Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Юратать вӑл ялта пурӑнма

Автор: А. БЕЛОВ

Ҫӑлкуҫ: http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

Хушнӑ: 2019.06.22 08:34

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 203

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Умри пурнӑҫа пуҫламан суха анипе танлаштарни - ялта ҫуралса ҫӗр ӗҫӗпе ӳснӗ ҫыншӑн ҫывӑх хаклав. Ҫурхи уй-хирте яра кунах трактор кӗрлевӗ тӑни, курӑк ҫулнӑ вӑхӑтра таврана утӑ шӑрши сарӑлни, каҫхи сӑвӑмри тулли сӗт витри, «хир карапӗ» тулӑ пуссипе ерипен шуса пыни тӗ ытӗ те - хресчен пурнӑҫӗн уйрӑлми ӳкерчӗкӗсем. Вӗсем кашниех ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакана пурнӑҫ инҫӗшне чӗнекен пулӑмсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Паянхи сӑмахӑм Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗнчи Сосновкӑра пурӑнакан тата 18 ҫул Чкалов ячӗ хисӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче бухгалтерта ӗҫлекен Вера Никифорова пирки (сӑн ӳкерчӗкре).

- Ӗҫлемелле, умри ӗҫе чуна парса пурнӑҫламалла, юратса тунӑ ӗҫ ӗмӗре тӑсать, ҫамрӑклӑха упрать, ыранхи куна шанса пурӑнма пулӑшать, - терӗ ялти пурнӑҫа суйласа илнишӗн хӑй мӗн шутланипе кӑсӑклансан Вера Николаевнаӗ 5 ачаллӑ ҫемьере ялта ҫуралса ӳснӗскер, вӑл мӗн пӗчӗкрен килти хушма хуҫалӑхри ӗҫпе туслӑ ӳснӗ. Ял хуҫалӑх ӗҫне юратнӑранах шкул хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче ӑс пухса бухучет дипломне алла илнӗ.

Ял хуҫалӑх специальноҫӗллӗскер, ялти пурнӑҫа ҫӗр ӗҫлемесӗр, выльӑх-чӗрлӗх пӑхмасӑр курмасть вӑл. Ҫавӑнпа та килти хушма хуҫалӑхри пӗр гектар ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курса Никифоровсем хушма хуҫалӑхра ӗне те тытаҫҫӗ, сурӑхсем усраҫҫӗ, чӑх-чӗппе хур-кӑвакал ӗрчетеҫҫӗ, пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми, улма-ҫырла ҫителӗклӗ туса илеҫҫӗ.

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлесен ҫук пурнӑҫран пӑрӑнса иртме пулатьӗ Ҫак шухӑшпа вӗҫлерӗ хамӑрӑн кӗске калаҫӑва йӑпӑрт урама тухнӑ Вера Николаевна.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех