Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тураса (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вешенскипе Дубровка хушшинчи вунӑ ҫухрӑм тӑсӑлакан ҫул ҫинче икҫӗрӗшне те пӗр ҫын юлмиччен хӗҫсемпе тураса тӑкнӑ.

На десятиверстном перегоне Вешенская — Дубровка двести человек были вырублены до одного.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Енчен те тепре тапса сикетӗр — Еринскинче тӑракан утлӑ ҫара пурсӑра та сире, сутӑнчӑксем тесе, хӗҫпе тураса тӑкма хушатӑп! —

Ежели ишо раз побежите — прикажу коннице, какая стоит в Еринском, рубить вас, как изменников! —

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Апла тураса тӑкассипе хӑрататӑн? — ҫинҫерех сасӑпа тытӑнкӑллӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ вӑл.

Это отца грозишь срубить? срывающимся фальцетом закричал он.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ыйтмасӑрах малти пӳлӗмре хывӑнчӗ, минтер пек тачка портфельне сӗтел ҫине шаплаттарчӗ, умри кӗсйинчен расческӑ кӑларчӗ, тӗкӗр умӗнче сайра ҫӳҫне тураса, кӗренрех кукшине сайра ҫӳҫ пӗрчисемпе хупларӗ, расческине вӗрсе, хӑй вырӑнне чикрӗ те вара тин пуканне кравать патнелле шутарса, ӗҫлӗн те тӗплӗн вырнаҫса ларчӗ.

Не спрашивая разрешения, разделся в горенке, шмякнул на стол раздувшийся, как подушка, портфель, вынул, из нагрудного кармана расческу, причесал перед зеркалом жидкие волосы, прикрывая розоватую лысину, продул расческу, сунул ее на место и только тогда придвинул к кровати стул и деловито, обстоятельно уселся.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йӑлтӑртатман хура ҫӳҫне, варринчен уҫса, яп-яка тураса тирпейленӗ, ҫавна пула унӑн типшӗм пичӗ, мӗн пуласса асӑрханса кӗтнине пӗлтерекенскер, тата тӑсӑкрах пек курӑнать.

Черные, без блеска волосы были причесаны гладко, на пробор, от этого сухощавое лицо ее, сейчас полное настороженного ожидания, казалось еще длиннее.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе хура юбкӑпа шупка чечеклӗ шурӑ кофтӑ тӑхӑнса тухрӗ, ҫӑра хура ҫӳҫне тураса якатрӗ — Корней вара вӑл йӑлтах улшӑннинчен питӗ тӗлӗнчӗ.

Анисья уже успела переодеться в черную юбку и светлую, в блеклых цветочках кофту, причесала густые темные волосы, и Корней поразился перемене, какая произошла с ней.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тураса тӑкрӗ кӑна мар, повстанецсем пӑрахса кайнӑ хуторсенчи пӳртсем ҫине «хӗрлӗ автан» та ячӗ.

И не только рубил, но и «красного кочета» пускал под крыши куреней в брошенных повстанцами хуторах.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем пире ҫаплах тураса тӑкаҫҫӗ!» — тетӗп.

Ить нас же вырубят красные на кореню!»

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӗсен приказӗ ҫапла: казаксене ултӑ ҫулхи ачасенчен тапратса йӳтенӗ ватӑсем таран йӑлтах тураса тӑкмалла.

— У них приказ: всех казаков от шести лет и до самых ветхих годов рубить.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Климовски патӗнчи ҫапӑҫура матроссене тураса тӑкнӑ хыҫҫӑн Григорий пӗрмай хӑйне хытӑ ҫатӑрласа илнӗ сивлек те пушӑ пурнӑҫпа пурӑнчӗ.

Григорий после того боя, когда порубил под Климовкой матросов, все время жил в состоянии властно охватившего его холодного, тупого равнодушия.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ну, тураса тӑкнӑ казаксем хайхисене, пӗрин планшеткинче — сӑнӗпе хӑй ҫамрӑк мар, тен, темле комиссарах пулнӑ пуль, терӗҫ — ҫак уйӑхӑн вуниккӗмӗшӗнче тухнӑ «В путь» ятлӑ ак ҫак хаҫата тупнӑ.

Ну, порубили их казаки и у одного — немолодой на вид, говорили, может, и комиссар какой — нашли в планшетке вот эту газету по названию «В пути», от двенадцатого этого месяца.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нихҫан та Григорий ҫынна ҫакӑн пек ниҫта кайса кӗрейми тураса тӑкасси килменччӗ.

Никогда еще Григорий не испытывал такого бешеного желания рубануть.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрхенмелле мар, пурне те татӑкӑн-татӑкӑн тураса тӑкмалла пулнӑ!

Не жалеть надо было, а бить и вырубать все до корня!»

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Тураса тӑкаҫҫӗ пире! — шухӑшларӗ вӑл. — Суд тумасан — пӗтетпӗр!»

Он думал: «Наведут нам концы! Если не будет суда — пропадем!»

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем хирӗҫ тӑракан хӗрлӗармеецсене хӳме патне хӗссе пычӗҫ; 3-мӗш сотня командирӗ хавхалантарса хӗтӗртнипе, юланутлӑ повстанецсем вӗсене икӗ минут хушшинчех тураса тӑкрӗҫ.

И сопротивлявшихся казакам красноармейцев оттеснили к забору; конные повстанцы, поощряемые командиром 3-й конной сотни, вырубили их в две минуты.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗнпур салтаксенне хӗҫпӑшалӗсене туртса илнӗ, вӗсенчен пӗр ҫирӗм ҫынна, хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Богатырев леш тӗнчене ӑсатнӑ; тураса тӑкма приказ панӑ.

Все солдатишки разоружены, человек двадцать из них, которые было забухтели, Богатырев свел со света: приказал порубить.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урапа ҫинче хӗҫпе тураса вӗлернӗ казаксем юнашар выртаҫҫӗ.

На повозке рядком лежали зарубленные казаки.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кусене-ха, пирен батареецсене, Паланкассинче хваттерте тӑнӑ чух хӗрлисем тураса тӑкнӑ.

Это их, батарейцев-то наших, отхватили красные на квартире в Калиновом Углу.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн пата кунта эсӗ темле матроссене тураса тӑкнӑ текен хыпар ҫитрӗ…

Слухом пользовались мы, что ты каких-то матросов порубил…

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья каҫ пуличченех кравать ҫинче выртрӗ, унтан, куҫҫульпе тӑртаннӑ питлӗскер, вырӑн ҫинчен тӑрса питне ҫурӗ те ҫӳҫне тураса тирпейлерӗ, евчӗсем килес умӗнхи хӗр пек, васкаса тумланма пуҫларӗ.

Аксинья до вечера пролежала на кровати, потом встала, опухшая от слез, умылась, причесалась и с лихорадочной быстротой, как девка перед смотринами, начала одеваться.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех