Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралса (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑй те ахаль хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ ҫын пулнӑ.

Он сам происходил из простой крестьянской семьи.

28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Йӗркеллӗ пурӑнакан хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснӗскер, Ваня Солнцев хӑй халӗ аван мар ҫинине питӗ лайӑх, пӗлнӗ.

Воспитанный в степенной крестьянской семье, Ваня Солнцев прекрасно знал, что он ест крайне неприлично.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кӑмпалта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыравҫӑна тата ҫар ҫыннине Турӑ ҫӗр ҫинче 67 ҫул ҫеҫ уйӑрса панӑ пулин те, унӑн малашлӑха шанса тунӑ ӗҫӗсем ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн паян кун та пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Вӗсенче ҫуралса ачалӑха ирттернӗ вӑхӑтсем те, тӑван тӑрӑха юратни те, унпа мӑнаҫланни те, савӑнӑҫлӑ пулӑмсене асра тытни те палӑрать.

В них проявляется и времена, проведенные в детстве, любовь к родному краю, и восхищение, и память радостных моментов.

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Красноармейски районӗнчи Кӑмакал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ кӳршӗллӗ Кӗҫӗн Шетмӗре пурӑнакан ЛПХ ертӳҫи Николай Семенов ман шухӑшпа йӑлтах килӗшнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Эпир ялта ҫуралса ӳснӗ, апла-тӑк пирӗн алӑра ӗҫ вӗресе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ Валерий Мефодьевич Михайлов Оринин ял тӑрӑхӗнчи Мулкачкассинче ҫуралса ӳснӗ.

Ветеран Великой Отечественной войны Валерий Мефодьевич Михайлов родился и вырос в Молгачкасах Орининского сельского поселения.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

- Ӗҫлемелле, умри ӗҫе чуна парса пурнӑҫламалла, юратса тунӑ ӗҫ ӗмӗре тӑсать, ҫамрӑклӑха упрать, ыранхи куна шанса пурӑнма пулӑшать, - терӗ ялти пурнӑҫа суйласа илнишӗн хӑй мӗн шутланипе кӑсӑклансан Вера Николаевнаӗ 5 ачаллӑ ҫемьере ялта ҫуралса ӳснӗскер, вӑл мӗн пӗчӗкрен килти хушма хуҫалӑхри ӗҫпе туслӑ ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

Умри пурнӑҫа пуҫламан суха анипе танлаштарни - ялта ҫуралса ҫӗр ӗҫӗпе ӳснӗ ҫыншӑн ҫывӑх хаклав.

Куҫарса пулӑш

Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

Ӑна ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ пулса ӗҫлекен Леонард Левый тӑрӑшнипе тунӑ: брусчатка сарнӑ, картлашкана, стелӑна, юхӑнса кайнӑ салтак кӳлепине тӗпрен юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫуралса ӳснӗ Виктория Тихонова вара пуринчен телейли пулчӗ, вӑл «Чӑваш пики-2015» конкурс ҫӗнтерӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Ӑна хӑй ҫуралса ӳснӗ Йӑлмахва ялӗнче те, Куславкка районӗнче те питӗ хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Паян хаҫат вулаканӗсене Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳссе Куславкка районӗнче пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ пултаруллӑ ентешпе — Петр Михайловпа паллаштарас килет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Йӑлмахва ялӗнче нумай пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫын ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Чунӗсене темӗнле паллӑ мар хуйхӑ пырса кӗчӗ — вӗсенче кил ҫинчен хуйхӑрасси ҫуралса пычӗ.

Какая-то смутная тоска напала на них, скоро она приняла более определенную форму: это начиналась тоска по дому.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кашни ҫыншӑн, хӑв ҫуралса ӳснӗ тавралӑх темрен те хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Света ҫак таврара ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Упукушкӑнче ҫуралса ӳснӗ, хӑй вӑхӑтӗнче районти милици уйрӑмӗнче ӗҫленӗ ҫыншӑн хӗрлӗчутайсем пӗрле кар тӑрса ытларах сасӑланӑран халӗ Шупашкарта пирӗн ентеш ячӗпе хисепленекен урам пур.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗн палӑкне уҫнӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Алексей Захаров Шулю ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, вӑрҫӑра аслӑ сержант, радиостанци начальникӗ тата батарея комсоргӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫемье — Аслӑ Ҫӗнтерӳ историйӗнче» // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Акӑ Кив Ирчемесре ҫуралса ӳснӗ, пӗлтӗр Мӑн Этменти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ Георгий Юрьевич Романов та десантник пулма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи Хӗрлӗ площадьри парада хутшӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех