Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫсӗр ларасран вӑл уй бригадисем валли кукуруза ҫӗклеме лӑпӑ авма килӗшнӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кунта юлакан ушкӑна Прохор пӗр ҫур сехете яхӑн вӗрентрӗ, шыв кӗрлекен вырӑнсенче пӗренесем пӗр ҫӗре капланса ларасран епле сыхламаллине каласа пачӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Российӑран мана хӗрхенекен ҫырусем килеҫҫӗ; эпӗ кунта, тӗттӗм кӗтесре, пӗтӗмпех пӗтсе ларасран хӑраҫҫӗ.«Мне пишут из России письма соболезнования; боятся, что я погибну, зарывшись в этой глуши.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл, урисемпе ҫӗр ҫине тӗреклӗн ҫаптарса пырса, васкамасӑр утнӑ; вӑл килсессӗн, вӑхӑт хӑвӑртрах шума тытӑннӑ, — темскер кӳрентерекен, йӗрӗнмелле япала тулса ларасран хӑранӑ пек, кашни секундах часрах иртсе кайса ҫухалмашкӑн васканӑ, темелле.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Эсӗ ӑна ӑмсанса пӑхса ларасран, сана укҫа та парас, терӗ пулӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача курать: ашшӗ те, амӑшӗ те, вата инкӗшӗ те, ҫывӑх ҫынсем — пурте хӑйсен пӳлӗмӗсене кайса пӗтнӗ; камӑн пӳлӗмӗ ҫук, вӑл утӑ сарайне утать, тепри сад пахчине, виҫҫӗмӗш ҫенӗкре сулхӑн шырать, хӑшпӗри вара, шӑнасем ларасран питне тутӑрпа хуплать те, хӑйне пӑчӑпа тутлӑ апат йывӑрӑшӗ ӑҫта пусса илнӗ, ҫавӑнтах йӑванса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак мӑйӑхӑмсем ман Свеаборг патӗнчи мухтавлӑ ӗҫре Финляндин салху чулӗсем ҫумне ӗмӗрлӗхе шӑнса ларасран аран ҫеҫ хӑтӑлса юлнӑ.А усы мои едва не примерзли в славном деле под Свеаборгом к хладным скалам Финляндии.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӗтелли ҫинче апат-ҫимӗҫе, япалана нимӗҫле экономнӑ, тирпейлӗ тыткаласси пуҫ пулса тӑрать иккен, ҫавӑнпа та, пӗр енчен, хӑшпӗр чухне ытлашши хӑна сӗтел хушшине ларасран шикленнипе те пулас, мана гарнизона васкаса ӑсатать ӗнтӗ ку, — тесе шухӑшларӑм эпӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Аманнӑ лётчике вӑрманта чи малтан хай тупнӑ майпа, Серёнька халӗ носилка умӗпе мӑнкӑмӑллӑн пырать; вилнӗ ашшӗнчен юлнӑ пысӑк кӑҫаттисем юр ӑшне кӗрсе ларасран, вӑл асӑрханса утать, ҫав хушӑрах хӑй шурӑ шӑлӗсене кӑтартса чупакан ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ, хура сӑн-питлӗ ача-пӑчасем ҫине хаяррӑн кӑшкӑрса илкелет.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пушӑ ларасран хамӑрпа юнашар ҫуртри хваттере тара пама шухӑшларӑмӑр.
Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ
— Мӗншӗн тесен вӗрӳ-суру асамлӑхӗпе сиплӗхӗ пӗтсе ларасран хӑранӑ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Килте кичемленсе ларасран Тӑманлӑ Выҫлири кирпӗч заводне каҫхи хурала та ҫӳретӗп.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
16. Ӗнтӗ Клавда теекен пӗр утрава ҫитсе перӗнсен, карап ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр; 17. ӑна туртса хӑпартсан карапа хулӑн вӗренсемпе хытарса ҫыхрӑмӑр; ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса парӑса антартӑмӑр та вара ҫил еккипе уҫӑ тинӗсре ҫӳрерӗмӗр.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр, 34. ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19. эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20. хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.