Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пуховик ҫӑватпӑр

Автор: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх

Ҫӑлкуҫ: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Хушнӑ: 2019.07.12 19:36

Пуплевӗш: 25; Сӑмах: 166

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӗлле нумайӑшӗ пуховик тӑхӑнса ҫӳрет. Вӑл ҫӑмӑл, ӑшӑ, илемлӗ. Анчах ӑна мӗнле ҫумалла? Яланах химчисткӑра тасаттарни те хака ларать. Ҫавӑнпа нумайӑшӗ килтех ҫума тӑрӑшать. Ҫунана ҫулла хатӗрлеме хушнӑ. Апла тумтире ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ вӑхӑтра ҫуса типӗтме аван.

Час-часах пуховик ҫинчи ярлӑкра машинӑпа, алӑпа ҫума юраманнине асӑрхаттараҫҫӗ. Анчах ҫакӑ ниме те пӗлтермест.

Мамӑк тусан пуҫтарать, йӗпенсен муклашкаланать. Ҫӑвакан хатӗрсемпе те ытлашши усӑ курмалла мар. Мӗншӗн тесен хими хутӑшне хӑй ҫине туртса илет. Кайран ҫуса тасатма йывӑр. Пуховик ҫума тытӑниччен ҫакна пӗлмелле:

- ҫумалли шыв температури 30 градусран ытла вӗри пулмалла мар;

- ҫунӑ чухне ятарлӑ хатӗрпе е шӗвек супӑньпе усӑ курмалла;

- машинӑпа ҫунӑ чухне ҫемҫерех режим ҫине лартмалла;

- ҫунӑ ҫӗре 3-4 теннис мечӗкне яни мамӑка муклашкаланма памасть;

- япалана яланах тӳнтер енӗпе, тӳмисене тӳмелесе, молнине хӑпартса ҫумалла;

- виҫӗ хутран кая мар чӳхемелле;

- кӗпе ҫумалли машинӑпа пӑрса типӗтнӗ чухне те вӑйсӑр режимпа ҫавӑрттармалла.

Енчен пуховик ытлашши вараланман пулсан ӑна машинӑсӑрах, алӑпа ҫумалла. Ваннӑна ҫакмалла та ҫемҫе шампуньпе е кӗпе супӑнӗпе кӑпӑклантармалла, унтан душпа усӑ курса ҫуса тасатмалла.

Пуховика ҫакса типӗтмелле. Хушӑран вешалка ҫинчен илсе силлемелле.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех