Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑпӑк пек хӑпарса тӑракан, сахӑр сапнӑ пысӑк хӑпарту ҫине лартнӑ вӑтӑр пилӗк ҫунакан ҫурта хуҫа арӑмӗ миҫе ҫула ҫитнине кӑтартнӑ.

Тридцать пять горящих свечей, воткнутых в пышное тесто, густо посыпанное сахарной пудрой, обозначали число лет рожденницы.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫакӑнтан Татаринов капитан хӑйӗн шурӑ шхунине инҫетри ҫула ертсе кайнӑ.

Отсюда капитан Татаринов повёл в далёкий путь свою белую шхуну.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн айӗнче «Петр Кузьмич Пахтусов поручика пытарнӑ; хӑй вӑл походсенче хӗн-хурсем курса 36 ҫула ҫитсенех вилсе кайнӑ».

«корпуса штурманов поручика и кавалера Петра Кузьмича Пахтусова, скончавшегося 36 лет от роду от понесённых в походах трудов и огорчений».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

в) ҫула кайма мӗн те пулин тупас пулать: М-овран мӗн илсе килнине, пӗтӗмпе тенӗ пекех, Ленинградра эпӗ хампа пӗр полкра пулнӑ, Балти тинӗс летчикне парса хӑвартӑм;

в) достать что-нибудь на дорогу: почти всё, что я привёз из М-ова, я оставил одному балтийскому лётчику-однополчанину в Ленинграде;

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Самолетпа поезд хушшинчи хам иртнӗ ҫула, Мускав картти ҫине хурса пӑхсан, хамӑн пур кӑмӑлтан тӗл пулса курма ӗмӗтленнӗ ҫынсенчен, курнӑҫас мар-ха тесе, юри пӑрӑнтӑм тесе шутлама та пулать.

Если проложить на карте Москвы путь, который я прошёл в течение немногих часов между самолётом и поездом, можно подумать, что я нарочно сделал решительно всё, чтобы не встретиться с теми, кого я давно и страстно хотел увидеть.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах эпир хӗвеланӑҫӗнчи ҫула текех асӑнар мар-ха, ҫинчен тата кунта (вӑл ӑҫта иккенне те кӑтартрӗ) питӗ ӑслӑ ҫынсем лараҫҫӗ.

 — Но оставим в покое западный путь, тем более что здесь (он показал где) сидят чрезвычайно толковые люди.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ҫур ҫула яхӑн пурӑннӑ хулана эпӗ малтанхи хут куртӑм, ҫӑка йывӑҫҫи лартса тухнӑ пӗр урам кӑна курӑнатчӗ пулин те, пӗтӗм М-ов хули мӗнле иккенне пӗлме пулатчӗ.

Впервые увидел я город, в котором провёл уже почти полгода, и хотя только одна улица — аллея, засаженная липами, — открылась передо мной, но по ней можно было, кажется, судить и обо всём М-ове.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир тетӗп — хӗрсем те эпӗ, тата ҫула май пирӗнпе пӗрлешнӗ Ромашовпа икӗ салтак.

Мы — то есть девушки, я, Ромашов и два бойца, присоединившиеся к нам по дороге.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирлех пулнӑ ҫав ӗнтӗ пӗр-пӗр ҫар корреспондентне хама илсе кайсанах П. ялне пымашкӑн — ун ҫинчен эпӗ 1943 ҫулхи ҫула кӑна пӗлтӗм.

Надо же было какому-то военному корреспонденту — это я узнал лишь летом 1943 года — явиться в деревню П., как только меня увезли!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта малта ҫула персе тӑраҫҫӗ, ун ҫинчен мана ача сӑнарла лутра та тӑн-тӑн санитарка Паня каласа пачӗ.

Где-то впереди дорога простреливалась — об этом мне сказала коротенькая, крепкая, с детскими щёчками, санитарка Паня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир халӑх ополченийӗн дивизине каятпӑр, ҫула май эпӗ Петкьӑна курасса та шанса пыратӑп, мӗншӗн тесен вӑл шӑпах ҫак дивизире тӑрать, эпӗ вӗсен полкӗн комиссарӗн хушаматне те пӗлетӗп-ха.

Мы ехали в дивизию народного ополчения, и дорогой я стала надеяться, что увижу Петю, потому что он служил именно в этой дивизии, и я даже знала фамилию комиссара полка…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Миххе парӑр-ха эппин, Катя, — терӗ вӑл, — халь атя, киле кайрӑмӑр, юлашки ҫула татнӑ.

— Ну-ка, давайте сюда мешок, Катя, — сказал он, — и айда домой. Последняя дорога перерезана.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗҫ тухса кайрӗ, ҫула май, хӑйне шыв кӑтартма тухакан Ариша аппана ҫурӑмран ҫупӑрласа илчӗ.

И солдат ушел, покровительственно хлопая ладонью по спине тетю Аришу, которая повела его к колодцу.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитесси нумай та юлманччӗ, анчах пӗр ҫырма кӗперӗ патӗнче ман ҫула часовой пӳлчӗ:

Оставалось уже совсем недалеко идти, но, когда я подходила к мосту через овраг, дорогу мне преградил часовой:

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӑҫта каланӑ-ха вӑл ӑна? — сӗмленсе пыратӑп ҫула май.

— А где же все-таки он это произнес? — вслух соображала я.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах, алӑк патне ҫитнӗ-ҫитмен, ман ҫула сасартӑк пӗр красноармеец, ҫанни ҫине хӑю тыттарнӑскер, пӳлчӗ.

Но когда я уже была в дверях, дорогу мне вдруг преградил красноармеец с красной нашивкой на рукаве.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вара хамӑр состав патне каялла утрӑм, анчах каллех чӑрманса тӑмалла пулчӗ, ман ҫула Мускавалла иртекен ҫар поезчӗ пӳлчӗ.

Я направилась обратно к нашему составу, но мне пришлось остановиться, по первому пути проходил на Москву большой военный поезд.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑнпа кӑна ҫула тухрӑм та.

Потому только ехал.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗтӗм тӗнче ҫула тухнӑ.

Весь мир находится в пути.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗчӗк Петя та виҫҫӗмӗш ҫула пуснӑ иккен — нумай пулатчӗ-и-ха эпир пӗр генеральнӑй ыйтӑва сӳтсе яваттӑмӑр: ӗмкӗч памалла-и ӑна, памалла мар-и, алӑра сиктермелле-и, крават ҫинче-и, теттӗмӗр.

Маленький Петя, которому уже третий год, — а давно ли, кажется, обсуждался генеральный вопрос: давать ему соску или нет, укачивать его на руках или в кроватке?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех