Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XV

Пай: Ашшӗсемпе ывӑлӗсем

Автор: Феофан Савиров

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2020.05.16 09:26

Пуплевӗш: 94; Сӑмах: 1114

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Курӑпӑр, ку хӗрарӑм сӗтпе тӑранса ӳсекенсен хӑш разрядне кӗнине — терӗ тепӗр кунне Базаров Аркадие, Одинцова чарӑнса тӑнӑ гостиница картлашки тӑрӑх улӑхнӑ чухне. — Манӑн сӑмса кунта темӗнле майлах маррине сисет.

— Эпӗ санран тӗлӗнетӗп! — кӑшкӑрса ячӗ Аркадий. — Мӗнле? Эсӗ, эсӗ, Базаров, ҫав ансӑр мораль хыҫҫӑн каятӑн-и, ҫав…

— Эккей тӗлӗнтермӗш! — тирпейсӗррӗн пӳлсе хучӗ Базаров. — Хамӑр йышшисемшӗн хамӑр чӗлхепе «майлӑ мар» тени — «майлӑ» тенине пӗлтернине ӑнланмастӑн-и вара? Тупӑш пур пулмалла — акӑ мӗнле. Эсӗ хӑвах каламарӑн-и ҫак паян, вӑл качча тӗлӗнмелле тухнӑ; ман шухӑшпа пуян старике качча тухасси — пӗрре те тӗлӗнтермӗш мар, пачах урӑхла, ырӑ шухӑшлӑ ӗҫ туни ҫех пулать. Эпӗ хулари халапсене ӗненместӗп, анчах, хамӑрӑн нумай вӗреннӗ губернатор калашле, вӗсем тӗрӗс тесе шухӑшлама юрататӑп.

Аркадий нимӗн те тавӑрса каламарӗ, номер алӑкне шаккарӗ. Ливрей тӑхӑннӑ ҫамрӑк тарҫӑ вӗсене, ытти вырӑс гостиницисенчи пӳлӗмсем пекех, сӗтел-тенкелсем начар, ҫапах та чечексем лартса тултарнӑ пысӑк пӳлӗме илсе кӗчӗ. Часах чаплах мар ирхи платье тӑхӑннӑ Одинцова хӑй те тухрӗ. Вӑл ҫурхи хӗвел ҫуттинче тата та ҫамрӑкрах курӑнать. Аркадий ӑна Базаровпа паллаштарчӗ. Ҫав хушӑра вӑл Одинцова ӗнерхи пекех пӑлханманнине, Базаров именнине вӑрттӑн тӗлӗнсе сӑнарӗ. Хӑй именнине Базаров хӑй те туйса илчӗ те, кӳренсе кайрӗ. «Акӑ мӗнле! Хӗрарӑмран хӑрать пулать-и-ха!» — шухӑшларӗ вӑл, вара, кресло ҫине Ситниковран каях мар сарӑлса ларса, юриех ирӗклӗн калаҫма пуҫларӗ. Одинцова ҫутӑ куҫӗсене илмесӗр ун ҫине пӑхса тӑчӗ.

Анна Сергеевна Одинцова Николай Сергеевич Локтевран, паллӑ та хитре, картла выляма юратакан аферистран ҫуралнӑ. Вӑл, Петербургпа Мускавра вунпилӗк ҫула яхӑн шавласа пурӑннӑ хыҫҫӑн, пурлӑхне пӗтӗмпех выляса пӗтернӗ те яла куҫнӑ. Унта вӑл часах вилнӗ те, хӑйӗн икӗ хӗрӗ валли — ҫирӗм ҫулхи Аннӑпа вуникӗ ҫулхи Катерина валли — пӗчӗкҫӗ пурлӑх ҫеҫ хӑварнӑ. Вӗсен амӑшӗ, чухӑнланнӑ X… князьсен йӑхӗнчен тухнӑскер, упӑшки вӑйпитти чухнех Питӗрте вилнӗ. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Анна пурӑнӑҫӗ питӗ йывӑр пулнӑ. Петербургра илнӗ лайӑх воспитани ӑна кил- ҫуртри, хуҫалӑхри ӗҫсене тата ялти тӗксӗм пурӑнӑҫа чӑтма хатӗрлеймен. Вӑл пӗтӗм таврара та никама палламан, канашлама та унӑн пӗр ҫын та пулман. Унӑн ашшӗ кӳршӗсемпе хутшӑнасран пӑрӑнма тӑрӑшнӑ, вӗсене курайман, вӗсем те ӑна кашни хӑй майлӑ курайман. Вӑл ҫапах та пуҫне ҫухатман. Ҫавӑнтах хӑйӗн амӑшӗн аппӑшне, Авдотья Степановна X… княжнана, усал та йӑлӑхтармӑш карчӑка чӗнсе илнӗ. Ку вара, йӑмӑкӗн хӗрӗ килӗнче вырӑнаҫсан, пӗтӗм лайӑх пӳлӗмсене ҫавӑрса илнӗ, ир пуҫласа каҫченех мӑкӑртатнӑ, сада та хӑйӗн пӗртен-пӗр крепостной ҫыннисӗр, кӑвак позументлӑ, пӑрҫа тӗслӗ кивӗ ливрейлӑ, виҫкӗтеслӗ шӗлепке тӑхӑннӑ кичем лакейсӗр тухман. Анна мӑнаппӑшӗн пӗтӗм мӑшкӑлне чӑтса пурӑннӑ, майӗпен те хуллен йӑмӑкне воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫленӗ, ҫак тӗттӗм кӗтесрех типсе ларас шухӑшпа та килӗшнӗ… Анчах ӑна урӑххине курма пӳрнӗ пулнӑ. Ӑна ӑнсӑртран Одинцов тенӗскер, хӗрӗх ултӑ ҫула ҫитнӗ питӗ пуян ҫын, тӗлӗнтермӗш этем, хӑйне яланах чирлӗ тесе нӑйкӑшакан самӑр, йывӑр кӑмӑллӑ та йӳҫенчӗк, тӑнсӑр та мар, усал та мар ҫын тӗл пулнӑ, юратса кайнӑ та ӑна хӑй аллине сӗннӗ. Вӑл унӑн арӑмӗ пулма килӗшнӗ, лешӗ Аннӑпа пилӗк ҫула яхӑн пурӑннӑ та, вилнӗ чухне хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне ӑна парса хӑварнӑ. Анна Сергеевна упӑшки вилсен ҫулталӑка яхӑн ялтан та тухман, унтан йӑмӑкӗпе пӗрле ют ҫӗршыва кайнӑ, анчах Германире кӑна пулнӑ. Унта вӑл кичемленнӗ те … хулинчен хӗрӗх ҫухрӑмра ларакан хӑйӗн юратнӑ Никольскине пурӑнма тавӑрӑннӑ. Унта унӑн калама ҫук селӗм, лайӑх йӗркеленӗ ҫурт, оранжерейӑллӑ хӳхӗм сад пулнӑ. Одинцов виличчен хӑйне валли нимӗскер те хӗрхенмен. Хулана Анна Сергеевна питӗ сайра ҫӳренӗ, пуринчен ытла ӗҫпе кайнӑ, ун чухне те нумайлӑха мар. Губернире ӑна юратман, вӑл Одинцова качча кайнӑшӑн та ун ҫинчен нумай кӑшкӑрашнӑ, ун ҫинчен элек сарнӑ, ашшӗне вӑл жуликла ӗҫсенче пулӑшнӑ, ют ҫӗршыва та вӑл ахаль мар, хӑйӗн йӗрӗсене пытарасшӑн ҫеҫ кайса килне тесе калаҫнӑ… «Эсир ӑнланатӑр-и мӗн те пулин?» — тесе хунӑ сӑмаха вӗчӗхсе калакансем. — «Вутпа шыв витӗр тухнӑ вӑл», — тенӗ ун ҫинчен; губернири паллӑ шӳт тӑвакан ҫын яланах: «вӑл пӑхӑр труба витӗр те тухнӑ» — тесе хушса хунӑ. Ҫак сӑмахсем пӗтӗмпех ун патне ҫитнӗ; анчах вӑл итлемен вӗсене: унӑн характерӗ ирӗклӗ те ҫирӗп пулнӑ.

Одинцова кресло хыҫӗ ҫине таянса ларнӑ та, аллине алӑ ҫине хурса, Базаров калаҫнине итленӗ… Вӑл яланхинчен нумайрах калаҫнӑ, уҫҫӑнах хӑйпе калаҫакан хӗрарӑма йӑпатма тӑрӑшни палӑрнӑ. Ку Аркадие каллех тӗлӗнтерчӗ. Базаров хӑйӗн ӗмӗтне пурӑнӑҫа кӗртни-кӗртменнине вӑл ниепле те пӗлме пултараймарӗ. Анна Сергеевна сӑн-пичӗ тӑрӑх вӑл мӗн шухӑшланине пӗлме йывӑр: унӑн сӑн-пичӗ ялан пӗр пек, тараватлӑн та черченкӗн курӑнать; унӑн чипер куҫӗсем тимлӗн, ӑшри пӑлханусӑр тинкерсе итлетӗн ҫутӑлаҫҫӗ. Малтанлӑха Базаров хуҫкаланни ӑна кӑмӑла каймарӗ, унран лайӑх мар шӑршӑ е ҫивчӗ сасӑ пырса тивнӗ пек туйӑнчӗ; анчах вӑл Базаров именнине часах ӑнланса илчӗ те, ку вара ӑна йӑпатса та ячӗ. Пӗр тӑрлавсӑрлӑх ҫеҫ килӗшмерӗ ӑна, анчах Базарова никам та тӑрлавсӑр теме пултарайман. Аркадийӗн ҫав кун кунӗпех тӗлӗнмелле пулнӑ. Вӑл Базаров Одинцовӑпа, ӑслӑ хӗрарӑмпа калаҫнӑ пек, хӑй мӗне ӗненни ҫинчен тата хӑйӗн шухӑшӗсем ҫинчен калаҫасса кӗтнӗччӗ, мӗншӗн тесен Одинцова хӑех «нимӗскере те ӗненмесӗр пурӑнма хӑякан» ҫынна итлеме килӗшнӗччӗ. Анчах та ун вырӑнне Базаров медицина, гомеопати, ботаника ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Калаҫуран Одинцова пӗччен пурӑннӑ вӑхӑта ахалех ҫухатманни курӑннӑ: вӑл темиҫе лайӑх кӗнеке вуласа тухнӑ, вырӑс чӗлхипе тӗрӗс калаҫать. Одинцова сӑмаха музыка патне илсе пычӗ, анчах Базаров искусствӑна йышӑнманнине асӑрхасан, Аркадий халӑх мелодийӗсен пахалӑхӗ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ пулин те, хуллен ботаника ҫинченех калаҫа пуҫларӗ. Одинцова хӑйне шӑлнӗпе калаҫнӑ чухнехи пек тытрӗ: вӑл унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе ҫамрӑклӑхӗн уҫӑ чунне анчах хакланӑ пек курӑнчӗ. Тӗрлӗрен ыйтусем ҫинчен васкамасӑр, чӗррӗн пыракан калаҫу виҫӗ сехете ытла тӑсӑлчӗ.

Юлашкинчен ҫамрӑксем тӑчӗҫ те сывпуллашма пуҫларӗҫ. Анна Сергеевна вӗсем ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ, хитре те шурӑ аллине тӑсса пачӗ, кӑштах шухӑшласа тӑрсан, уҫҫӑнах та мар, анчах лайӑх кулӑпа кулса:
— Кичемрен хӑрамастӑр пулсан, господа, ман пата Никольскине пырӑр, терӗ.

— Ҫырлахсамӑр, Анна Сергеевна, — терӗ Аркадий: — эпӗ телей вырӑннех шутлӑттӑм…

— Эсир тата, мсьё Базаров?

Базаров пуҫ кӑна тайрӗ, Аркадийӗн юлашки хут тӗлӗнме лекрӗ; вӑл хӑйӗн тусӗ хӗрелнине асӑрхарӗ.

— Ну? — терӗ вӑл ӑна урамра: — эсӗ халӗ те вӑл — ой-ой-ой, тесех шутлатӑн-и?

— Кам пӗлет ӑна? Куратӑн, вӑл хӑйне менле шӑнтса лартнӑ! — тавӑрчӗ Базаров, вара кӑштах чӗнмӗсӗр пычӗ те, ҫакӑн пек хушса хучӗ: — герцогиня, пуян херарӑм. Унӑн хыҫала шлейф, пуҫне корона кӑна тӑхӑнса ҫӳремелле.

— Пирен герцогинясем вырӑсла ун пек калаҫмаҫҫӗ, — асӑрхаттарчӗ Аркадий.

— Пулса курнӑскер, тӑванӑм, пирӗн ҫӑкӑра ҫисе пӑхнӑскер.

— Ҫапах та хӳхӗм вӑл, — терӗ Аркадий.

— Ҫав тери пуян ӳт! — терӗ малалла Базаров: паянах анатоми театрне илсе кай!

— Чарӑн, турӑшӑн, Евгений! Ку нимӗне те юрӑхлӑ мар!

— Ну, ан ҫиллен, ачам. Каланӑ — пӗрремӗш сорт. Каяс пулать ун патне.

— Хӑҫан?

— Виҫминех хӑть. Мӗн тӑвас пирӗн кунта! Кукшинӑпа шампански ӗҫес-и? Санӑн хурӑнташупа либеральнӑй сановник калаҫнине итлесе пурӑнас-и?.. Виҫминех тухса вӗҫтерӗпӗр. Манӑн аттен пӗчӗкҫӗ усадьби те унтан инҫе мар. Никольское вӑл … ҫулӗ ҫинче вӗт-ха?

— Ҫапла.

— Optime. Тӑхтама кирлӗ мар: пӗр ухмахсемпе ӑслисем кӑна нумай тӑхтаҫҫӗ. Калатӑп сана: пуян ӳт!

Виҫӗ кунран икӗ юлташ Никольское енне каякан ҫулпа тухса ярӑнтарчӗҫ. Ҫанталӑкӗ хӗвеллӗ, анчах та ытлашши вӗри мар пулчӗ. Ямски тутӑ лашасем, пӗтӗрсе ҫыхса хунӑ хӳрисене суллакаласа, хавас кӑна чупса пыраҫҫӗ. Аркадий, ҫул ҫине пӑхса, сӑлтавсӑрах кулса пырать.

— Ырӑ сун мана, — кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Базаров: — паян июнӗн 22-мӗшӗ, манӑн менельник кунӗ. Курӑпӑр, мӗскер сунӗ вӑл. Паян мана килте кӗтеҫҫӗ, — хушса хучӗ вӑл, унтан сассине вӑйсӑрлатса: — Ну, кӗтӗҫин тата, мӗнех вара! — терӗ ерипен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех