Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӗвел пулса ҫӳрекенсем

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 14, 16 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 21:58

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 172

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Дима, Рома тата Валерик урампа туслӑн шӑкӑлтатса утаҫҫӗ. Шкултан таврӑнаҫҫӗ вӗсем. Тӑкӑрлӑка кӗрсен:
— Пӑхӑр-ха, — терӗ Дима тӗлӗнсе.
— Ҫӳппи кинеми кӗреҫепе чавать те хыҫҫӑн аллисемпе хыпалать.

— Мӗн те пулин ҫухатман-ши? — хулне кӑлт сиктерчӗ Рома.

— Ҫӗр улми кӑларать вӑл, — тавҫӑрчӗ Валерик. — Куҫӗ япӑх курнӑран ҫапла нушаланать ӗнтӗ.

— Атьӑр пулӑшатпӑр ӑна, — сӗнчӗ Дима.

Ачасем пӗр шухӑшлӑ пулса хӑвӑрт килӗсене чупрӗҫ. Унтан шкул тумне улӑштарса пахчана ҫитрӗҫ.

— Ҫӳппи кинеми, эсир ларса канӑр. Ывӑнтӑр пуль. Эпир хамӑрах, — хавассӑн калаҫрӗҫ тантӑшсем.

Хӑшӗ кӗреҫе, хӑшӗ карҫинкка илсе ӗҫе пикенчӗҫ…

Ачасен алӑ-ури ҫӑмӑлран нумай та вӑхӑт иртмерӗ — ӗҫ вӗҫленчӗ те. Ҫӗр улми сакайне кулюкка пек вӗҫсе кӗчӗ. Савӑннӑ кинеми ачасене апата чӗнчӗ.

— Ан чӑрманӑр. Эпир выҫӑ мар, — терӗ виҫӗ тус. — Улма кӑларасси пирӗншӗн ним те мар, мечӗкле вылянӑ вырӑнне кӑна.

— Эй, савӑнӑҫ! Ку чухнехи ачасем хӗвел пулса ҫӳреҫҫӗ, — тӗлӗнет кинеми. — Ҫуркунне ҫӗр улми лартма тухнӑччӗ. Хӗр ачасем килчӗҫ те йышпа вӑр-вар пулӑшрӗҫ. Улма пӑрахасси шакки чулӗ ывӑтнӑ пек ҫеҫ терӗҫ, чей ӗҫме те кӗмерӗҫ. Кӗркунне ҫитрӗ те, маттур каччӑсем кӑларса пачӗҫ иккӗмӗш ҫӑкӑра. Пулӑшакансем пулсан хал ҫуккин те ӗҫ вӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех