Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗри-тавра юр хуралса выртать, пӗчӗк ҫырма-ҫатрасем хупӑ саслӑн шавласа, юр ирӗлнипе хуралса юлнӑ ҫула ҫие-ҫие кӗреҫҫӗ, тӳпемрех вырӑнсенче хӗвел хӗртнипе тухнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем типпӗн те ӑшшӑн курӑнаҫҫӗ: халех урӑна салт та ҫаруран чупса ҫӳре ӗнтӗ!
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫук… мӗнех ӗнтӗ… кунта калаҫма та кирлӗ мар, — тавӑрчӗ Олеся, лӑпкӑ пек курӑнма тӑрӑшса, анчах сасси темле хупӑ та чунсӑрччӗ, ҫакӑ мана хӑратса та ячӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Вӑл сирӗн пата час-часах пырать-и, — терӗ дворник: — ҫӗрле ҫӳресе йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫӗр ҫӑтманскер; пурте тухса каяҫҫӗ, пурте килеҫҫӗ — вӑл яланах юлашкинчен килет, ҫитменнине тата, мӗншӗн параднӑй крыльца хупӑ, тесе ятлаҫать…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак Алексеев, Васильев, Андреев, сире мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек хушаматлӑ этем, пӗтӗмпех халӑх ушкӑнӗн темле тулли мар, хӑйне евӗрлӗ сӑпачӗ, унӑн хупӑ сасси, унӑн тӗксӗм ҫути пулса тӑрать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫӗ хупӑ, тути хуп-хура…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Хальлӗхе пирӗншӗн Пӑрлӑ океан хупӑ. Нивушлӗ эпир ӑна уҫма пултараймастпӑр?» — ыйтать вӑл.«Теперь Ледовитый океан заперт, но нельзя ли его открыть искусственным путем?» — задает он вопрос.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Балкон алӑкӗ хупӑ пуласран, кантӑка ватма тивесрен питӗ хӑранӑччӗ вӑл.Он очень боялся, что балконная дверь будет закрыта, и придется разбивать стекло.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Иртерех савӑннӑ иккен вӗсем: спортзал хупӑ.Каково же было их разочарование, когда они обнаружили, что спортзал заперт.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Гимнази хупӑ пулнӑ.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӳречесем хупӑ.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Икӗ пӗчӗк ненец тирпе туллатнӑ тумтир тӑхӑннӑ, ҫаннисем те хупӑ, хӑйсем пингвинсем пек курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫыран хӗрринче вылятчӗҫ, эпӗ вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫса тӑраттӑм, амӑшӗ хӗрача пек пӗчӗккӗ, ашшӗ те ҫавӑн майлӑрах, пуҫӗ унӑн тухарах тӑран малица пек, хӑмӑртарах.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑш чухне тата шурӑмпуҫ хӑпарнӑ чух ӑна эпӗ кӳршӗри койка ҫинче кураттӑм, вӑл куклетнӗ урисене хӑй айнелле туса ларатчӗ, ҫурма хупӑ тӑрӑхла куҫӗсем нимӗне уямасӑр чалӑратчӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫӑмсем хупӑ пулин те, эп хамӑн пите электрохунар пайӑрки хыпашласа илнине лайӑх туйрӑм.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ырӑ каҫ сунатӑп, тусӑмсем! — хупӑ саслӑн каларӗ килнӗ ҫын.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ачан — ниҫта кайма ҫук, унта-кунта тӗкӗнчӗ курӑнать — хупӑ.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Урам урлӑ, сирен тӗслӗрех ҫутӑ парса, хупӑ фарӑллӑ грузовик каҫса кайрӗ.Проехала через улицу грузовая машина с полупритушенными сиреневыми фарами.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Часах унта гайка уҫҫи шаклата пуҫларӗ, ӑна пула пӗтӗм металл хупӑ саспа янрарӗ.Оттуда скоро послышался стук гаечного ключа, на который весь металл станка отзывался глухим звоном.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сасартӑк ҫӗр тӗпӗнчен сулхӑн, тӗксӗм, хупӑ сас илтӗнсе кайрӗ:
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ эпӗ магазин алӑкӗ патнелле ыткӑнатӑп, анчах та пурте пушанса юлнӑ ӗнтӗ, тӗттӗм, кӗленче е алӑк ҫине вара «хупӑ» тесе ҫырса хунӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗррехинче эпӗ, таҫтан киле таврӑннӑ чухне, алӑк патӗнче ларакан сӗтел ҫинче, унта почтальонсем пирӗн пӗтем корреспонденцисене хурса хӑваратчӗҫ, «Тӑххӑрмӗш класра вӗренекен А. Григорьева» тесе ҫырнӑ хупӑ ҫыру тупрӑм.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951