Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
виҫҫӗ (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пӗр сехет иртрӗ, унтан иккӗ, виҫҫӗ иртрӗ, ҫапах та Ваня тавӑрӑнмарӗ.

Но прошёл час, потом два, потом три, а Ваня не возвращался.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӗтӗмпе — виҫҫӗ пулать.

Итого – три.

11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӗрре те, иккӗ те, виҫҫӗ те мар пирӗн столица — Мускав, тӑван ҫӗршыв ячӗпе, Ахунбаев батальонӗпе Енакиев батареи ҫапӑҫнӑ фронта чысласа, Кремль ҫинчи каҫхи пӗлӗтсене ҫулӑмлӑ залпсемпе ҫутатнӑ.

Не раз и не два и даже не три раза столица наша Москва от имени Родины озаряла вечерние тучи над Кремлём огненными залпами в честь доблестного фронта, где воевали батальон Ахунбаева и батарея Енакиева.

2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Чи ҫамрӑкки — Дмитрийпе Анжелика Григорьевсен Ульяна ятлӑ хӗр ачи часах виҫҫӗ тултарать.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Арҫын ачасен ушкӑнпа канмалли пӳлӗм виҫҫӗ таранах.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ҫавах та ултӑ соткӑ питӗ нумай вӑл, виҫҫӗ пама пултаратӑп.

Но шесть соток это очень много, могу дать три сотки.

Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Виҫҫӗ тетӗн-и, ҫителӗклех апла…

Трое говоришь, тогда достаточно.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Килте виҫҫӗ.

Дома – трое.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тваттӑ — Урӑх шутламастӑп, Аншарлине памасассӑн Урӑх ташламастӑп.

Один, два, три, четыре — Больше не сосчитаю, Самогонку не дадите Больше не станцую.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ванькка, эпир санпа тантӑшсем, пӗрре; юлташсем, иккӗ; вӗрентешсем, пӗр класра вӗреннӗ, виҫҫӗ.

Ванька, мы с тобой ровесники, раз; друзья, два; одноклассники, три.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

«Тӑххӑр» вырӑнне «иккӗ», «саккӑр» вырӑнне «виҫҫӗ» ҫырса пӗтернӗ.

Вместо «девяти» написали «два», вместо «восьми» — «три».

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Виҫҫӗ пулнӑ пулсан, вуҫех урӑхлаччӗ.

Было бы три, тогда другое дело.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫур ҫӗрте усал тухать, тен, иккӗ те, виҫҫӗ те тухӗ.

ровно в полночь явится черт, а может, два или три.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ

Один, два, три...

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Унтан — турӑ калашле виҫҫӗ пултӑр терӗм.

Потом - сказал пусть будет три, как бог любит.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Вӗренӳре те ӗлкӗрсе пынӑ, манӑн дневникре «виҫҫӗ» паллӑ пулман.

И в учебе успевал, в моем дневнике "троек" не было.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Саша вара хӑш чухне «виҫҫӗ» илнин сӑлтавӗ почеркӗ начар пулнинче тесе ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Пӳлӗм алӑкӗн каҫҫакӗ хӗррине вырнаҫтарнӑ шӑнкӑрав тӳми ҫине пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… пусрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Виҫҫӗ» хисепӗн асамлӑ пӗлтерӗшӗпе психологи параллельлӗхӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

ЕШӖЛВАР муниципаллӑ районӗнче кӑҫал ҫул ҫитменнисен хушшинче пӳкле вилӗмпе (суицид) вилнӗ пӗр тӗслӗх (2006 ҫулта –виҫҫӗ) пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех