Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнинчех (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах халӗ, чунӑмҫӑм, эсӗ манпа пӗртте ан калаҫ, ан пӑх ман ҫине, фортепьянӑпа та кашнинчех вылямӑпӑр.

Только ты, мой миленький, теперь вовсе не говори со мною и не гляди на меня, и на фортепьяно не каждый раз будем играть.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Нумай вӑхӑт тухмасӑр пурӑнма тивнине Половцев ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерет-ха, вӑл хӑйне лӑпкӑрах тытнӑ пек туйӑнать, анчах Лятьевскин тӳсӗмӗ ҫитменни палӑрсах тӑрать тата кашнинчех хӑйне евӗрлӗ палӑрать: е, хӑй умӗнчи стена ҫине сӳннӗ куҫпа пӑхса, талӑкӗ-талӑкӗпе чӗнмест вӑл, е чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатать, ун пек чух вара Половцев, шӑрӑххине пӑхмасӑр, буркипе пуҫ ҫийӗнченех витӗнсе выртать, вӑхӑт-вӑхӑт унӑн, ура ҫине тӑрса, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларас та Лятьевскин тирпейлӗ туранӑ пуҫне касса ывӑтас килет.

Половцев, пожалуй, легче переносил длительное затворничество, даже наружно он казался более уравновешенным, но Лятьевский изредка срывался, и каждый раз по-особому: то сутками молчал, глядя на стену перед собой потухшим глазом, то становился необычайно, прямо-таки безудержно болтливым, и тогда Половцев, несмотря на жару, с головой укрывался буркой, временами испытывая почти неодолимое желание подняться, вынуть шашку из ножен и сплеча рубнуть по аккуратно причесанной голове Лятьевского.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Станицӑран тухнӑ чухне утланса ларасшӑн пулчӗ, анчах утланаймарӗ: йӗнер пускӑчи ҫине пусма хӑтланса тӑватӑ хутчен хӑрах урине ҫӗклерӗ, кашнинчех ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна илсе йӗнер ҫумӗнчен татӑла-татӑла анчӗ.

На выезде из станицы хотел сесть верхом, но не смог: четыре раза поднимал ногу к стремени и, пьяно качнувшись, отрывался от луки.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата кашнинчех сирӗн чӑх картине кӗрсе ҫӳреме, хӑшӗ ҫӑмарталлӑ та хӑшӗ ҫӑмарталлӑ маррине хыпашла-хыпашла пӑхма тивет.

И кажин раз вам надо в курятник лазить, щупать, какая с яйцом, а какая холостая.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата кашнинчех сирӗн чӑх картине кӗрсе ҫӳреме, хӑшӗ ҫӑмарталлӑ та хӑшӗ ҫӑмарталлӑ маррине хыпашла-хыпашла пӑхма тивет.

И кажин раз вам надо в курятник лазить, щупать, какая с яйцом, а какая холостая.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шурӑ эрехне вара Яков Лукич ун патӗнче час-часах ӗҫкелетчӗ, кашнинчех тата: «Хӑналанӑшӑн тавтапуҫах» тесе, тав туса хӑваратчӗ.

А водку пивал Яков Лукич у него таки частенько, неизменно благодарил: «Спасибо за угощение».

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурт чӳречисем уҫӑ, вӗсенче кашнинчех ҫын кӗлеткисем курӑнаҫҫӗ.

Окна открыты, и почти в каждом из них — фигуры людей.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Кашнинчех, унӑн сӑмахне илтмессерен, лешне — Аркадэка курас ӗмӗт ҫулӑмпа хыпса илет…

И каждый раз, как я слышала его холодное слово, еще жарче во мне вспыхивало желание видеть того, Аркадэка…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Хайхискер ют ҫӗршыв арҫыннисемпе паллашнӑ, анчах ку кашнинчех ултавпа вӗҫленнӗ.

До этого знакомилась с мужчинами из чужих стран, но каждый раз это заканчивалось обманом.

Паллашу сайтӗнчи виҫӗ савнине укҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23422.html

Лешӗ икӗ хутчен те шывран тухма тӑчӗ, анчах кашнинчех ӑна Девяткин тикӗт пек хура пылчӑкпа кӑкӑрӗнчен те хырӑмӗнчен лачлаттарчӗ.

Тот дважды пытался выбраться из воды, но каждый раз Девяткин залеплял ему живот и грудь черной, как деготь, грязью.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан старик кашнинчех кун каҫиччен мӗн чухлӗ ӗҫленине шутлать: кама хӗрӗх сотӑй, кама хӗрӗх пиллӗк, кама аллӑ…

Затем старик с точностью до одной сотой определял каждому его дневную выработку: сорок соток трудодня, сорок пять, пятьдесят…

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем ушкӑнӗпех Семушкин хыҫҫӑн ҫӳрерӗҫ, лешӗ вӗсене кашнинчех мӗн те пулин ҫӗнӗреххине хуша-хуша, Векшин мӑнукӗ ҫинчен каласа пачӗ.

Мальчишки гурьбой следовали за Семушкиным, и тот охотно, каждый раз с новыми подробностями, повествовал о векшинском внуке.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ниушле кашнинчех? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Обломов.

— Ужели всякий раз? — с беспокойством спросил он.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнех вара, Ольга Обломов пӑхмассерен кашнинчех ӑнланмалла хирӗҫ пӑхса ответ парайманни, унӑн сассинче, тепӗр чухне, хӑй пӗррехинче, те тӗлӗкре, те чӑнласах янӑрани илтӗнменни.

Что ж за дело, что не на всякий взгляд ее он отвечает понятным взглядом, что не то звучит иногда в его голосе, что ей как будто уже звучало однажды, не то во сне, не то наяву…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов старик, ҫав хӑмасене чӳречерен курсан, кашнинчех галерейӑна юсас пирки шухӑшлама тытӑннӑ: платнике чӗнсе илнӗ, галерейӑна мӗнле лайӑхрах тӑвасси ҫинчен канашлама пуҫланӑ: ҫӗнӗ галерея тумалла-и, юлашкине ишсе пӑрахмалла-и; унтан платнике кӑларса янӑ.

Старик Обломов всякий раз, как увидит их из окошка, так и озаботится мыслью о поправке: призовет плотника, начнет совещаться, как лучше сделать, новую ли галерею выстроить или сломать и остатки; потом отпустит его домой,

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Шуйттан пӗлет-и, темӗнле пулса тухать: кашнинчех тӗрлӗрен тухать! — терӗ Обломов.

— Черт знает, что за вздор выходит: всякий раз разное! — сказал Обломов.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нервӑсем ман вырӑна ларсах ҫитеймен пулнӑ-ха, ҫавӑнпа, Олеҫҫӑн сӑнӗпе сассине асра йыхӑрма тытӑнсан, кашнинчех, кӑмӑл ачашшӑн ҫемҫелсе килет те, эпӗ вара йӗрсе ярас патнех ҫитетӗп.

Нервы мои еще не оправились, и каждый раз, вызывая в памяти лицо и голос Олеси, я чувствовал такое нежное умиление, что мне хотелось плакать.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ӑҫта кӑна пулмастӑп эпӗ, йӑпанас-лӑпланас тесе, мӗн-мӗн кӑна тума тӑрӑшмастӑп пулӗ, — ман мӗнпур шухӑш Олеся сӑнарӗ тавра ҫаврӑнать, пӗтӗм ӳтӗм-пӗвӗм ун енне ӑнтӑлать, унӑн ниме тӑман сӑмахне, пӗр-пӗр паллах мар хусканӑвӗпе куллине ҫех хӑшпӗр чух аса илни те ман чӗрене кашнинчех шӑппӑн та пылаккӑн хӗссе, ыраттарса каять.

Где бы я ни был, чем бы ни старался развлечься, — все мои мысли были заняты образом Олеси, все мое существо стремилось к ней, каждое воспоминание об ее иной раз самых ничтожных словах, об ее жестах и улыбках сжимало с тихой и сладкой болью мое сердце.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫумӑр хыҫҫӑн кашнинчех, ман пӳрт умӗнчи пахчара талккӑшпе ӳсекен ҫап-ҫамрӑк сиренӗн йӗпеннӗ ачаш ҫулҫисене ялтӑркка пайӑркасемпе савӑнӑҫлӑн сапаласа, минутлӑха хӗвел пӑха-пӑха илчӗ; ҫемҫе те кӑпаш йӑрансем ҫинче ҫерҫисем хавассӑн кӑшкӑрашни вӑйлӑран вӑйлӑ илтӗне пуҫларӗ; ытларан та ытларах ярпайса реххетленчӗҫ тирексен лӑймакаллӑ хӑмӑр папакӗсем.

После дождя на минутку выглядывало солнце, обливая радостным сверканием облитую дождем молодую, еще нежную зелень сиреней, сплошь наполнявших мой палисадник; громче становился задорный крик воробьев на рыхлых огородных грядках; сильнее благоухали клейкие коричневые почки тополя.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Эпӗ вӑрмана кайма пуҫтарӑнсан, кашнинчех, хӑй ҫилленни пирки пӗр самах каласа кӑтартман пулин те, ӳпкевлӗн те кӑмӑлсӑррӑн йӗрлесех тӑраҫҫӗ вара ун хура куҫӗсем ман хыҫҫӑн инҫетрен.

Его черные глаза следили за мною издали с упреком и неудовольствием каждый раз, когда я собирался идти в лес, хотя порицания своего он не высказывал ни одним словом.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех