Шырав
Шырав ĕçĕ:
Икӗ уйӑх каярах атте ҫӑхан пек хураччӗ, халӗ ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫурри кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ те ҫавах, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ юр пек шурӑ…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӑхрӑм та хам та кулса ятӑм: эпӗ урапасем патне таврӑннӑ хушӑра мучи те кӗпипе шӗлепкине хывса пӑрахнӑ, йӗм вӗҫҫӗнех пуринчен малта ҫӗмӗрттерсе пырать, кукши кӑна йӑлтӑртатать, кӑвак сухалӗ ҫилпе ҫурӑмӗ хыҫӗнчех вӗлкӗшет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн кӗрен чӗлхи ҫинчен шӗвӗр сухалӗ ҫине тумлам-тумлам тӑрӑ сӗлеке юхса анать.С лилового языка его мелкими каплями сбегала на бороденку светлая слюна.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн сухалӗ ҫинче, минтер ҫинче — ҫыпҫӑнчӑк сӗлеке…
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Щукарь мучин пичӗ-куҫӗ чие ҫырли пек хӗп-хӗрлӗ, вӑл калама ҫук сехӗрленсе ӳкни палӑрать, тӑнлавӗсем тӑрӑх, питҫӑмартисемпе сухалӗ ҫине, тар йӑрӑмланса юхать.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шукарьӑн тарпа йӗпеннӗ кӗпи ҫумне утӑ пӗрчисем ҫыпҫӑнса тулнӑ, тӑрмаланчӑк пӗчӗк сухалӗ ҫинче вӑрӑллӑ шурути тӑррисем, хӑрнӑ курӑк тунисемпе ҫулҫисем, сарӑ чечек ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Куҫҫуль тумламӗсем, питҫӑмартисене йӗп-йӗпех йӗпетсе, тахҫантанпах хырманнипе шӑртланса ларнӑ сухалӗ ҫинче тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ те, кӗпине кӑкри тӗлӗнче хура пӑнчӑсемпе эрешлесе пӗтерсе, юха-юха анаҫҫӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗнпе сухалӗ вӑл, мӗнпе акӗ?
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах пирӗн Донпа Кубань казакӗсем те ют ҫӗршывсенче ӑна-кӑна кӑштах хӑнӑхкаласа ҫитрӗҫ, хайхискерсене хирӗҫ тыттара-тыттара яма пуҫларӗҫ! — Казак йӑл кулса ячӗ, сухалӗ ӑшӗнче тӗксӗм-кӑвакрах тӗслӗ шӑлӗсем вичкӗннӗн ҫиҫсе илчӗҫ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Тархасшӑн, кӑларса ярсамччӗ пире, кам ӗлӗкхине аса илет, ҫавӑнне… — хура сухалӗ витӗр именчӗклӗн каларӗ Антип Грач.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл кӗпине ҫӑм лапчашки пек арпашӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сухалӗ таранах тавӑрса уҫса хунӑ, шупка ӳтлӗ ырханкка хырӑмӗ ҫине пӗр ултӑ литра яхӑн кӗрекен тӑм чӳлмек ӳпӗнтернӗ, чӳлмеккин ҫӳхе хӗррисем ун хырӑмне кассах кӗрсе ларнӑ.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑплӑхра Лапшинов епле ӗсӗклени, шӑлӗсене шатӑртаттарни тата шӑпӑртатса Лапшинов сухалӗ тӑрӑх юхакан юн витрене янӑратса пӑт-пӑт-пӑт тумланни кӑна илтӗнсе тӑчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӑвак сухалӗ тӑр-тӑр-тӑр чӗтрет хӑйӗн, вӑл, темле тӗлӗнмеллӗ кукленерех тӑрса, аллисене саркаларӗ.Седая борода его тряслась, он, как-то странно приседая, разводя руками, спросил:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӳрте кӗрсе тӑнӑ Андрее асӑрхамасӑр, вӑл пӗр витре кӗрекен шӑвӑҫ савӑтран кашӑкпа пыл ӑса-ӑса илет те, куҫӗсене тутлӑн хӗскелесе, чаплаттарса, хӑйӗн пӗчӗк сухалӗ ҫине сап-сарӑ тумламсем юхтара-юхтара, пыл ҫисе ларать…
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫул майӑн чышкине Щукарь сухалӗ тӗлне тытса кӑтартрӗ, канаш парса хӑварчӗ:
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Урам алӑкӗ патӗнчи урапа ҫинче хӗрлӗ питлӗ арҫын пысӑк ҫара урисене сарса пӑрахса ҫывӑрать, ҫӑра хытӑ сухалне ҫӳлелле каҫӑртнӑ — сухалӗ витӗр шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, — арҫын куҫне хупса, чӑтма ҫук тӑрӑхласа, такамран кулнӑ пек туйӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Анчах Коноваловӑн сылтӑм енчи тӑнлавран ҫӳлӗ ҫамки ҫинелле кӗрсе каякан ҫӗвек ҫукчӗ-ҫке, Кововаловӑн ҫӳҫӗ шурӑрахчӗ, кунӑн вӗттӗн-вӗттӗн кӑтраланса выртаҫҫӗ; Коноваловӑн сухалӗ илемлӗ те сарлакаччӗ, ку хырӑннӑ, мӑйӑх вӗҫӗсем, хохолӑнни пек, усӑнса тӑраҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл ӳсӗрӗлсех кӑйманччӗ-ха, анчах кӑвак куҫӗсем унӑн ҫиҫсе-йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫине пурҫӑн пек саркаланса ӳкнӗ капӑр сухалӗ хускалкаласа илет — янахӗ ҫиленнӗ чухнехи пек чӗтрет хӑйӗн.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Лар ҫинче мана хирӗҫ ларса, аллисемпе хӑйӗн чӗркуҫҫине ыталаса тытса, вӑл, урисене сухалӗ витмеллех янахӗ ҫине таяннӑ та, пӗрӗнтернӗ куҫхарши айӗн тӗлӗнмелле ҫунса тӑракан куҫӗпе ман ҫине шӑтарас пек пӑхать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.