Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑшисене юратман ача та Пика хӑнӑхса ҫитрӗ.Даже мальчик, который так не любил мышей, очень привязался к Пику.
Вӗҫӗ лайӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
— Чатӑра каяп пулать те хам юратман юбкӑна тӑхӑнӑп-и? — кӗҫӗн алӑкран тухнӑ май чарӑнми пекӗлтетет хӗпӗрчӗк Ленук.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
— Итлӗр-ха, ачасем? — терӗ кулкалама юратман Мишка Арбузов, хулӑнламасскер.Толстый, всегда серьезный Мишка Арбузов сказал: — Знаете что, ребята?
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий арӑмӗ патне сивӗ ютшӑнусӑр пуҫне нимӗнле туйӑм та пулман тата ӑна пачах юратман вӑхӑт та пулнӑ, анчах юлашки ҫулсенче вӑл ун ҫине урӑхларах пӑхма пуҫларӗ, Наталья пирки кӑмӑлӗ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайнин тӗп сӑлтавӗ вара ачисем пулчӗҫ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тётка музыкӑна питӗ юратман пирки, пукан ҫинче канӑҫсӑррӑн тапранкаласа илчӗ, унтан ӳлесе ячӗ.Тетка, не вынося музыки, беспокойно задвигалась на стуле и завыла.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ҫитменнине тата таҫта юнашар пӳлӗмсенчех вӑл юратман музыка кӗрлени те илтӗнет.А тут еще где-то за стеной далеко играла ненавистная музыка и слышался временами непонятный рев.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Палламан ҫын урӑх нимӗн те ыйтмарӗ, ку Мажарова килӗшрӗ — мӗншӗн тесен вӑл кирлӗ мар ҫӗртенех тӗпчесе ыйтакансене юратман.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пурте ахӑлтатрӗҫ — туйисем ҫине тайӑннӑ стариксем те, крыльцана сырса илнӗ ачасем те, ахаль чухне калаҫма, кулма юратман Черкашина та.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Егор лайӑх ӑнланчӗ: халӗ Аниҫҫе унран кая мар асапланать, анчах талайӗ ҫавӑн пек-ҫке унӑн, вӑл хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне кӑтартма юратман, нихҫан та хӑйӗн совеҫне хирӗҫ пыман, чи йывӑр ҫулсенче те никама та кайса пуҫ ҫапман.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лаша нимӗншӗн те айӑплӑ пулман пулин те, тата вӑл мӑнаҫлӑ та илемлӗ кӗлеткеллӗ, улма-чӑпар тӗслӗ пулнӑ пулин те, Егор ӑна ачашламан тата пӑртак юратман та.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл кирлӗ мар чӑрсӑрлӑхпа сӑпайсӑрлӑха юратман, анчах Коробин хӑйне пуринпе те хытӑ тыткаланине хӗрсе кайсах тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӑнах та, Ксени ӑна тахҫан Константин Мажарова юратса пӑрахнӑ пек юратман, анчах хӑйне пӗр-пӗр пурнӑҫра нимӗн курман ҫамрӑк каччӑ мар, пурте хисеплекен, пусӑрӑнкаллӑ ҫын юратса пӑрахни савӑнтарнӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Корней ҫулланнӑ хӗрарӑмсем хӑйсене вылясарах, ытлашши ирӗккӗн те йӑлӑхтармалла тыткаланине юратман.Корней не любил, когда уже немолодые женщины вели себя игриво, с развязностью и назойливостью.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун хыҫҫӑн Константин вӗсем патӗнче час-часах пулнӑ, кил-йышра пурте ҫак ытлашши калаҫма юратман уҫӑ кӑмӑллӑ офицер часах вӗсен тӑванӗ пуласса шаннӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗнле, Алексей Макарович? — ыйтрӗ Коробин, чӑрсӑррӑн кӑшкӑрса тӑкнине асӑрхаманҫи пулса, вӑл хӑйне вак-тӗвекшӗнех шӑртланма юратман ҫын пек кӑтартма тӑрӑшрӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр чухне, хӑйӗн ӗненӗвӗсене тивекен принцип ҫинчен сӑмах пуҫарсан Бахолдин сасартӑках калаҫма юратман кутӑн ҫын пулса тӑнӑ, анчах ҫакна Коробин ватӑ ҫын ухмахла хӑтланни тесе шутланӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫенӗкрен вӑл Нюшкӑпа пӗрле кӗчӗ, вӗсем хыҫҫӑн, юратман хӑна ҫине кӗвӗҫӳллӗн пӑхкаласа, Серафимӑ та кухньӑран пычӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй района ертсе пынӑ ҫулсенче Пробатов Пашӑна, халӑхӑн шавлӑ пуххисене хутшӑнма юратман, пурне те ҫул паракан именчӗк те ырхан хӗре пӗлмен те темелле.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫавӑнпа ҫапла пулса тухать те пирӗн: сӗмсӗрленме, куҫ умӗнче ҫӳреме юратман работник пултарусӑр шутланать, яланах алӑ айӗнче пулакан, эпир мӗн хушнине, тӗрӗс мар хушсан та, яланах пурнӑҫлама хатӗр йӑрӑ та чее ҫынна вара эпир тем пекех шанатпӑр.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.