Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫанталӑк ашкӑнать

Автор: Марина ТУМАЛАНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хушнӑ: 2016.06.15 11:04

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 276

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Патӑрьел тӑрӑх. нчи хуҫалӑхсене пӑрлӑ ҫумӑр шар кӑтартнӑ.

Ҫанталӑк календарь йӗркине пӑхӑнма пӑрахни пирки хамӑр хаҫатра ҫырсах тӑратпӑр. Кӑҫал ҫуркунне ҫитмесӗрех юр ирӗлме пуҫларӗ. Темиҫе ҫул каялла тавралӑха илем кӳрекен чечексем пӑрпа витӗнни, йывӑҫсем авӑнса хуҫӑлни асрах. Хӑш-пӗр ҫӗрте вутӑ-шанка ҫаплипех тирпейлесе пӗтереймен.

Ҫу пуҫламӑшӗнче, йывӑҫ-курӑка, пахчаҫимӗҫе вӑй илме пулӑшакан ҫумӑра кӗтсе халтан кайрӑмӑр. Килчӗ-ха ҫумӑрӗ, ҫурӗ, анчах ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республикӑн кӑнтӑр районӗсем ӑна пула шар курнӑ.

«Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт тата Тӑрӑн ҫыннисем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Унта аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пысӑкӑш пӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр тӗлте 5 сантиметр хулӑнӑш выртрӗ вӑл. Часах ирӗлеймерӗ. Купӑста, помидор, хӑяр... калчисене хуҫса пӗтерчӗ. Паллах, пахчаҫимӗҫе ҫӗнӗрен лартма тивет. Тӗвӗленнӗ слива, чие, панулми... пӑрлӑ ҫумӑрпа пӗрле ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗ. Пӑхрӑм та, хурлӑхан ҫырли кӑна мар, ҫулҫи те юлман», — лару-тӑрупа паллаштарать район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн специалисчӗ Александр Майрушкин.

Ҫӗнӗ Ахпӳртри Людмила Краснова предприниматель, сӑмахран, ҫуллен 25-шер гектар вӑрлӑх сухан лартса ӳстерет. Пӑрлӑ ҫумӑр 10 гектар ҫинчи пахчаҫимӗҫе сиенленӗ.

«Ҫакнашкал пулса тухасса кӗтмен. Пӗлсен те хирти пысӑк лаптӑка нимӗнпе те витеймӗттӗмӗр. Пахчари помидорсене витрепе хуплама пулатчӗ хӑть», — тет хӗрарӑм. Ҫапах пӑр айне пулнӑ вӑрлӑх сухан чӗрӗлессе шанать вӑл. Пурпӗрех малтанхи ҫулсенчи пек пысӑк тухӑҫ илесси иккӗленӳллӗ.

Пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗ Улатӑр тата Канаш районӗсене те лекнӗ. Телее, унта ҫанталӑк питех ашкӑнман.

«3 ял тӑрӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем сиен тӳсни пирки пӗлтермен. Хӑш-пӗрисен пахчари темиҫе тӗм калчана улӑштарма тивӗ, уншӑн питех кулянмӑпӑр», — пӗлтерет Улатӑр район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗн заместителӗ Ирина Ренова.

Ҫанталӑка сӑнакансем ҫакӑн пирки мӗн калаҫҫӗ-ши? Федерацин республикӑри гидрометеорологи центрӗн пай пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑннине пула сивӗ тата ӑшӑ сывлӑш хумӗсем пӑтрашӑнса кайнӑ, ҫавӑнпа пӑр ҫунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче аслатиллӗ ҫумӑр пуласса пӗлтернӗ, анчах пӑр ҫӑвасса никам та каламан.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех