Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, паллах, сапаланчӑклӑрах шухӑшлӑ ача пулнӑ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
— Эпӗ Гейнене юратмастӑп, — пуҫларӗ Катя, Аркадий тытнӑ кӗнеке ҫине кӑтартса, — вӑл кулнӑ чухне мар, макӑрнӑ чухне те мар — шухӑшлӑ чухне тата хурлӑхлӑ чухне ҫеҫ юрататӑп.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Николай Петровичӑн сӑн-пичӗ шухӑшлӑ пулчӗ.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Манӑн сӗнӳ ҫинчен шутласа пӑхсан, эсир вӑл тӗрӗс шухӑшлӑ, ҫӑмӑл пулнине ӗненме пултаратӑр.Обсудивши мое предложение, вы убедитесь, что оно исполнено здравого смысла и простоты.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эсӗ хӑвах каламарӑн-и ҫак паян, вӑл качча тӗлӗнмелле тухнӑ; ман шухӑшпа пуян старике качча тухасси — пӗрре те тӗлӗнтермӗш мар, пачах урӑхла, ырӑ шухӑшлӑ ӗҫ туни ҫех пулать.
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мӗнле кӑмӑллӑ-хавхалануллӑ унӑн шухӑшлӑ куҫӗ, мӗнле чуна хускатмалла таса унӑн уҫӑлнӑ, тем ыйтан тути, мӗнле пӗр тикӗс сывлать ҫитӗнсех ҫитеймен, ним те пӑлхатма ӗлкӗреймен кӑкӑрӗ, мӗнле таса та ачаш ҫамрӑк сӑн-пичӗ!
«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.
Вӑл мӗн каҫченех ҫапла хавассӑр та шухӑшлӑ ҫӳрерӗ.
XII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хулпуҫҫисене хуплакан сарӑ хӗрриллӗ хура тутӑр ҫыхнӑскер, вӑл халӑх хушшинче, кантӑк умӗнче тӑратчӗ, — унӑн шухӑшлӑ сӑнӗ тап-таса кантӑк ҫинче пит уҫӑмлӑ палӑратчӗ, — хӑй вӑл, ӗлӗкхи пек ҫӗре ҫитиех пуҫ тайса, лӑпкӑн та сумлӑн сӑхсӑхатчӗ.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Анчах Муций юлашки юррине пуҫласан — ҫав сасӑ сасартӑк вӑй илчӗ; янравлӑн та хӑватлӑн чӗтренсе кайрӗ; астаракан илӗртӳллӗ кӗвӗ вӑрӑммӑн туртнӑ сӗркӗч айӗн юхма тытӑнчӗ, тирне сӗрме купӑс ҫине сӑрнӑ леш ҫӗлен пек, илемлӗ авкаланса юхрӗ; сӳнми вутпа, иксӗлми уявлӑ савӑнӑҫпа ялкӑшса ҫунчӗ ҫав кӗвӗ — Фабин те, Валерин те чӗрисем шикленсе хытрӗҫ, куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ, Муций, пуҫне сӗрме купӑс ҫумне хӗснӗскер, шуралса кайнӑскер, куҫ харшисене пӗр ҫӗре пӗрнӗскер, пушшех шухӑшлӑ та мӑнаҫлӑ курӑнчӗ — сӗркӗч вӗҫӗнчи алмаз пайӑркаллӑ хӗлхемсем сапрӗ, хӑй те ҫав асамлӑ юрӑран вут тивертнӗ пек ҫунчӗ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Тӳррипе, Муций сӑнран сахал улшӑннӑ: ачаранпах кӗре ӳтлӗ пичӗ кӑнтӑр хӗвелӗпе ҫунса, пушшех тӗксӗмленнӗ, куҫӗсем путса кӗнӗ пекрех — ҫавӑ ҫеҫ; ҫапах та ҫав сӑн улшӑннӑ: шухӑшлӑ, мӑнаҫлӑ, чи хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен каланӑ чух та улшӑнмасть вӑл.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Эпӗ ӑна хальхи пек куратӑп, — хурлӑхлӑ, шухӑшлӑ, илемлӗ те пӗтӗм чунтан парӑннӑ, юратнӑ сӑнлӑ вӑл, ҫав хушӑрах ун сӑнӗнче темле ӗмӗт татӑлни палӑрать — урӑхла сӑмах тупаймастӑп та эпӗ.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
«Невски проспект», — тенӗ вӑл, — тарӑн шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ ҫырнӑ произведени; ку вӑл пӗр пурнӑҫах икӗ енчен илсе кӑтартни пулать, ку вӑл чаплӑ япалапа кулӑшла япалана пӗр-пӗринпе юнашар лартни пулать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Вӑл ӗнтӗ, ҫак ҫулсене ҫитнӗ ытти ҫынсем пекех, ҫамрӑксене пурне те хӑвӑра тытма пӗлместӗр, ытла ирӗк шухӑшлӑ ӳсетӗр тесе вӑрҫрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл нимӗҫсене тӳрех «ҫамкаран» ҫапассине вӑхӑтлӑха пӑрахас шухӑшлӑ пулса хакларӗ.Она сразу схватила и оценила его мысль о временном отказе от борьбы с немцами «в лоб».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Усал шухӑшлӑ ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне тӗшмӗртнӗрен пире те шанмасть.
Утакан утӑ купи // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.
Ачасем пӗр шухӑшлӑ пулса хӑвӑрт килӗсене чупрӗҫ.
Хӗвел пулса ҫӳрекенсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 14, 16 с.
Анчах Фомин ҫакӑн ҫинчен пӗлтерсен, казаксем пурте пӗр шухӑшлӑ пулчӗҫ: «Хамӑр округран тухмастпӑр!» — тесе татса каларӗҫ.Но когда Фомин объявил об этом казакам, те в один голос заявили: «Из своего округа не пойдем!»
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл вӑкӑрсене ӗрлесе хӑвалама чарӑнчӗ, майлӑрах вырнаҫса ларчӗ те, чӗн пушӑ тӳлемне пӳрнисемпе хыпашласа, вӑрахчен Григорие, унӑн шухӑшлӑ сӑн-питне, кӑштах усӑннӑ куҫӗсене вӑрттӑн сӑнаса пӑхса пычӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӳрессе вӑл ялан ваштах пусса ҫӳрет, хулӑнрах сасӑпа калаҫма тӑрӑшать, ҫивчӗ шухӑшлӑ сӑмахсем калама тесен каҫса каять.Он ходил всегда огромными шагами, старался говорить басом и очень любил всякие мудреные выражения.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Унӑн пӳрнеске пек каҫӑр сӑмсаллӑ ҫаврака пит-куҫӗ тарӑн шухӑшлӑ иккенне кӑтартать.Его круглое лицо с вздернутым носом показывало, что он в глубокой задумчивости.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.