Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарта (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫарта ҫавнашкал икӗ ят пур — хутлӑхри ятсем — батальонпа бригада командирӗсен: ку начальниксен вырӑнӗ яланах чи ӳрӗк-сӳрӗкли те нимӗнле ӗҫсӗр.

Есть в армии два таких промежуточных звания — батальонного и бригадного командиров: начальники эти всегда находятся в самом неопределенном и бездеятельном положении.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тата ҫивӗчрех куракансем ҫав «ҫарта» вырӑс салтакӗсене куртӑмӑр тесе те шантарчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем лапсӑркка иккен вӗсен.

Другие, обладавшие более острым зрением, уверяли, будто они даже разглядели русских солдат, узнав их но большим мохнатым шапкам.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Экзархле ним чухлӗ те тӗкӗнмелле мар; пирӗн Турцие вара хырҫӑ тӳлесе тӑмалла пулать; ҫарта пӑлхар ҫыннисем пулмалла, офицерсем тесен, малтанлӑха, ҫурри тӗрӗксем пулаҫҫӗ…

Экзархия останется неприкосновенной; Турции, будет выплачиваться определенный налог; личный состав армии — болгары, вначале половина офицеров — турки…

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тумне тирпейлӗ, хӑйне тӳп-тӳррӗн тытнине курса, килнӗ ҫын пысӑк пуҫлӑх пулнине хӑй ҫарта пулса курнипе туйса, Яков Лукич кивелсе чалӑшнӑ атӑ кӗлисене шаклаттарса илчӗ, хыпӑнса ӳксе: — Ваше высокоблагороди! Ку эсир-и? Тур ҫырлах, сире мӗн пек кӗтеҫҫӗ! — терӗ.

И, видя по выправке, по стати, чуя чутьем служилого человека в приезжем высокое начальство, Яков Лукич послушно щелкнул каблуками стоптанных чириков, оторопело ответил: — Ваше высокоблагородие! Это вы? Боже ж мой, как вас ждут!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Астуман та, манӑн та ҫӗнӗ хыпар пур: совхозра манӑн ҫарта пӗрле пулнӑ тус пур, эпӗ ӗнер ӑна кайса куртӑм.

Да, имею и я новость: есть у меня в совхозе дружок по военной службе, ездил я его проведать вчера.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Гродно хулинче ҫарта пулнӑ чухне вӗсене тӑраничченех курнӑ.

Когда на действительной служил в городе Гродно, нагляделся на них вдоволь.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Половцев мӗнле-мӗнле чаҫсенче пулни пире паллӑ, вӑл ҫарта хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пӗрин патне килсе тухнӑ пулӗ-ха.

Нам известно, в каких частях служил господин Половцев, и вероятнее всего, что он прибился к кому-либо из односумов.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шурӑ ҫарта есаул пулнӑскер, каратель, Подтелковпа Кривошлыков отрядне вӗлерсе пӗтерме хутшӑннӑ ҫын.

Бывший есаул белой армии, каратель, участник казни отряда Подтелкова и Кривошлыкова.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калӑпӑр, унӑн пӗр-пӗр ӗҫпе станицӑна каймалла, вӑл хӑйпе ҫарта пулнӑ утне витӗрен илсе тухать, йӗнерлет ӑна — тӳрех сиккипе!

Надо ему, допустим, в станицу по делу смотаться, вот он выводит своего служивского коня из конюшни, подседлает его и — с места в намет!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫарта суранланса-аманса пӗтнӗ ҫын…

Я был в армии израненный…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрремӗш утлӑ ҫарта та…

И в Первой Конной армии…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ…

Был в Красной Армии…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав вӑхӑтрах манӑн ывӑл Хӗрлӗ Ҫарта, апла пулсан вара, эпӗ хамӑн сасӑ правине каялла тавӑратапах-ҫке.

А у меня сын в Красной Армии, и, значится, я своих правов голоса достигну.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑратса калаҫас тесен те — епле хӑратӑн-ха, Кӗҫӗн Акимӗ Хӗрлӗ Ҫарта службӑра пулнӑ тата — пӗтӗмӗшпе илсен — хамӑрӑн казаках иккен те?

И на испуг как ты его возьмешь, когда Аким Младший в Красной Армии служил и — в общем и целом — наш казак?

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир, ӗлӗкхи ҫарта варпа аптӑрасан, яланах ҫавӑнпа хӑтӑлаттӑмӑрччӗ.

Мы в старой армии от живота этим спасались.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир, ӗлӗкхи ҫарта варпа аптӑрасан, яланах ҫавӑнпа хӑтӑлаттӑмӑрччӗ.

Мы в старой армии от живота этим спасались.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир Мускавпа ҫыхӑнса тӑратпӑр, халӗ Хӗрлӗ Ҫарта службӑра тӑракан генералсемпе, фабрикӑсенче тата заводсенче ӗҫлекен инженерсемпе, унтан та ытларах та — чикӗ леш енчисемпе те ҫыхӑну тытатпӑр.

Мы связаны с Москвой, с генералами, которые сейчас служат в Красной армии, с инженерами, которые работают на фабриках и заводах, и даже дальше: с заграницей.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта Пьерпа Мишель князьсем те пулаҫҫӗ; Пьерӗ Андрюшӑна утлӑ ҫарпа ҫуран ҫарта ирхине параппан ҫапса мӗнле вӑратнине, гусарсемпе драгунсем мӗнле шашкӑсемпе, шпорсемпе ҫӳренине, мӗнле полкра мӗн тӗслӗ лашасем пулнине, намӑса юлас мар тесен, вӗренсе пӗтерсен службӑна ӑҫта кӗмеллине каласа парать.

Тут были князья Пьер и Мишель, из которых первый тотчас преподал Андрюше, как бьют зорю в кавалерии и пехоте, какие сабли и шпоры гусарские и какие драгунские, каких мастей лошади в каждом полку и куда непременно надо поступить после ученья, чтоб не опозориться.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тулӗк Крылов ҫарта вӑрах пулман, сивчирпе чирлесе ӳкнӗ пирки отставкӑна тухма тивнӗ.

Правда, недолго Крылов пробыл в армии, он заболел лихорадкой и вынужден был уйти в отставку.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Тӑван мар атте — бокс енӗпе хула чемпионӗ, кунсӑр пуҫне… ҫарта вӑл десантник пулнӑ.

— Мой отчим — чемпион города по боксу и служил в армии десантником.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех