Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вунулттӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь вара Наташа — вунулттӑра.

И Наташе исполнилось уже шестнадцать лет.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл — вунпиллӗкре, эс — вунулттӑра.

Ей пятнадцать, тебе шестнадцать.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Вунулттӑра».

Шестнадцать годов».

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Авӑ, манӑн Васька вунулттӑра.

Моему Ваське шестнадцатый.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Зинаида куҫҫулӗ мана йӑлтах ӑсран ячӗ; эпӗ нимӗн шухӑшлама та пӗлмен пирки макӑрма та хатӗрччӗ: эпӗ, вунулттӑра пулин те, ҫапах та ача-мӗн-ха.

Слезы Зинаиды меня совершенно сбили с толку: я решительно не знал, на какой мысли остановиться, и сам готов был плакать: я все-таки был ребенком, несмотря на мои шестнадцать лет.

XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эсир, илтрӗм-ха, вунулттӑра, эпӗ — ҫирӗм пӗррере; хӑвӑрах куратӑр, эпӗ сирӗнтен чылай аслӑрах, ҫавӑнпа сирӗн мана ялан тӗрӗссине ҫеҫ каламалла… тата эп хушнине итлемелле, — хушса хучӗ вӑл.

Вам, я слышала, шестнадцать лет, а мне двадцать один: вы видите, я гораздо старше вас, и потому вы всегда должны мне говорить правду… и слушаться меня, — прибавила она.

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Вунулттӑра, — ирӗксӗрех такӑнса пӗлтертӗм эпӗ.

— Шестнадцать лет, — отвечал я с невольной запинкой.

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Атте хӗрӗхреччӗ ун чухне, эпӗ — вунулттӑра, пӗр хӗре юратса пӑрахнӑччӗ, юрататӑнах ҫав вунулттӑра чухне тата хӗвел те хӗртсе пӑхать пулсан.

Моему отцу было сорок, мне — шестнадцать, и я был влюблен, это — неизбежно в шестнадцать лет и при хорошем солнце.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Вунулттӑра апла?

То есть шестнадцать?

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Тух, чӗкеҫӗм, тух, чӗкеҫ, эсӗ вунулттӑра ҫеҫ. Килӗшӳлли-юрӑхли кунта саншӑн Амед ҫеҫ!» — кӗтмен ҫӗртен такмакласа хучӗ вӑл, ман енне куҫне хӗскелесе.

«Эх, ягодка ты, ягодка, тебе не двадцать два годка, тебе всего шестнадцать лет… тебе под стать один Амед!» — неожиданно пропел он, подмигивая мне.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вунулттӑра.

— Шестнадцать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килте эп чи асли шутланнӑ, Людмила аппа вунтӑххӑр тултарнӑ, Георгий пичче вунулттӑра пулнӑ, урӑх ача-пӑча кӗтмен — ҫав вӑхӑтра эпӗ ҫуралнӑ.

Я росла последышком, старшей сестре, Людмиле, было уже девятнадцать лет, брату Георгию пошел шестнадцатый, детей уже не ждали, и тут родилась я.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

3. Патшана ларнӑ чухне Озия вунулттӑра пулнӑ, вӑл Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ.

3. Шестнадцати лет был Озия, когда воцарился, и пятьдесят два года царствовал в Иерусалиме; имя матери его Иехолия из Иерусалима.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.

1. В двадцать седьмой год Иеровоама, царя Израильского, воцарился Азария, сын Амасии, царь Иудейский: 2. шестнадцати лет был он, когда воцарился, и пятьдесят два года царствовал в Иерусалиме.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех