Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавралӑха (тĕпĕ: тавралӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫакӑн пек хитрелӗхе сӑнама ывӑлпа тухасчӗ те… — калаҫнӑ тавралӑха сӑнанӑ май.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Машина сасси илтӗнмест-и тесе тавралӑха тӑнларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Хамӑр пурӑнакан ялпа урама, ҫывӑхри вырӑнсенчи тӑван тавралӑха тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӳрес тӗллевпе йӗркелекен ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрти черетлӗ эрнери экологи канашлӑвӗ Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗнче пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Ҫапла, тавралӑха лайӑх сӑнаса тӑнӑ чухне, сасартӑк лаша ури сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Тавралӑха, тӗнчене кӑмӑл тӑраниччен пӑхса киленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Вӑл лартнӑ йӑмрасем халь те кашласа лараҫҫӗ, тавралӑха илем кӳреҫҫӗ.

Ветлы, посаженные им, до сих пор колышатся, дарят красоту природе.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Раҫҫейре 2013 ҫула Тавралӑха хӳтӗлемелли ҫулталӑк тесе пӗлтернӗ.

2013-й год в России объявлен Годом охраны окружающей среды.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тавралӑха симӗслентерекенсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Музяков хавхалантарать, пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫав вуланиех, ҫӗр ӗҫне пӗлме тӑрӑшниех мана пӗчӗклех тавралӑха, уй-хире, ҫырмасене, ҫывӑхри вӑрмансене, ҫутҫанталӑка юратма вӗрентнӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ӑҫта ан пӑх — ҫӳп-ҫап вӗҫет, тавралӑха варалать...

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Сывлӑхшӑн та аван, тавралӑха та сӑнама вӗренетпӗр, - каласа параҫҫӗ арҫын ачасем.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

«Аваллӑхӑн палӑкӗсем, уникаллӑ ҫут ҫанталӑк вырӑнӗсем, тӗрлӗ хӗҫ-пӑшаллӑ конфликтсене пула ҫеҫ арканмаҫҫӗ. Тӗнче экономикин аталану хӑвӑртлӑхӗ, хуласем ӳсни, ҫут ҫанталӑк ресурсӗсене нумай илни, тавралӑха варалани тата ытти тӗрлӗ сӑлтавсем те историлле пуянлӑха упрама пулӑшмаҫҫӗ», – пӑшӑрханса каларӗ республика ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Кайӑк-кӗшӗк юрлани, вӑрман кашлани, ирсерен хӗвел йӑл-йӑл пӑхса шевлине тавралӑха илем сапалани кӑмӑла ҫӗклет.

Пение птиц, шум леса, рассеивание красоты по утрам в округе лучами солнца поднимает настроение.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Николай Малов пирӗн мӑн асаттесем йӑла-йӗркесене тирпейлӗн упранине, вӗсене ҫитӗнекен ӑрусене панине, пире ӗҫе, тӑван тавралӑха, тӑван халӑха юратма вӗрентнине палӑртрӗ.

Заместитель Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Николай Малов отметил, наши предки почтением берегли традиции, передавали все порастающему поколению, учили нас любить труд, родной край, родной народ.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Сӑввисемпе юррисенче тавралӑха хӑй куҫӗпе хакласа нихӑҫан сӳнми юратӑва мухтать пулин те чунри чи ҫутӑ ӗмӗт – хӑйӗн юратӑвне тупасси – пирки ҫеҫ пӗр сӑмах та хускатмасть.

Хотя он, оценивая своими глазами родной край, в стихах и песнях возвеличивает любовь, но только о самой душевной заветной мечте - о поиске своей любови - он не пишет ни слова.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Тавралӑха упрасси - пӗр ҫыннӑн ӗҫӗ мар, кашнин тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Тавралӑха кам варалать?

Кто загрязняет окружающую среду?

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Вӗсене мӗнле пӑхӑннине сӑнасах тӑраҫҫӗ, тавралӑха варалакансенчен штраф шыраса илнине те палӑртнӑ.

Постоянно контролируют их подчинение, также предусмотрено взыскание штрафа за загрязнение окружающей среды.

Информаци тӗлӗшӗнчен хӳтӗленме // Алина ТИМОФЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Темиҫе ҫул каялла тавралӑха илем кӳрекен чечексем пӑрпа витӗнни, йывӑҫсем авӑнса хуҫӑлни асрах.

У всех на памяти тот год, когда цветы, украшавшие природу, покрылись льдом, ломались деревья.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Аслисем сӑмах тапратсанах кӗҫӗннисем хавхаланса каяҫҫӗ те тавралӑха тата вичкӗнрех куҫпа сӑнама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех