Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпартса (тĕпĕ: хӑпарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл койка ҫине тӑрса ларчӗ те, одеялне янахӗ таранах, туртса хӑпартса, каласа пама тытӑнчӗ.

Он сел на койке, натянул до подбородка одеяло и стал рассказывать.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл, ним тӑвайманнипе, Зиночка ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те, брюкине вӑраххӑн хӑпартса, сӗтел умӗнче хӑйӗн сӑран протезӗсем ҫинче чылайччен тӑчӗ.

Он беспомощно оглянулся на Зиночку, медленно поднял брюки и так и остался стоять перед столом на кожаных своих протезах.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫав енче хурахсем пурри палӑрса, таврари халӑх сехрине хӑпартса пӗтернӗ.

В … появились разбойники и распространили ужас по всем окрестностям.

VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑшӗ-пӗрисем ӑна кура Дубровский пек пулма хӑтланса, кӳршӗ улпута ҫав тери парӑнса тӑрасран хӑтӑлма пӑхнӑ иккен те, анчах Кирила Петрович ҫийӗнчех вӗсен сехрине хӑпартса, унашкал хӑтланассинчен яланлӑхах пистернӗ, пӗр Дубровский кӑна вӑл картана кӗмесӗр юлнӑ.

Некоторые пытались было ему подражать и выйти из пределов должного повиновения, но Кирила Петрович так их пугнул, что навсегда отбил у них охоту к таковым покушениям, и Дубровский один остался вне общего закона.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

- япалана яланах тӳнтер енӗпе, тӳмисене тӳмелесе, молнине хӑпартса ҫумалла;

Куҫарса пулӑш

Пуховик ҫӑватпӑр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Чӑн та, хӑйсем тӑрӑшнӑран, Турри пулӑшнӑран хӑтлӑ ҫурт хӑпартса лартнӑ Уткинсем.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

(Тӑрук сассине хӑпартса).

(Повышая голос).

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Кулса ярать. Унтан тӑрук клма чарӑнать те сасне хӑпартса ҫирӗппӗн ыйтать.)

(Смеется. Потом резко перестает смеяться, и, повышая голос, обращается к Юре.)

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Сассине хӑпартнӑҫемӗн хӑпартса пырать, аллисене пилӗкӗ ҫине хунӑ, Евкень аппа патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса утать).

(Руки держит на талии, с каждым словом повышает голос, приближается к тете Евгении).

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Кӑшт сассине хӑпартса).

(Чуть повышая голос).

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Сассине тӑрук хӑпартса.)

(И вдруг возвышает голос.)

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Айӑпланакан ҫын пӗр минутлӑха куҫӗсене ҫӳлелле хӑпартса пӑхрӗ, анчах защитникӗ: «Манӑн нимӗнле ыйту та ҫук», — тесе каланине илтсенех, вӑл каллех аялалла пӑхрӗ.

Обвиняемый поднял глаза на минуту и опустил их снова, когда его защитник сказал: — У меня нет вопросов.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нимӗн тума амтранипе кушакӗ чӗрнисемпе учителӗн парикнех ярса илчӗ те, ӑна тахӑшӗ унӑн трофейӗ-мӗнепе пӗрлех ҫавӑнтах маччари алӑк витӗр туртса хӑпартса кайрӗ.

И вдруг она отчаянно вцепилась когтями ему в парик и в мгновение ока вознеслась на чердак, не выпуская из лап своего трофея.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫын виллине аяккалла турттарса кайнӑ чухне Джо индеец ӑна ҫӗр ҫинчен урапа ҫине хӑпартса хума пулӑшрӗ.

Индеец Джо помог перенести труп убитого и положить его в повозку.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тома ҫӳллӗ вырӑна, судья тата ытти хисеплӗ ҫынсем ларнӑ ҫӗре, хӑпартса тӑратрӗҫ, начальство хӑй вара ҫав питӗ пысӑк хыпара пӗлтерчӗ.

Тома пригласили на возвышение, где сидели судья и другие избранные, и великая новость была провозглашена с кафедры.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темӗн ан пултӑр тесе, Полли мӑнаккӑшӗ хӑйӗн куҫлӑхне ҫамкинчен те ҫӳлерех хӑпартса лартнӑ.

Очки безопасности ради были подняты у нее выше лба.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ куҫлӑхне сӑмси ҫинелле антарса лартрӗ, куҫлӑх ҫийӗпе пӳлӗмелле йӗри-тавра пӑхса илчӗ; унтан куҫлӑхне ҫамки ҫинелле хӑпартса куҫлӑх айӗпе пӑхрӗ…

Тетя Полли спустила очки на нос и оглядела комнату поверх очков, затем подняла их на лоб и оглядела комнату из-под очков.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗҫӗн Шетмӗри Культура ҫуртне иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче хӑпартса лартнӑ, 1974 ҫулта ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса.

В большие и средние автобусы (первая группа) надо было впускать во все "дырки", а маленькие (вторая группа) - подняв уровень "комфорта".

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Ывӑлӗсене ҫитсе курасшӑн ашшӗ-амӑшӗсем валли хӑна ҫурчӗ хӑпартса капӑрлатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех