Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
тӗлӗк (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петяшӑн темӗнле усал тӗлӗк курнӑ чухнехи пек вӑхӑт ҫывхарнӑ.

Для Пети наступило время, похожее на дурной сон.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кун пек тӗлӗк курнӑччӗ эпӗ, анчах хам чӗлхесӗррине тахҫанах маннӑ туйӑмпа, шӑпах чӑн пулнӑ пек, малтанхи кун кӑна куртӑм.

Это был повторяющийся сон, но с таким реальным, давно забытым чувством немоты я видел его впервые.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Катерина Ивановна тупӑнатех, — терӗ вӑл, — вӑл тӗлӗк курнӑ та, ӑмӑрткайӑк вӗҫет пек, тет.

— А Катерина Ивановна найдётся, — сказала она. – Ей сон приснился, что орёл летит.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗк марччӗ ку.

Это был уже сон,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫ пуласпа темшӗн мана Ромашов иртнӗ каҫ ҫухалнӑ тӗлӗк евӗр куҫран ҫухалассӑн туйӑнатчӗ.

Отчего мне казалось, что к вечеру Ромашов должен исчезнуть, как видение, принадлежащее той, исчезнувшей ночи?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунӗпех эпӗ ҫак ухмах та хӑрушӑ тӗлӗк пирки кулянса ҫӳрерӗм, каҫхине вара Варьӑна хампа пӗрле каҫ выртма пыма чӗнтӗм.

Весь день я была под впечатлением этого страшного, глупого сна, а вечером уговорила Варю поехать ко мне ночевать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Госпитальте дежурнӑй пулнӑ хыҫҫӑн пӗр вунӑ минутлӑха ҫывӑрса кайнӑ та тӗлӗк курнӑ, кантӑк умне ларса испанилле калаҫма вӗренетӗп пек.

Я уснула в госпитале после дежурства, на десять минут, и мне приснилось, что я сижу у окна и занимаюсь испанским.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, ку тӗлӗк мар.

Нет, это не сон.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Утсем ҫывхарсах килеҫҫӗ, эпӗ пӗтӗмӗшпех ӗненсе пӗтерейместӗп, анчах та ку тӗлӗк мар, чӑн-чӑн иккенне чӗремпе туйса, вӗсене хирӗҫ тата икӗ утӑм пусрӑм.

Все ближе и ближе кони, я, боясь еще поверить, но уже сердцем чуя, что это не сон, а правда, делаю навстречу два последних шага.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗненместӗп ҫак чӑн пулнине, каллех аташу, тӗлӗк пуль, тетӗп.

Я не верю, что все это происходит уже на самом деле, а не во сне.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часрах ҫывӑрса каяс та, ҫавӑн пек тӗлӗк курас.

Надо скорей заснуть, чтобы сейчас такой сон приснился.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл диван ҫинче салтӑнмасӑрах канса ҫывӑрать, тӗлӗк куратчӗ пулас вӑл.

Он крепко спал, одетый, на диване и, должно быть, волновался во сне.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ырӑ мар тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑн вӑранса каяс тесе, мӗн те пулин аса илме тӑрӑшнӑ пек шухӑшла-каласа пӑхас килет пулин те, текех ӗнтӗ вӑл-ку ҫинчен шухӑшламастӑп.

Время от времени хотелось как будто проснуться от кошмара, будто хотелось что-то вспомнить, но я об этом не думаю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗк курмастӑп-ши эпӗ?

— Да не во сне ли я?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Арӑслан усал тӗлӗк курать пулас.

— Это, вероятно, льву приснился дурной сон.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Катя та вара хӑйӗн тусне ҫырать, вӑл та тӗлӗк курнӑ имӗш, вӑл та пӗр-пӗр япала ҫухатнӑ иккен те, анчах сумка мар, пӗр-пӗр хӑю-и унта, ҫакса ямалли-и, Шурка Голубенцов — «астӑватӑн-и, эп ун ҫинчен ҫырсаттӑм» — тупнӑ та кӳрсе пачӗ пек, тет.

И Катя отвечает подруге, что видела сон, будто она что-то потеряла, уж не сумочку, а вставочку или лету, а Шурка Голубенцов — «помнишь, я тебе писала» — нашел и принес.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку тӗлӗк пулманнине эпӗ часах тавҫӑрса илеймерӗм.

Я не сразу догадался, что это вовсе не сон.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шыв ҫине пӑхса пынӑ май эпӗ тӗлӗрсе кайнӑ, ҫав тери хӑрушӑ тӗлӗк курнӑ: каллех чӗлхесӗр пулнӑ пек.

Заглядевшись на воду, я задремал и до смерти испугала во сне: мне померещилось, что я опять онемел.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халичченех-ха, ӑна хам пурнӑҫра пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе ҫыхӑнтарса пӑхсассӑн, темле малашнехине пӗлтерекен тӗлӗк пулнӑ пек туйӑнать вӑл мана.

В нем до сих пор вижу нечто пророческое, когда соображаю с ним странные обстоятельства моей жизни.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тӗлӗк курнӑ.

Мне приснился сон.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех