Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наталья, тем пирки шухӑша путса, хӗвеланӑҫ еннелле тинкерет; унӑн лӑпкӑ пичӗ тӑрӑх анса ларакан хӗвелӗн пӑхӑр пек хӗрлӗ пайӑркисем шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑрла тӗлнелле ҫапӑҫу хӗрсе ҫитрӗ те, хӗвеланӑҫ ҫилӗ артиллери персе тӑракан сасӑсен кӗрлевне Дон тӑрӑх чылай аякка хӳтерсе кайса сапаларӗ.К полудню бой разгорелся, и западный ветер далеко по Дону нес гул артиллерийской стрельбы.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юнкерсен училищине вӗренсе пӗтерсен, ӑна казаксен Хӗвеланӑҫ фронтри пӗр полкне ҫапӑҫма янӑ.По окончании юнкерского училища он был направлен на Западный фронт, в один из казачьих полков.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрлисем Вешенскине хӗвелтухӑҫ енчен хупӑрласа илме талпӑнас-мӗн пулсан, сулахай фланга ҫирӗпленме тата Татарскипе Лебяжински сотнисене тӑшмана тытса чарма пулӑшма тесе, вӑл Ерински хуторне виҫҫӗр хӗҫ (юланутлӑ казак) кӑларса ячӗ: Базки хуторӗн сотнине хӗвеланӑҫ енчен, Дон тӑрӑх анатарахран, пулӑшма Вешенски станицӑн иногородни (казак мар ҫынсенчен йӗркеленӗ) дружинипе Чир станицин пӗр ҫуран сотнине ячӗ; хӑрушӑрах участоксене сакӑр пулемет вырнаҫтарса тухрӗ те, тул ҫутӑласса кӗтсе илме тата хӗрлӗармеецсене утлӑ стройпа тапӑнма тесе, ҫур ҫӗр иртни икӗ сехет ҫитес умӗн икӗ юланутлӑ сотньӑпа Ҫунӑк вӑрман хӗррине пырса вырнаҫрӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫил вӑйлӑрах вӗрсе ячӗ, тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫесен тӑррисене хӗвеланӑҫ еннелле аврӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ял ҫинче тӳпе ҫунтарса ярас пек вӗри тӑнӑ, каҫсерен хӗвеланӑҫ вут-хӗмӗн ялкӑшса ҫуннӑ, вара шӑпланнӑ пӳртсем ҫине, ҫавӑнтан-и, тен, вӗри сывлӑш капланса пынӑ, пӑчӑ пулнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Бригада, ҫапӑҫусене кӗре-кӗре, Донӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх Казански станица ҫӗрӗнчен Усть-Хопер станицин хӗвеланӑҫ енчи пирвайхи хуторӗсем таран поход йӗркипе малалла куҫса пычӗ, сылтӑм флангӗпе Чир хуторӗсене йышӑнса илчӗ те унтан тин, Дон тӑрӑхӗнче пӗр-икӗ эрне чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, каялла кайма тухрӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Старик, чӗлпӗре аллинчен ярса, кивӗ казак карттусне хывса тытрӗ, утнӑ ҫӗртех сӑхсӑхса, питне хӗвеланӑҫ еннелле пӑрчӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗвеланӑҫ енчен хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава ҫӗкленнӗ казаксен юланутлӑ икӗ сотни Усть-Хопер станицине ыткӑнса кӗчӗ, Дон хӗрринчи сӑртсен кӑнтӑр енчи тайлӑмӗнчен казаксен пехоти анчӗ, ҫурма сотня хуралласа пыракан штабпа пӗрле пӑлхавҫӑ-казаксен 6-мӗш уйрӑм бригадин командирӗ Богатырев хорунжи ҫитрӗ.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юри чаканҫи туса, вӑл вӗсене Каргинскине илӗртсе кӗртме, ҫав вӑхӑтрах вара, Рябчиковӑн юланутлӑ полкне хӗвеланӑҫ енчен — Гусынка ҫырмипе, хӗвелтухӑҫ енчен Грачи шырланӗ тӑрах ярса, хӗрлисене ункӑна хупма, унтан вӗсене питӗ вирлӗн пырса ҫапма шутларӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Батарея хушса парса ҫирӗплетнӗ Мускав полкӗн батальонӗ, Усть-Хопера хӗвеланӑҫ енчен хӳтелесе, Дон хӗррипе тӑсӑлакан Крутовски хуторне йышӑнса илчӗ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Масар шӑтӑкне ӑна христиансен йӑлипе — пуҫне хӗвеланӑҫ еннелле туса — вырттарчӗҫ; ҫиелтен ҫӑра хура тӑпрапа витрӗҫ.Положили в могилу по-христиански: головой на запад; присыпали густым черноземом.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗвеланӑҫ енче хура пӗлӗтсем капланнӑ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗтреллӗ хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил хускатнипе, картта алӑсем айӗнчен вӗҫерӗнсе тухас пек кӑштӑртатса варкӑшать.Карта под ветром, налетевшим с пасмурного запада, трепыхалась, с шорохом рвалась из рук.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫунаттисемпе сайра хутра авӑсса илсе, вӗсене сара-сара ярса, вӑл ҫиле хирӗҫ вӗҫсе пырать; сывлӑш хумӗ чӳхентернипе чалӑшса, тӗксӗм хӑмӑр ҫунаттисене йӑлтӑртаттарса, таҫта хӗвеланӑҫ еннелле вӗҫет, аяккалла кайса пынӑ май пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленсе курӑнать.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун хыҫҫӑн Лиховидов Италине куҫса каять, Балкан тӑвӗсем тӑрӑх ҫаврӑнса ҫӳрет, Румынире, Европӑн хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗнче пулать, темлерен ҫеҫ Испание пырса ҫакланаймасть.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чылай генералсем хӑйӗн шухӑшне ырласа йышӑннине кура, Корнилов Великокняжески станицӑн хӗвеланӑҫ чиккинелле ӳкме, ҫарӑн стройпа пыма пултарайман пайне поход вӑхӑтӗнче утсем ҫине лартса, Кубань еннелле ҫаврӑнса кайма шутласа хурать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Усть-Невинскинчен пӗренесем виҫӗ еннелле кайнӑ: пӗр обозӗ, икӗ километра тӑсӑлса, Рощенски ҫулӗпе кайса, часах ҫеҫенхирте курӑнми пулчӗ; тепри Кубань хӗррипе, Родниковски еннелле кайрӗ; виҫҫӗмӗшӗ хӗвеланӑҫ еннелле, Шурӑ Мечеть патнелле тӑсӑлчӗ, — сӑртсем ҫинче, калча ҫинче, хура пусӑра сарӑ улӑп пек юпасем выртса тухрӗҫ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗвеланӑҫ тахҫанах сӳнчӗ, пӳрт хыҫӗнчен уйӑх хӑпарчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аялтах, хӗвеланӑҫ енче, уйӑх тӑнӑ, уйӑх ҫути чалӑш ӳкнипе пӳрт ҫийӗсен пӗр енӗ тӗттӗм пулнӑ, уйӑх ҫути ӳкнӗ ҫӗрте юр ҫав тери йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑнӑ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.