Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта Полли мӑнаккӑшӗ, Сид, Мэри тата Джо Гарперӑн амӑшӗ лараҫҫӗ, вӗсем темӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Тетя Полли, Сид, Мэри и мать Джо Гарпера сидели и разговаривали.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсем ҫаван пек чапа тухма май килнине вӗсем темӗн пекех мухтанчӗҫ.

Они гордились своим новоявленным величием.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑрахут тавра темӗн чухлӗ кимӗ йӑшӑлтатать, анчах ачасем ҫав кимӗсем ҫинче ларакан ҫынсем мӗн тунине инҫетрен кураймарӗҫ.

Лодки плыли вниз по реке рядом с пароходиком, сновали вокруг него, но издали мальчики не могли разобрать, что делают сидящие в них люди.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ытти пирачӗсем, ун ҫине пӑхса, ӑна темӗн пекех кӗвӗҫрӗҫ, питех те ырӑ туйӑнакан лайӑх мар япалана май килнӗ таран часрах вӗренсе ҫитес тесе шут тытрӗҫ вӗсем хӑйсен ӑссӗн.

Остальные пираты только завидовали этому царственному пороку и втайне решили обучиться ему поскорее, не откладывая дела в долгий ящик!

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӑнаккӑшӗн сассинче темӗн сисӗнчӗ, ҫавӑнпа Том сыхланарах тӑчӗ.

— В ее голосе было что-то такое, что заставило Тома насторожиться.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унсӑр пуҫне тата, вӑл кашни кунах ӑна темӗн тӗрлӗ шарлаттанла имҫамсем ӗҫтерчӗ.

Измерив его емкость, словно это был кувшин, а не мальчик, она каждый день до отказа наливала его каким-нибудь шарлатанским пойлом.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ывӑнма та пӗлмесӗр вӑл темӗн тӗрлӗ медицина опычӗсем те туса хӑтланчӗ.

В своих опытах она доходила до крайностей.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав тапхӑрта темӗн пулма пултаратчӗ, ӑна калама хӗн, анчах, телее пула, ҫав тапхӑрта Полли мӑнаккӑшӗ пӑшӑрханнӑ пек пӑхни иртсе кайрӗ те, вӑл, хӑй те пӗлмесӗрех, Тома ҫӑлӑнса тухма пулӑшрӗ.

Неизвестно, чем бы это могло кончиться, но, к счастью, выражение заботы сошло с лица тети Полли, и она, сама того не зная, пришла Тому на выручку.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавна темӗн тӗрлӗ те каласа хӑтлантӑн.

Заладил одно и то же.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑрушӑ япала пӗлсе тӑнипе тата хӑй темӗн лайӑх мар тунӑ пек ӳкӗнсе асапланнипе ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр эрне хушши ҫӗрле йӗркеллӗ ҫывӑраймарӗ.

Ужасная тайна и муки совести не давали Тому спать спокойно целую неделю после этого события.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вӑл ҫапла каларӗ: — Мана темӗн систерсе тӑчӗ: эпӗ ҫавӑнта каялла таврӑнса тупмасан… — Вӑл шартах сикрӗ, шанчӑка йӑлтах ҫухатса, алӑпа сулчӗ те: — Кала вӗсене, Джо, кала вӗсене, халӗ ӗнтӗ нимӗн тумалли те ҫук… — терӗ.

Потом он сказал: — Что-то мне говорило, что если я не вернусь сюда и не отыщу… — Он задрожал, потом вяло махнул рукой, как будто сознаваясь, что побежден, и сказал: — Скажи им, Джо, скажи им, что толку теперь молчать?

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав шухӑш ӑна темӗн ырӑ мар пуласси ҫинчен систерчӗ.

Эта мысль вызвала у него самые мрачные подозрения.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Лешсем ӑна хирӗҫ темӗн мӑкӑртатса илчӗҫ те малаллах чаврӗҫ.

Что— то проворчав в ответ, Мэф Поттер с индейцем Джо продолжали копать.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав кӗлеткесем умӗнче авалхи йышши шӑвӑҫ хунар чӳхенсе пычӗ, ҫӗр ҫинелле вӑл, чӗкеҫ шатрисем тӑкнӑ пекех, темӗн чухлӗ ҫутӑ хӗмсем тӑкать.

Раскачивая старый жестяной фонарь, от которого на землю ложились бесчисленные пятнышки света, точно веснушки.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темӗн пек чапа тухсан вара, вӑл сасартӑк ӗлӗкхи тӑван хулана килет те, пӗтӗмпех хӗвелпе пиҫсе хуралса, кушӑхса пӗтнӗскер, чиркӗве пырса кӗрет.

И вот, в зените своей славы, он вдруг появится в родном городе и войдет в церковь, загорелый и обветренный.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки сасартӑк темӗн лайӑх маррине сисрӗ.

Скоро Бекки начала подозревать что-то недоброе.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑйӑр сехечӗ ӳкерчӗ, ун ҫумне тулли уйӑх майлаштарса хучӗ, улӑм пӗрчи пек алӑ-урасем ӳкернӗ, чарса пӑрахнӑ пӳрнисем хушшине темӗн пысакӑш веер тыттарчӗ.

Том нарисовал песочные часы, увенчанные полной луной, приделал к ним ручки и ножки в виде соломинок и вооружил растопыренные пальцы огромным веером.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Атту пӗркунне эсӗ мана ахалех темӗн чул кӗттерсе тӑратрӑн.

А то прошлый раз ты меня просто так заставил ждать.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йӗмӗ хӑрах енчи ҫакки ҫинче ҫеҫ ҫакӑнса тӑнӑ, хыҫалтан пӑхсан, темӗн пысӑкӑш пушӑ михе пек лӗнчӗртетсе ҫӳренӗ, аялта вара шерепепе эрешленӗ майлӑ пулнӑ.

Штаны держались на одной подтяжке и висели сзади мешком.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн шлепки темӗн пысӑкӑш ишӗлсе аннӑ япала пек курӑнса ларнӑ: хӗррисенчен аялалла ҫур уйӑх евӗрлӗ пысӑк татӑк усӑнса тӑнӑ.

Вместо шляпы он носил какую-то просторную рвань, от полей которой был откромсан большой кусок в виде полумесяца.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех