Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркине (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗлтӗрене пӗр пысӑк ывӑҫ тытса илсе, вӑйӑ йӗркине манса, милкӗпе ҫапнӑ пек арҫын ачасене ҫурӑмран, алӑран, ураран сылтӑм еннелле, сулахай еннелле ҫатлаттара пуҫларӗ.

Нарвала большой пучок крапивы и, забыв про все правила игры, как веником принялась направо и налево хлестать мальчишек: по рукам, по спинам, по головам.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Итле эппин, Илья Ильич хӑравҫӑ-ҫке, ним йӗркине те пӗлмест: ун чухне те контрактран хӑраса ӳкрӗ, доверенность ярса парсан та, ним тума пӗлмерӗ, мӗн чухлӗ куланай илнине те астумасть: «ним те пӗлместӗп», тет…

— Слушай же: ведь Илья Ильич трусоват, никаких порядков не знает: тогда от контракта голову потерял, доверенность прислали, так не знал, за что приняться, не помнит даже, сколько оброку получает, сам говорит: «Ничего не знаю…»

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Итле-ха, Илья, чӑнласах калатӑп, санӑн пурнӑҫ йӗркине улӑштарас пулать, унсӑрӑн сана е водянка ерме, е паралич ҫапма пултарать.

— Послушай, Илья, серьезно скажу тебе, что надо переменить образ жизни, иначе ты наживешь себе водяную или удар.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ӗҫ йӗркине пӗлмеҫҫӗ, — хушса хучӗ Тарантьев.

— А дела не смыслят, — прибавил Тарантьев.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чи малтанах барщинӑпа куланай йӗркине майлаштармалла; кӑна хуҫасӑр тума ҫук: мужиксем иртӗхсе кайнӑ, ҫӗнӗ старостӑна итлемеҫҫӗ, малтанхи староста ултавҫӑ, ӑна асӑрхасах тӑрас пулать.

Прежде всего надо аккуратнее распределить барщину и оброк; без хозяина этого сделать нельзя: мужики избалованы, старосты нового не слушают, а старый плутоват, за ним надо смотреть.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга пурнӑҫ йӗркине кунсерен мар, сехетсерен вӗренсе пынӑ пек пулчӗ.

Она как будто слушала курс жизни не по дням, а по часам.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗррехинче ҫеҫ Обломовка ҫыннисен пурнӑҫ йӗркине кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ япала пӑсрӗ.

Однажды только однообразие их быта нарушилось уж подлинно нечаянным случаем.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кунсерен пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулни пӗриншӗн те, теприншӗн те ахаль иртмен: ҫителӗклӗ пурнӑҫпа ҫеҫ киленсе, пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗпе тӗрткелесе илни ан пултӑр тесен, пӗрин те, теприн те пурнӑҫа пурӑнса курни, ӗҫпе япаласен йӗркине пӗлни тата ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ.

Короткое, ежедневное сближение человека с человеком не обходится ни тому ни другому даром: много надо и с той и с другой стороны жизненного опыта, логики и сердечной теплоты, чтоб, наслаждаясь только достоинствами, не колоть и не колоться взаимными недостатками.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унта нимӗн витерме пултарайман мӑнаҫлӑ пӑчлӑх тӑрать, чи варринче ҫеҫ таҫтан-амакран шӑвӑнса тухнӑ пайӑрка сасартӑк йывӑҫсен вӑрӑм йӗркине ҫап-ҫуттӑн ялтӑртаттарса ярать те ҫӗр ҫине вара ҫинҫе кӑна тӗп-тӗрӗс ҫул пӑрахса парать, — Оберонпа Титани чаплӑн иртсе каймалли эльфсемпе эрешлесе илемлетнӗ аллея евӗр, питӗ ҫутӑ, капӑр та калама ҫук хӳхӗмскере.

Там стоял полный, непроницаемый мрак, и только в самой середине его скользнувший неведомо откуда луч вдруг ярко озарял длинный ряд деревьев и бросал на землю узкую правильную дорожку, — такую светлую, нарядную и прелестную, точно аллея, убранная эльфами для торжественного шествия Оберона и Титании.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл хӑйне ача евӗрлех тыткаланӑ: унта асӑрхайман, кунта мӗнле те пулин вак-тӗвеке чухлайман, е пӗр-пӗр ӗҫе туса ӗлкӗреймесӗр, ҫуррине ҫитсен чарӑннӑ, е ӑна вӗҫӗнчен тума тытӑннӑ, ҫав териех пӑтраштарса янӑ, кайран ниепле те йӗркине тупма пулман, ҫитменнине тата вӑлах кайран вӑрҫма пикеннӗ.

Точно ребенок: там недоглядит, тут не знает каких-нибудь пустяков, там опоздает и кончит тем, что бросит дело на половине или примется за него с конца и так все изгадит, что и поправить никак нельзя, да еще он же потом и браниться станет.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тахҫан вӑл сӑвӑсем ҫыратчӗ, «Чолкар эвенок шкултан килне таврӑнни ҫинчен» ҫырнӑ сӑввинчен тӑватӑ йӗркине халӗ те пӑхмасӑр калама пӗлетӗп-ха.

Когда-то он писал стихи, и четыре строчки о том, как «эвенок Чолкар приезжает из школы домой», до сих пор я знал наизусть.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ унӑн малтанхи йӗркине вуласа юлма та ӗлкӗртӗм: «Совет ҫыннисем патне!».

Я даже успела прочесть первую строку: «К советским людям!»

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах малалли йӗркине вуласан, ӑнлантӑм: «Эй, тусӑм, хаклӑ Дюльдялӗм, эс пур ылтӑнтан та хаклӑ. Тен, хӑйӗн чунне парса, сана илме шутлакан ҫын тупӑнӗ, анчах ҫавӑ хак та саншӑн пулсан ҫителӗксӗр пулӗ…»

Но, прочтя первую строку следующей странички, я все поняла: «О мой дорогой Дюльдяль, — было написано там, — если бы нашелся человек, который захотел купить тебя ценой своей души, то и эта цена для тебя была бы низкой…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав вӑхӑтрах эпӗ «кун йӗркине иртен пуҫлама» вӗренсе ҫитрӗм, ҫакна вара эпӗ мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех тытса пыратӑп.

Но зато я научился «порядок дня определять с утра» — и следую этому правилу всю мою жизнь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑншӑн Траубенберга тискер вилӗмпе вӗлернӗ, управлени йӗркине хӑйсен ирӗкӗпе улӑштарнӑ.

Следствием было варварское убиение Траубенберга, своевольная перемена в управлении.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Тен, ҫын йӗркине кӗрӗн, пире тав тӑвӑн.

 — Может, и в люди выйдешь. Может, и нам еще спасибо скажешь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑл ман тетраде илчӗ те, сӑввӑн кашни йӗркине, кашни сӑмахне ним вырӑнне хумасӑр тиркесе тухса, манран хыттӑн мӑшкӑлласа кулма тытӑнчӗ.

Тут он взял от меня тетрадку и начал немилосердно разбирать каждый стих и каждое слово, издеваясь надо мной самым колким образом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ сана «ырӑ ҫыннӑм, суд хӑех йӗркине тупӗ» тейӗп…

а я отвечу: «Голубчик, суд разберет…»

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, суд йӗркине тупӗ.

Впрочем, суд разберет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӗркине суд хӑех тупӗ.

– Суд разберет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех