Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутма (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи арӑмӗ алӑк уҫса пӑхрӗ те: пир сутма килчӗҫ, сире кирлӗ пулмӗ-ши, тухса пӑхмӑр-ши, терӗ.

Хозяйка выглянула из двери с предложением посмотреть полотно: принесли продавать, так не понадобится ли?

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кирлӗ тӗк сутма пултаратӑп.

Могу продать, если хочешь.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсене яланах сутма та, илме те пулать.

Их всегда можно было купить и продать.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик тӑхӑр ҫула кӑна ҫитнӗ пулсан та, аслашшӗ ӑна ҫак пысӑк ӗҫе тума — пулӑ сутма шанса ярать.

Хотя Гаврику едва минуло девять лет, но дедушка легко доверял ему такую важную вещь, как продажа рыбы.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Асанне хӑш-хӑш кун ик-виҫ ҫӗр скумбри илсе каятчӗ сутма.

В иной день по две, по три сотни тащила покойная бабушка на привоз.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Архангельскри промышленниксем унӑн пиччӗшне, экспедицине кайма тесе, ҫӳреме юрӑхсӑр йытасем сутни ҫинчен тата ҫиленерех ҫырнӑ вӑл, ҫав йытӑсене, имӗш, хулари ачасем те мӑшӑрне «ҫирӗм пуса» сутма пултарнӑ пулать.

С ещё большей горечью он писал о том, как архангельские промышленники обманули его брата, подсунув ему плохих, невыезженных собак, едва ли не проданных уличными мальчишками «по двугривенному за пару»,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн лайӑх готовальня пурччӗ, эпӗ ӑна та хампа пӗрле илме шутларӑм, аптӑраса ҫитсен сутма та юрать-ҫке-ха.

У меня была хорошая готовальня, и я решил захватить ее с собой — на всякий случай, чтобы продать, если придется туго.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Курткӑна сутма шутланӑччӗ — хам шутланӑ тӑрӑх, уншӑн вунпилӗк миллион илме пулатчӗ пек.

Курточку решено было загнать, — по моим расчетам, за нее можно было взять миллионов пятнадцать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хӑна тума валли» тени вӑл пирӗн ӗҫ укҫи пулать (каярах эпӗ те сутма пуҫларӑм), чӑннипех те, эпир кашнинех хӑна тӑваттӑмӑр: «Тархасшӑн, туртса пӑхӑр»; анчах та пируса илекен леш айван ҫын уншӑн пире пӗр пус таранчченех тӳлесе тататчӗ.

«На угощенье» – это был наш чистый заработок (потом и я стал торговать), потому что мы действительно всех угощали: «Курите, пожалуйста»; но тот наивный покупатель, который принимал угощение, непременно платил за него чистоганом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Покровск слободинче пурнакан китаецсем килтех пирус тӑватчӗҫ, ҫав пируссене сутма вара ачасене тара тытатчӗҫ.

Китайцы, жившие в Покровской слободе, набивали гильзы и нанимали мальчишек торговать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл сутма ҫӑпата тӑватчӗ.

которая плела лапти на продажу,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш-хӑш чухне вӑл атӑ ҫӗлет, сӗреке-атма таврашсем ҫыхать, сутма валли ӑвӑсран тӗрлӗ-тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем, лашасем касса кӑларать.

Иногда он шил сапоги, иногда плел сети или вырезывал из осины фигурки птиц и коней на продажу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кунне ирпе ирех Казбич пырса ҫитрӗ, сутма тесе вӑл пӗр вунӑ така ертсе килчӗ.

На другой день утром рано приехал Казбич и пригнал десяток баранов на продажу.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сӗт сутма кайнӑ хӗрарӑмсем, аманнисене вырӑн парса, саксем ҫинче ҫӑт-ҫӑтрах ларчӗҫ.

Молочницы стали тесниться на скамейках, уступая раненым место.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑй хальлӗн сутма сӗт йӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Ҫук, пирӗн Раҫҫейре хӗҫпӑшала уҫҫӑн сутма ирӗк памалла мар.

Нет, у нас в России никак нельзя узаконить свободную продажу оружия.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кӑвакарчӑнсене сутма, урӑхла каласан.

Продавать голубей, говоря иначе.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тырӑ вӑрласа сутма каясшӑн пулнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Куракансем тӳрех шутлӗҫ хуралҫӑ ҫывӑхри касса тырӑ сутма каясшӑн пулнӑ тесе…

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Сутма вара эсӗ ӑна хамӑр ялсене ҫавах сутаймӑн, таҫтан аякран килекен йӑх-яха ху сутас темӗн.

Нашим деревенским ты всё равно продать не сможешь свой дом, а чужакам сама не захочешь продавать.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех