Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кил сăмах пирĕн базăра пур.
кил (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыран кил.

Приходи завтра.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пирӗн кил хушшинче сирӗн ҫинчен… хаяр мужик, тетчӗҫ.

— У нас на дворе говорили, что вы сами… мужик сердитый.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӗпе урайӗнче кӗлте пек халӑх выртать: лакейсем, малярсем, ҫӗвӗҫсем, тиечуксем, кил тарҫисем — пурте «пушар тӑвакансем».

На влажном полу вповалку лежат лакеи, маляры, портные, пономарь и несколько дворовых людей — это всё «поджигатели».

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирӗн кил хушшине ҫынсем пуҫтарӑннӑ, вӗсем хаяр мужик — Наполеон ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Люди у нас на дворе говорят о мужике сердитом — Наполеоне.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Устя Кореванов текен улпутӑн кил хушшинче пурӑнакан крепостной хӗр ача пулнӑ.

Устя была крепостной дворовой девчонкой помещика Кореванова.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кил хушши аслӑ, асфальтлӑ.

Двор был большой, асфальтированный.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах, ҫурчӗ тӗлне ҫитсен те, эпӗ унӑн хваттерне шыраса пайтах супрӑм, кил хушшинче тӑракан икӗ хӗрарӑм Расщепей ӑҫта пурӑннине ниепле те каласа параймарӗҫ.

Но во дворе две женщины, у которых я спросила, как пройти к Расщепею, не могли мне толком объяснить, где его квартира.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ кил йыш альбомӗ мар, картина тӑвасшӑн.

— Я делаю картину, а не семейный альбом.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Вӑт ҫавна илсе кил те ман валли.

— Вот ты мне его и принеси.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— «Ырӑ сунса кӗтетӗп; чыс тата вырӑн сана, кил, хӑна пул».

— «Добро пожаловать; честь и место, милости просим».

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Комендант кил ҫурчӗ маншӑн сиввӗн туйӑна пуҫларӗ.

Дом коменданта стал для меня постыл.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӑҫал кил таврашӗнчи ҫӳп-ҫапсене тасатма никам та шутламан, кашни алӑк умӗнчех, шыв ҫинче турпас таткисем ӗлӗкхи пекех ишкелесе ҫӳреҫҫӗ.

В этом году никто не позаботился о стоках, и грязная вода, в которой плавали щепки, так и осталась стоять под каждым крыльцом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Савельич кӑмака ҫине хӗсӗнме шут тытрӗ; кил хуҫи урайне выртрӗ.

Савельич решился убраться на печь; хозяин лег на полу.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кил таврашӗнчи ӗҫсене кунӗпех Даша инке майлаштарчӗ.

Тетя Даша хозяйничала у нас целый день.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сана кӗтетӗп, мӗнле пулсан та кил».

Я жду тебя; приходи непременно».

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Паян каҫхине, 10-мӗш сехетре, пысӑк пусма тӑрӑх ман пата кил: упӑшкам Пятигорска кайрӗ, ыран ирпе тин таврӑнать.

«Сегодня в десятом часу вечера приходи ко мне по большой лестнице; муж мой уехал в Пятигорск и завтра утром только вернется.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чи кӑмӑлли вӑл халӗ маншӑн хамӑн кил, — терӗм эпӗ, анасланӑ май, унтан кайма тесе тӑтӑм.

— Самый приятный дом для меня теперь мой, — сказал я, зевая, и встал, чтоб идти.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кил хуҫи арӑмӗ тата? —

— А хозяйка?

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ӑна чемодана илсе юлма, лавне каялла яма хушрӑм та хам кил хуҫине чӗнетӗп — сас паракан ҫук, шаккатӑп — хирӗҫ тухакан ҫук…

Велев ему выложить чемодан и отпустить извозчика, я стал звать хозяина — молчат; стучу — молчат…

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чул хумӗпе ҫавӑрса тунӑ кил картинче пӳртрен те пӗчӗккӗ кивӗрех кӑна тепӗр лаҫӑ пӑхса ларать.

На дворе, обведенном оградой из булыжника, стояла избочась другая лачужка, менее и древнее первой.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех