнӑ. 7. Акӑ Вениамин ывӑлӗсем: Мешуллам ывӑлӗ Саллу, — Мешуллам вара — Иоед ывӑлӗ, Иоед — Федаия ывӑлӗ, Федаия — Колаия ывӑлӗ, Колаия — Маасея ывӑлӗ, Маасея — Ифиил ывӑлӗ, Ифиил — Исаия ывӑлӗ; 8. Саллупа пӗрле тата Габбай, Саллай — тӑхӑрҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн. 9. Иоиль, Зихри ывӑлӗ, вӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ, Иуда вара, Сенуа ывӑлӗ, хулара иккӗмӗш ҫын пулнӑ. 10. Священниксенчен: Иоиарив ывӑлӗ Иедаия, Иахин, 11. Турӑ Ҫуртӗнчи пуҫлӑх Хелкия ывӑлӗ Сераия, — Хелкия вара — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ. 12. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, вӗсен тӑванӗсем — пурӗ сакӑрҫӗр ҫирӗм иккӗн; Иерохам ывӑлӗ Адаия, — Иерохам вара — Фелалия ывӑлӗ, Фелалия — Амций ывӑлӗ, Амций — Захария ывӑлӗ, Захария — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ, — 13. тата унӑн тӑванӗсем, ӑрупуҫӗсем — икҫӗр хӗрӗх иккӗн; тата Азариил ывӑлӗ Амашсай, — Азариил вара — Ахзай ывӑлӗ, Ахзай — Мешиллемоф ывӑлӗ, Мешиллемоф — Иммер ывӑлӗ, — 14. тата унӑн тӑванӗсем, паттӑр ҫынсем — ҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн. Вӗсен пуҫлӑхӗ Гагедолим ывӑлӗ Завдиил пулнӑ. 15. Левитсенчен: Хашшув ывӑлӗ Шемаия, — Хашшув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Вунний ывӑлӗ, — 16. Шавфай тата Иозавад, Турӑ Ҫурчӗн тулашри ӗҫӗсен пуҫлӑхӗсем, 17. Миха ывӑлӗ Матфания, — Миха вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Асаф ывӑлӗ; кӗлӗ тунӑ чухне Матфания мухтав юрри юрлакансенчен чи асли пулнӑ; ун хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ унӑн тӑванӗ Бакбукия пулнӑ; тата Шаммуй ывӑлӗ Авда, — Шаммуй вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ. 18. Сӑваплӑ хулара левитсем мӗнпурӗ икҫӗр сакӑрвун тӑваттӑн пулнӑ. 19. Хапха хуралҫисем вара: Аккув, Талмон тата вӗсен тӑванӗсем, — хапха хураллакансем, — ҫӗр ҫитмӗл иккӗн пулнӑ.

20. Ытти израильсем, священниксем, левитсем Иудея хулисенче хӑйсен еткерлӗх ҫӗрӗнче пурӑннӑ. 21. Левитсене пулӑшакансем вара Офелта пурӑннӑ; вӗсен пуҫлӑхӗсем — Циха тата Гишфа. 22. Иерусалимра левитсен пуҫлӑхӗ Ваний ывӑлӗ Уззий пулнӑ, — Ваний вара — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Миха ывӑлӗ; Уззий вӑл Асаф йӑхӗнчен, Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑҫсен йӑхӗнчен, тухнӑ, 23. вӗсем пирки патшаран хушу — кашни кун мӗн тумаллине кӑтартакан хушу — пулнӑ. 24. Мешезавел ывӑлӗ Петахия, — Мешезавел вара — Зара тӑхӑмӗ, Иуда ывӑлӗн тӑхӑмӗ, — патшана халӑх ӗҫӗсем тӗлӗшӗпе канаш параканӗ пулнӑ. 25. Уй-хирлӗ ялсенче пурӑнакансене илсессӗн, Иуда ывӑлӗсем Кириаф-Арба хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Дивон хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Иекавцеил хулипе ун ялӗсенче пурӑннӑ; 26. вӗсем пурӑннӑ ытти вырӑнсем: Иешуа, Молада, Беф-Палет, 27. Хацар-Шуал, Вирсавия тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, 28. Секелаг, Мехона тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, 29. Ен-Риммон, Цора, Иармуф, 30. Заноах, Одоллам тата вӗсен ялӗсем, Лахис тата унӑн уйӗсем, Азек тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем. Вӗсем Вирсавияран пуҫласа Енном айлӑмӗ таранах вырӑнаҫса тухнӑ. 31. Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ вырӑнсем: Гева, Михмас, Гай, Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, 32. Анафоф, Нов, Анания, 33. Гацор, Рама, Гиффаим, 34. Хадид, Цевоим, Неваллат, 35. Лод, Оно тата Алӑстисен айлӑмӗ. 36. Иуда ҫӗрӗнче пурӑннӑ хӑш-пӗр левитсем Вениамин ҫӗрне вырӑнаҫнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех