Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ эрне хушши Том вырӑн ҫинчен тӑраймасӑр йӑваланчӗ, пӗтӗм тӗнчешӗн, пӗтӗм ҫын ӗҫӗсемшӗн пӗтнӗ тыткӑнри ҫын пек туйрӗ вӑл хӑйне.

Две долгие недели Том пролежал в заключении, отрезанный от мира, от всего, что в нем происходит.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӗр минут хушши пек тӑчӗ, хӑйӗн сапаланса кайнӑ шухӑшӗсене пуҫтарчӗ те, айӑп «каҫарттарма» малалла тухса тӑчӗ.

Том постоял минутку, собираясь с духом, а когда выступил вперед, чтобы принять наказание.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темиҫе минут хушши учитель темӗнле шухӑша кайнӑ пек пулса кӗнеке листисене уҫкаларӗ, унтан кӗнекене хӑй умне хучӗ те вулас тесе пукан ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ.

Мистер Доббинс некоторое время рассеянно вертел книгу, потом взял ее в руки, уселся в кресле поудобнее, собираясь приняться за чтение.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӳрнисене ҫамки ҫумне хытӑ пӑчӑртаса тӑчӗ те пӗр минут хушши пӑшӑрханса пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫапла каларӗ: — Астуса илтем!

Том приставил палец ко лбу в тревожном раздумье и минуту спустя сказал: — Теперь вспомнил!

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ытти сӑмахсем хушшинче Полли мӑнаккӑшӗ ҫапла каларӗ: — Куртӑнни, Том, тен, вӑл питех мыскаралла туйӑнать пулӗ, пӗр эрне хушши тенӗ пек пурне те асап тӳсмелле турӑр, хӑвӑрӑн ҫеҫ, ачасен, савӑнмалла пултӑрччӗ сирӗн шутпа.

Посреди разговора тетя Полли сказала: — Ну хорошо, Том, я понимаю, вам было весело мучить всех чуть не целую неделю.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сӗтел хушшинче ахаль чухнехинчен тем пекех нумай вӑхӑт хушши халап ярса ларчӗҫ.

Разговорам не было конца.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хурт хӑйӗн пӗвне ҫӳлелле ҫӗклесе пӗр тапхӑр хушши тӑчӗ те Том ури тӑрӑх шуса кайма шут тытрӗ, унтан вӑл унӑн ҫанҫурӑмӗ тӑрӑх ҫӳреме тапратрӗ.

Наконец червяк остановился на минуту в тягостном раздумье, приподняв изогнутое крючком туловище, а потом решительно переполз на ногу Тома и пустился путешествовать по ней.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем пӗр хӗрӗх минут хушши нимӗн шарламасӑр ишрӗҫ.

Прошло три четверти часа или час; все это время мальчики почти не разговаривали.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, темиҫе кун хушши хӑйӗн мӑнкӑмӑлне ӳстерсе ярса, Беккине хӑйӗн пуҫӗнчен кӑларса ывӑтма хӑтланчӗ, анчах кӑларса ывӑтаймарӗ.

Несколько дней Том боролся со своей гордостью, пробовал развеять по ветру свою тоску о Бекки и наконец не выдержал.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, лайӑхрах сӑлтав тупса, аяккалла шӑвӑнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, шӑл ыратать тесе, пӗр эрне хушши тенӗ пек вӑл ҫывӑрма выртас умӗн ямах шӑммине тутӑрпа туртса ҫыха-ҫыха лартрӗ.

Том постарался как можно скорее избавиться от его общества и после того целую неделю жаловался на зубную боль и на ночь подвязывал зубы платком.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑрушӑ япала пӗлсе тӑнипе тата хӑй темӗн лайӑх мар тунӑ пек ӳкӗнсе асапланнипе ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр эрне хушши ҫӗрле йӗркеллӗ ҫывӑраймарӗ.

Ужасная тайна и муки совести не давали Тому спать спокойно целую неделю после этого события.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Ӗмӗрех Пӗрлешӳллӗ Штатсен президенчӗҫем пуличчен эпир пӗр ҫулталӑк хушши Шервуд вӑрманӗнче вӑрӑ-хурахсем пулса ҫӳрӗттӗмӗр», — тесе ҫирӗплетрӗҫ вӗсем йккӗшӗ те.

Они говорили друг другу, что скорее согласились бы сделаться на один год разбойниками в Шервудском лесу, чем президентами Соединенных Штатов на всю жизнь.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗр пӗр-пӗр сӑмахсем каласа шарика тӑпра ӑшне алтса чиксе, икӗ эрне хушши ӑна тивмесен, кайран вара халӗ каланӑ сӑмахсене каласа шӑтӑкне уҫса, пӗр шарик вырӑнне эсӗр хӑвӑр хӑҫан та пулин ҫухатнӑ шариксене, вӗсем пӗр-пӗринчен инҫе выртсассӑн та, пурне те тупатӑр.

Если зарыть в землю шарик, прочитав при этом какой полагается заговор, то через две недели вместе с ним отыщутся все шарики, которые ты потерял, как бы далеко друг от друга они ни лежали.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак самантра икӗ минут хушши учитель тӑрӑшсах вӗсен курткисенчи тусанне ҫалса силлесе тӑчӗ, ҫавӑнпа пӗтӗм ачасем савӑнса хӗпӗртесе ларчӗҫ.

минуты две подряд пыль летела во все стороны из их курточек, и все школьники веселились, глядя на них.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан тӗрӗс ҫырма вӗрентмелли урок вӑхӑтӗнче чи ҫӑмӑл сӑмахсенех ҫав тери йӑнӑш ҫырса пӑса-пӑса хучӗ, ҫавӑнпа та унтан темиҫе уйӑх хушши питӗ мӑнкӑмӑлланса ҫакса ҫӳренӗ тӑхлан медале каялла туртса илчӗҫ.

потом, когда писали диктант, он наделал ошибок в самых простых словах, известных всякому младенцу, оказался на последнем месте, и оловянная медаль за правописание, которую он носил всем напоказ несколько месяцев подряд, перешла к другому ученику.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ун хыҫҫӑн учитель, пӑр сӑмах каламасӑр, темиҫе хӑрушӑ минут хушши Том ҫумӗнче тӑчӗ, унтан ҫапах нимӗн шарламасӑр тронӗ патнелле утрӗ.

После этого учитель простоял над ним несколько тягостных мгновений, наконец отошел прочь, к своему трону, так и не сказав ни слова.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӳкерсе пӗтерсен, хӗрача пӗр минут хушши пӑхса ларчӗ те унтан шӑппӑн: — Ах, мӗнле хитре!

После того как рисунок был окончен, она посмотрела на него с минуту и сказала: — Как хорошо!

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Темиҫе сехет хушши ӗнтӗ.

— Несколько часов.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те тупӑнмарӗ.

Довольно долго ничего не подвертывалось.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Директор хӑйӗн сӑмахне ҫапла пуҫласа ячӗ: — Халӗ ӗнтӗ, ачасем, эпӗ сире пӗр-икӗ минут хушши май килнӗ таран тӳрӗ те шӑп ларма тата хӑвӑрӑн мӗнпур тимлӗхӗрпе манӑн сӑмаха итлеме ыйтасшӑн.

Свою речь он начал так: — А теперь, дети, я прошу вас сидеть как можно тише и прямее и минуту-другую слушать меня как можно внимательнее.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех