Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑхра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл самантлӑха куҫне хупрӗ те тӑрисем ҫывӑхра тата таҫта аякра юрӑ шӑрантарнине, курӑк ҫисе ҫӳрекен лашасем харт та харт тулхӑрса илнине, ҫӑварлӑх тимӗрӗсен чӑнкӑл-чанкӑл сассине, ҫамрӑк курӑк хушшинче ҫил вӑштӑртатса вӗрнине илтрӗ…

На минуту он закрывал глаза и слышал близкое и далекое пение жаворонков, легкую поступь и фырканье пасущихся лошадей, звяканье удил и шелест ветра в молодой траве…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фомин хӑйӗн хурӑнташӗсене ҫывӑхра хӑш хуторта утланса ҫӳреме юрӑхлӑ лашасем пурри ҫинчен пӗлме, кунпа пӗрлех тата округра пулса иртекен пӗтӗм ӗҫ-пуҫ ҫинчен хӑйне кашни кун хыпар парса тӑма хушрӗ.

Фомин поручил своим родственникам разузнать, на каком из ближайших хуторов есть годные под верх лошади, а также велел ежедневно сообщать ему обо всем, что происходило в округе.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӑшман ҫывӑхра та пулма пултарать, вӑл пехота мар сире.

— Противник может быть и близко, это вам не пехота.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр самантранах ҫывӑхра аҫа ҫапрӗ те хамӑр сулӑ ҫӗкленсех ӳкет пулӗ, терӗм.

Через секунду где-то рядом так грохнуло, что, казалось, весь плот подпрыгнул.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хам шутланӑ тӑрӑх пӗтӗмпе вуникӗ километра яхӑн иртрӗмӗр пулмалла, анчах ҫывӑхра хула пурри нимӗнрен те курӑнмасть-ха.

По моим подсчетам, пройдено уже около двенадцати километров, но пока не замечено признаков близости города.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫывӑхра та пулаҫҫӗ.

— Будут близко…

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нимӗн те ӑнланман ҫын хайхи, ҫывӑхра шыв ҫуккипе кӑвакал ӗрчетни пайтасӑрри ҫине йӑвантарса, хӑйне ҫырлахтаракан явап памасан, Прохор калама ҫук тарӑхса каять, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрӑхтарса ятласа хӑварать: «Чух-чухсем пек ним йӗркесӗр пурӑнатӑр!

И когда недоумевающий житель отвечал отрицательно, ссылаясь на то, что поблизости нет воды и уток разводить нет расчета, Прохор с уничтожающим презрением цедил: «Живете тут, чисто нелюди!

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнтанпа, хирӗҫ-мӗн пулсан, вӑл Мелеховсене нихӑшне те сывлӑх сунмарӗ, сӑмса шӑтӑкӗсене саркалантарса, вӗсен умӗнчен эсрелле мӑнаҫлӑн пӑрӑнса иртрӗ, анчах Мишаткӑна ӑҫта та пулин курсан, шиклӗн йӗри-тавралла пӑхкаларӗ те, ҫывӑхра никам та ҫук пулсан, — ун патне ыткӑнса пычӗ, пӗшкӗнсе кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ, ачан хӗвелпе пиҫнӗ пӗчӗк ҫамкипе мелеховсенле сивлекрех хура куҫӗсенчен чуптуса, кулса та макӑрса, ҫыхӑнусӑррӑн пӑшӑлтатрӗ:

С той поры при встречах она не здоровалась ни с кем из Мелеховых, с сатанинской гордостью, раздувая ноздри, проходила мимо, но, завидев где-нибудь Мишатку, пугливо оглядывалась и, если никого не было поблизости, подбегала к нему, наклонившись, прижимала его к груди и, целуя загорелый лобик и угрюмоватые черные, мелеховские глазенки, смеясь и плача, бессвязно шептала:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кайӑрах майӗпен, хӑваласа ҫитетӗп эпӗ! — кӑшкӑрчӗ хӗрлӗ сухал ҫывӑхра чарӑнса тӑнӑ казаксене.

Езжайте помаленьку, я догоню! — крикнул бородач приостановившимся неподалеку казакам.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫывӑхра тупӑ сассисем кӗрӗслете-кӗрӗслете кайнӑ чухне Андреянов кашнинчех ҫӳҫенсе илчӗ; пӗверӗ ыратни ҫине ярса, юланутлӑ екки килмесӗр ларса ҫӳрерӗ; штаб ҫумӗнчи хурала вӑйлатас тесе ывӑна пӗлмесӗр тӑрӑшрӗ; казаксем ҫине ютшӑнса пӑхрӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, вӑл каланӑ тӑрӑх, 1917 ҫулта пурте сутӑнчӑксем пулнӑ та, ҫавӑнтан вара вӑл «кӗҫен чинсене» пурне ним уямасӑр кураймасть иккен.

От близких орудийных выстрелов полковник Андреянов вздрагивал, верхом ездил неохотно, ссылаясь на болезнь печени; неустанно заботился об увеличении охраны при штабе, а к казакам относился с плохо скрываемой неприязнью, так как, по его словам, все они были предателями в 1917 году, и с этого года он возненавидел всех «нижних чинов» без разбора.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юр вара, ун йӗррине хупласа, ҫывӑхра ларакан пилешсен вут-хӗмне сӳнтерсе, ун чӗринчи пурнӑҫ тӑршшӗпех пырас пек хаваслӑ туйӑмсене ӗмӗрлӗхех пытарса, ҫаплах ҫунӑ та ҫунӑ.

А снег все сыпал и сыпал, заметая ее следы, гася пламя ближних рябинок, навсегда хороня в душе то, что, казалось, будет цвести в ней целую жизнь.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл куҫӗсемпе вешалкӑ шырарӗ, анчах тупаймарӗ те пальтона ҫывӑхра ларакан пукан ҫине пӑрахрӗ, шлепкине, пӗчӗк ача пек, алӑк тӑрринчи пӑланӑн туратлӑ мӑйраки ҫине ывӑтрӗ, шлепке мӑйракаран ҫакланчӗ…

Он поискал глазами вешалку и, не найдя ее, бросил пальто на стоявший поблизости стул, а шляпу швырнул, как мальчишка, па ветвистые оленьи рога над дверью, и она там зацепилась.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн ҫара пуҫӗ ҫине лаша ҫӑварӗнчен юхса аннӑ ӑшӑ кӑпӑк ҫыххи татӑлса анчӗ; ҫав самантрах вара, таҫта ытла та ҫывӑхра, ун пуҫӗ тӗлӗнчерех, темле арҫын, кӗскен те хӑрушшӑн ӳлесе, хаяррӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ:

Клуб теплой лошадиной пены упал ему на обнаженную голову, и почти сейчас же где-то очень близко, над самой его головой, прозвучало короткое и страшное мужское рыдание, крик:

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑхра хӗрлисем ҫук-и, асатте?

— Красных поблизости нету, дедушка?

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ыттисем ҫывӑхра чӗлӗм туртса ларчӗҫ.

Остальные сидели около, курили.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ҫывӑхра затвор шакӑртатса илнӗ сасӑ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Григорий повернулся на близкий щелк затвора.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑхра ҫул айккинчи хытхура тӗмӗсем, тикӗс мар сӑртсем, шӑртланчӑк тип ҫырмасем хирӗҫ килнӗ пек курӑнаҫҫӗ, аякра, ҫунапа тан шуса, юрлӑ хирсем кӑнтӑралла кукӑрӑлса куҫаҫҫӗ.

Вблизи бурьяны над дорогой, холмистая зыбь, щетинистые буераки наплывали навстречу, а дальше снежные поля, кружась, шли на юг вровень с санями.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Атарщик ҫывӑхра пулмарӗ, — вӑл, ҫурӑмне тата тусанланса пӗтнӗ вӗри атӑллӑ чармак урисене хӗвелпе пӗҫертсе, ҫеҫенхирте ыйха туртса выртрӗ.

Атарщика возле не было — он спал в степи, подставив солнцу спину и раскоряченные ноги в пыльных накаленных сапогах.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун кӗтӗвӗ ӑҫта та пулин ҫывӑхра курӑк ҫисе ҫӳрерӗ.

Косяк ходил где-нибудь неподалеку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Маска тӑхӑннӑ офицерсемпе ҫывӑхра тӑракан казаксем вӗткеленсе ӳкрӗҫ, Подтелковӑн вӑйсӑрланнӑ йывӑр кӗлеткине, мекеҫленкелесе, аран-аран пукан ҫине хӑпартса тӑратрӗҫ.

Офицеры в масках и ближние казаки затомашились, с трудом подняли на табурет обессилевшее тяжелое тело.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех