Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрушӑ (тĕпĕ: хӑрушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхма хӑрушӑ вӗт сан ҫине!

На тебя ведь посмотреть страшно!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев сӑмахӗсемпе унӑн куҫҫулӗ Яков Лукичӑн кӑмӑлне хуҫрӗҫ, анчах ӑшӗнче вӑл хӑй патӗнче выртса-тӑнӑ ҫак хӑрушӑ ҫынсенчен хӑтӑлнӑшӑн, вӗсемпе ҫыхланса хӑтланнисем пӗтӗмпех ҫапла чип-чипер вӗҫленнӗшӗн, малашне ӗнтӗ хӑйӗн пурлӑхне те, пуҫне те ҫухатасран сехрене хӑпартса пурӑнма кирлӗ марришӗн калама ҫук хытӑ савӑнчӗ.

Речь и слезы Половцева его растрогали, но в душе он был страшно рад тому, что избавляется от опасных постояльцев, что все это закончилось так благополучно, что отныне не придется рисковать имуществом и собственной шкурой.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Майра-патшан тӗттӗм куҫ харшисем туртӑнса пӗркеленсе илнӗ, симӗс вӑрӑм куҫӗсем унӑн, хӑрушӑ шухӑша пула, сасартӑк тӗксӗмленсе ларнӑ.

Темные брови царицы сдвинулись, и ее зеленые длинные глаза вдруг потемнели от страшной мысли.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Нимле сассӑр хавхалӑхпа ялкӑшса тинкернӗ хӑйсен хӑрушӑ хуҫи ҫине мӑчавӑрсем.

В безмолвном восторге созерцали жрецы свою ужасную повелительницу.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӗттӗм, тискер, хӑрушӑ та тыткӑнласа лартакан сас-хура ҫӳренӗ Иерусалимра Астис майра-патша пирки.

Темные, злые, страшные и пленительные слухи ходили о царице Астис в Иерусалиме.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Фаюмэре крокодил вырӑнне хурса хисоплекен Себех те пулнӑ кунта, Тоот та, уйӑх турри, Хмуну хулинче ибис евӗр тӑва-тӑва хунӑскер, хӗвеллӗ Гор турӑ та, Эдфура ӑна ыйхӑ шӑмми халалланӑ, Бубасри Баст та, кушак пекскер, Шу, сывлӑш турри — арӑслан, Пта — вӑкӑр, Гатор — хаваслӑх турри — ӗне, Анубис, бальзамлассин турри, шаккал пуҫлӑскер, Гермонри Монту та, коптсен Минувӗ те, Саисри тӳпе ама-турри Нейт та, юлашкинчен вара овн сӑнлӑ хӑрушӑ турӑ, ун ятне сасӑпа каламан, Хентиементу тенӗ ӑна, «Анӑҫра пурӑнакан» тенине пӗлтернӗ ку.

Здесь был Себех, чтимый в Фаюмэ под видом крокодила, и Тоот, бог луны, изображаемый как ибис, в городе Хмуну, и солнечный бог Гор, которому в Эдфу был посвящен копчик, и Баст из Бубаса, под видом кошки, Шу, бог воздуха — лев, Пта — апис, Гатор — богиня веселья — корова, Анубис, бог бальзамирования, с головою шакала, и Монту из Гормона, и коптский Мину, и богиня неба Нейт из Саиса, и, наконец, в виде овна, страшный бог, имя которого не произносилось и которого называли Хентиементу, что значит «Живущий на Западе».

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӑй тӑван пиччӗшӗсен ҫиллинчен — Авессалом кӗвӗҫӗвӗнчен те Адони кӳлешӗвӗнчен — тарса хӑтӑлса, ют ҫӗрсенче ют ятпала вӑрах ҫулсем хушши тертлӗхре сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, питех те хӑрушӑ чухӑнлӑхра ним тивӗҫсӗрлӗхпе пурӑнма тивни ҫинчен те каласа панӑ патша ӑна.

Он говорил ей о долгих и тяжелых годах скитаний, когда, спасаясь от гнева своих братьев, от зависти Авессалома и от ревности Адонии, он принужден был под чужим именем скрываться в чужих землях, терпя страшную бедность и лишения.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пӗр-пӗр ҫӗрле ҫапла тырпул ҫине тӑварлӑ сывлӑм ӳкӗ, хамӑр пӗтӗм ҫӗр ҫинче те, инҫетри мӗнпур ҫӗрсем ҫинче те куҫҫуль йӳҫҫипе тырпулсем ҫунса кайӗҫ, вара тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланӗ, ҫынсене мур касма тытӑнӗ…

В одну ночь падет соленая роса на хлеба по всей земле, нашей и чужедальней, выгорят от слезной горечи хлебные злаки, великий голод и мор пойдет по миру…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна ытла та хӑрушӑ!

Ей страшно!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Леш тӗнчери хӑрушӑ суд умӗнче ответ тытма тивӗ!

Ответишь на том свете на Страшном суде!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӑш чухне вара ҫӗрле вӑранса каятӑп та, арӑмран хама стена ҫумне вырттарма ыйтатӑп, хӗрринче выртма хӑрушӑ…» — тет.

Иной раз даже ночью проснусь, прошу бабу, чтобы к стенке пустила, а то с краю страшно…»

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах халӗ — хама та хӑрушӑ, — тет.

Но теперь, говорит, самому ужасно.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шухӑшлама хӑрушӑ!

Страшно вздумать!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн тӗксӗм сарӑ хырӑмӗпе аяк пӗрчи ҫинче ӳтпе пӗрӗнтерсе лартнӑ хӑрушӑ ҫӗвӗк курӑнса кайрӗ.

На смуглом животе и бедре покорно обнажились стянувшие кожу страшные рубцы.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пытармасӑрах калатӑп: ун пек ӗҫе хутшӑнма хӑрушӑ.

И не потаю: страшно на такое дело идтить.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав кунтан пуҫласа Яков Лукичӑн пурнӑҫӗ хӑрушӑ шырлан хӗрринчен халь-халь кӗмсӗртетсе шуҫса анас пекех пуҫланса кайрӗ.

С того дня и пошла жизнь Якова Лукича под опасный раскат…

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Утиял айӗнче выртма хӑрушӑ пулнӑ ӑна.

И ему было страшно под одеялом.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Унӑн ҫил-тӑвӑла ҫаврӑннӑ кӑшкӑрашӑвӗнчен ытларах та ытларах, вӑрӑм та ҫинҫе ҫӗҫӗ пек йӑлтӑртатса, хӑрушӑ сӑмах янраса каять:

Из бури ее слитных криков все чаще раздается, сверкает, точно длинный, гибкий нож, шипящее слово:

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

«Мов» пурне те хирӗҫ, вӑл хумханать, вӑл темле хӑрушӑ ӗҫ тума та хатӗр.

«Mob» глухо и слепо враждебна всему, она волнуется, она готова на что-то страшное.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ҫапла ҫуралать ҫав хӑрушӑ выльӑх, ӑна ухмахла ятпа «Мов», — кӗтӳ, ушкӑн, тесе чӗнеҫҫӗ.

Так рождается страшное животное, которое носит тупое имя «Mob» - толпа.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех