Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫламӑш сăмах пирĕн базăра пур.
пуҫламӑш (тĕпĕ: пуҫламӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир чи пуҫламӑш ҫӗр сийӗсенче пыратпӑр: пирӗн умри тӑпрара металсене уйӑрса салатакан хими процесӗ пулса иртнӗ; ҫав металсем сывлӑшпа шыва сӗртӗнсенех хӗрсе, шӑранса, вут хыпнипе ҫулӑмланса кайнӑ пулмалла.

Мы находимся в первичных слоях, перед нами порода, в которой произошел химический процесс разложения металлов, раскалившихся и воспламенившихся при соприкосновении с воздухом и водой.

XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Бородин ротӑсем пурте хӑйсен пуҫламӑш позицийӗсене ҫитсе, халӗ Лукьяновкӑпа Усть-Паденьга ҫывӑхӗнче тӑнине пӗлтерчӗ.

Бородин ответил, что все роты уже находятся на своих исходных позициях перед Лукьяновской и Усть-Паденьгой.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑйӗн пуҫламӑш позицийӗсем патне пынӑ чухне те ку колоннӑн ҫапӑҫусем пулаҫҫӗ пулмалла…

Даже на своем пути к исходной позиции эта колонна, видимо, не обойдется без боя…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак сехетре вӑл вӗҫӗпе пуҫламӑш хушшинчи нумай мар вӑхӑта, халиччен хӑнӑхман ҫӑмӑллӑха, минутлӑха аптраса ӳкнине те, иртсе кайнӑ йывӑр кунсене кӗтмен ҫӗртен шелленине те уҫҫӑнах туйса тӑчӗ.

В этот час он явно ощущал непривычную легкость короткого момента между окончанием и началом, минутную растерянность и неожиданную тоску по ушедшим трудным дням.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пуҫламӑш — пуҫра мар, чӗрере!

Не в голове, а в сердце — начало!

XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Сӑмах май калас-тӑк, кунта эп пухура калаҫу пуҫласа яма хӗтӗртнӗ «пуҫламӑш сӑлтава» кӗтмен ҫӗртен тӗл пултӑм.

Кстати, совершенно невзначай я познакомился тут с «первопричиной» этого выступления.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унта халь чи кирлӗ виҫӗ сӑмах ҫеҫ юлчӗ, вӗҫӗнче алӑ пусни вырӑнне ятпа хушаматӑмӑн пуҫламӑш саспаллийӗсем вырнаҫрӗҫ…

Теперь в ней было самое простое: три слова — и инициал вместо подписи…

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл ялта хӑй лавккине уҫма пуҫламӑш капиталл пухать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫавӑнпах унти пуҫламӑш шкулсене те хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпӗ вара унӑн сӑнне, хальччен хам курнӑ мӗнпур сӑнсемпе танлаштарсан, чи нумай тӗрлӗ улшӑнма пултаракан сӑна, пуҫламӑш хут лайӑххӑн тӗсесе пӑхрӑм.

Я тут в первый раз хорошенько рассмотрел ее лицо, самое изменчивое лицо, какое я только видел.

IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Майданов пире хӑйӗн «Ҫынвӗлерен» поэмин сыпӑкне вуласа пачӗ (вӑл вӑхӑтра романтизм питӗ вӑйлӑ аталаннӑччӗ); вӑл поэмӑна автор хура хуплашкапа, пуҫламӑш саспаллисене юн тӗслӗ пичетлеттерсе кӑларасшӑнччӗ; Иверски хапха патӗнчи приказнойӗнне шлепкине чӗркуҫҫи ҫинченех вӑрларӗҫ те шлепкешӗн казачок ташлаттарчӗҫ; Вонифатий старике хӗрарӑм калпакӗ тӑхӑнтарчӗҫ, княжна арҫын шлепки тӑхӑнчӗ…

Майданов декламировал нам отрывки из поэмы своей «Убийца» (дело происходило в самом разгаре романтизма), которую он намеревался издать в черной обертке с заглавными буквами кровавого цвета; у приказного от Иверских ворот украли с колен шапку и заставили его, в виде выкупа, проплясать казачка; старика Вонифатия нарядили в чепец, а княжна надела мужскую шляпу…

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Уваровкӑран тарни пуҫламӑш кӑна пулас-ха.

Очевидно, бегство уваровцев — только начало.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара пуҫламӑш классенче вӗренекен 62 пин ытла ачана тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтермелле.

Уже с первого сентября текущего года более 62 тыс. учеников начальных классов должны быть обеспечены бесплатным горячим питанием.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Унсӑр пуҫне пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли вӗрентӳ сӗтел-пуканне туянма 200 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.

Кроме того, 200 млн. рублей выделяется на приобретение ученической мебели для обучающихся начальных классов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Аса илтеретӗп: 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче эпӗ «Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли тата вӑй-халне аталантарма пулӑшмалли хушма майсем ҫинчен» калакан Указа алӑ пусрӑм, ӑна пурнӑҫланӑ май пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасене тӳлевсӗр майпа ишме вӗрентеҫҫӗ.

Напомню, что в декабре 2019 года мной подписан Указ «О дополнительных мерах по укреплению здоровья и содействию физическому развитию детей», в рамках которого ученики младших классов будут бесплатно обучаться плаванию.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ҫитес пилӗк ҫулта пирӗн медицина организацийӗсенче пуҫламӑш сыпӑкри врачсем ҫитменнине тӗппипех пӗтермелле.

В ближайшие пять лет мы должны полностью ликвидировать нехватку врачей первичного звена в наших медицинских организациях.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Тӗслӗхрен, 2019 ҫулта медицина енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухнисен виҫҫӗмӗш пайӗ пуҫламӑш сыпӑкра ӗҫлет.

К примеру, треть выпускников медицинских вузов 2019 года работает в первичном звене.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Акӑ мӗн ыйтса пӗлесшӗнччӗ санран: эсӗ пуҫламӑш аслӑ училищӗре вӗреннӗччӗ пек, ҫапла-и?

Вот что я у тебя хочу спросить: ты вроде в высшем начальном учился?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав куна Якуртушкӑнри пуҫламӑш шкулӑн историллӗ кунӗ теме те юрать.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Якуртушкӑн ялӗнчи пуҫламӑш шкулӑн чи пысӑк пӳлӗмӗнче ачасем пӗр утмӑла яхӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III. Ӗҫӗ акӑ мӗнле пуҫланнӑ // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех