Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тураса (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулеметчик-коммунистсем пулеметсемпе куҫ уҫма памасӑр ҫунтарса атакӑна сирсе яман пулсан, ротӑна, паллах, пӗр ҫын юлмиччен тураса тӑкмаллаччӗ.

И, несомненно, была бы вырублена целиком, если б не пулеметчики-коммунисты, отбившие атаку шквальным пулеметным огнем.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен каялла чакакан чаҫӗсене ҫине-ҫинех тапӑнса, повстанецсем вӗсене Еланка леш енне хӳтерсе кӑларчӗҫ; хыҫалтан йӗрлесе кайма утлӑ ҫарӑн вунпӗр сотнине ячӗҫ те, ҫав сотньӑсем вара, хӗрлӗармеецсен эскадронне Затоловски хуторӗ ҫывӑхӗнчерехри сӑрт ҫинче хӑваласа ҫитсе, пӗр ҫын юлмиччен тураса тӑкрӗҫ.

Наседая на отступавшие красные части, повстанцы вытеснили их за речку Бланку, выпустили в преследование одиннадцать сотен конницы, и та на бугре, неподалеку от хутора Заталовского, настигла и вырубила целиком эскадрон красноармейцев.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Камсене тураса тӑкрӑм эпӗ!.. —

— Кого же рубил!.. —

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий сиссе илмелле мар хӑвӑрт (кайран ҫав самант ун асӗнче питӗ вӑрӑма тӑсӑлнӑ пек тӗвӗленсе юлчӗ) тӑватӑ матроса тураса тӑкрӗ те, Прохор Зыков кӑшкӑрнӑ сасса илтмесӗр, тӑкӑрлӑк кукринче пӑрӑнса ҫухалнӑ пиллӗкмӗш матрос хыҫҫӑн хӑваласа кайрӗ.

В непостижимо короткий миг (после в сознании Григория он воплотился в длиннейший промежуток времени) он зарубил четырех матросов и, не слыша криков Прохора Зыкова, поскакал было вдогон за пятым, скрывшимся за поворотом проулка.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйсем ӑссӗн пӑрахса каякансене хӗҫпе тураса тӑкатпӑр, пере-пере вӗлеретпӗр!

Самовольно уезжающих будем сечь и расстреливать!

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тураса тӑкатӑп!

Зарублю!

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗҫпе тураса тӑкнӑ ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ хӗрлӗармееца, Григорий хушнипе, Каргинскипе Архиповка ҫыннисем Забуруннӑй хӗрринчи пӗр ланкашкана ҫекӗлсемпе тата пакурсемпе сӗтӗрсе кайса пӑрахрӗҫ те тарӑн мар шӑтӑк чавса пытарчӗҫ.

По приказу Григория, сто сорок семь порубленных красноармейцев жители Каргинской и Архиповки крючьями и баграми стащили в одну яму, мелко зарыли возле Забурунного.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун хыҫҫӑн халь кӑна тураса тӑкнӑ хӗрлӗармеецсем тавра казаксем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, чӗлӗм туртнӑ май, вӑрахчен вилесем ҫине сӑнаса пӑхрӗҫ.

После долго возле дорубленных толпились казаки, курили, рассматривали трупы.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн пек тискер ӗҫсемшӗн казаксем ӳпкелешеҫҫӗ пулмалла тата хӗрлисем те, хамӑрӑннисене тыткӑна илсен, ҫаплах тураса тӑкӗҫ, хуторсене йӑлтах ҫунтарса ярӗҫ, тесе хӑраҫҫӗ.

И казаки вроде роптают даже на такую жестокость и боятся, что и красные будут пленных рубить и хутора наши уничтожать.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ хушнипеле Харлампий Ермаков Боковски станица патӗнче тыткӑна илнӗ вӑтӑр хӗрлӗармееца вӗлернӗ — урӑхла каласан, хӗҫпе тураса тӑкнӑ, пулать.

Будто бы по твоему приказу уничтожены — сиречь порубаны тридцать красноармейцев, взятые Харлампием Ермаковым под Боковской.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий шинель ҫинчен пиҫиххи ҫыхрӗ, ҫӗлӗкӗ айӗнче тӑрмаланнӑ ҫӳҫне тӗкӗр умӗнче тураса якатрӗ, унтан тин Ермаков еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Григорий подпоясал шинель, причесал перед зеркалом свалявшиеся под папахой волосы, только тогда повернулся к Ермакову:

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗрлисене Елански чиккине ҫитиччен ниҫта та курманни тата хӗҫпе тураса тӑкнӑ вунӑ казак Петро Мелеховпа пӗрле ҫавӑнтах, ҫыр хӗрринче, йӑваланса выртни ҫинчен хыпарларӗ.

С известием, что красных не обнаружено до Еланской грани и что Петро Мелехов с десятью казаками лежат, изрубленные, там же, в вершине яра.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тути ҫумне ҫыпҫӑннӑ хурӑн папкисен хура хупписемпех вилчӗ вӑл: Вешенскинчен ҫичӗ ҫухрӑмри сивлеккӗн курӑнса выртакан сарӑ-хӑмӑр хӑйӑр ярӑмӗсем хушшинче, конвойри казаксем ӑна тискеррӗн тураса тӑкрӗҫ.

С черными лепестками почек на губах он и умер: в семи верстах от Вешенской, в песчаных, сурово насупленных бурунах его зверски зарубили конвойные.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем ывӑлна Филонов патӗнче тураса тӑкнӑ, ху халӗ кӑмака ҫинче ҫӑлӑнса пурӑнатӑн-и?!

Твоего сына зарубили под Филоновом красные, а ты на пече спасаешься?

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ утлӑ ҫар пехотӑна Латышев хуторӗ патӗнче хупӑрласа илет те, ҫырмасене хӳтерсе кӗртсе, тахӑшӗ мӑшкӑлласа «гайдамаксем» тесе ят панӑ Каргин старикӗсене пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн хӗҫпе тураса тӑкать.

А пехоту красная конница обошла с хутора Латышева и, прижучив в ярах, изрубила человек двадцать каргинских стариков, в насмешку окрещенных кем-то «гайдамаками».

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич утӑ туртса тултарчӗ те каллех, халичченхи пек, тураса пуҫтарас тесе кӗрепле патне кармашрӗ, анчах аллине вӗри япала патне янӑ пек ҫавӑнтах каялла туртса илчӗ, ҫӗлӗкӗ айӗнчи тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа, сасӑпа каларӗ:

Пантелей Прокофьевич надергал сена и снова, по-старому, потянулся к граблям, чтобы подгресть, но, отдернув руку, как от горячего, вытирая вспотевший под треухом лоб, вслух сказал:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уншӑн сана эпир хӗҫпе тураса тӑкатпӑр — мӗнле пек ку?

А мы тебя за это шашками посекем — это как?

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӑвӑнчӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫне каялла тураса якатрӗ, старик: «Ҫӳҫ тӗпекне тата ӑҫта хутӑн? Сутса ӗҫмерӗн пулӗ?» — тесе ыйтсан, йӑл кулса илчӗ те, шлепкине пуҫӗ ҫине сатуррӑн лартса, картишне малтан тухрӗ.

Умылся, зачесал вверх коротко остриженные волосы, на вопрос старика: «Куда же чуб задевал? Аль прожил?» — улыбнулся и, уверенно кинув на голову шляпу, первый вышел на баз.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Секретарь — вӑл та Попов хушаматлӑ, есаулӑн аякран тивекен хурӑнташӗ пулать — ҫутанка шурӑ ҫӳҫне лайӑх тураса якатнӑскер, пуҫне чалӑштарса, перо вӗҫӗпе кӑтӑртаттарса ҫырма пуҫларӗ.

Секретарь — тоже Попов, дальний родственник есаула, склонив белобрысую, гладко причесанную голову, заскрипел пером.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вестовой ӑна тата утнӑ ҫӗртен ҫӳҫне тураса якатакан Сидорина зала илсе кӗрсе каять.

Вестовой проводил его и Сидорина, на ходу приглаживавшего волосы, в зал.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех