Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVII сыпӑк

Пай: Ҫӗр варрине анса курни

Автор: Куҫма Чулкаҫ

Ҫӑлкуҫ: Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫул: 1947; Хушнӑ: 2020.09.14 22:49

Пуплевӗш: 77; Сӑмах: 993

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чӑн-чӑн ҫул ҫӳресси пирӗн тин ҫеҫ пуҫланать. Ку таранччен йывӑр вӑхӑтсем пӗрин ҫине тепӗри купаланса пычӗҫ, малашне вӗсем пирӗн ура айӗнче ӳснӗҫемӗн ӳссех пымалла. Хам анса каймалли тӗпсӗр шӑтӑка эпӗ пырса та пӑхман-ха. Халӗ ӗнтӗ татсах каламалли самант килчӗ: пичче тытӑннӑ ӗҫе е хутшӑнас, е пӑрахса каяс. Анчах мана сунарҫӑран юлма намӑс вӗт. Ганс ҫак хӑрушӑ ӗҫе пӗтӗм кӑмӑлтанах хутшӑнма шутларӗ; вӑл ҫав тери лӑпкӑ, хӑрамасть, хӑрушлӑхсем ҫинчен питех те сахал шухӑшлать, ҫавӑнпа эпӗ хӑюлӑх тӗлӗшӗпе унран каярах тӑнӑран хамран хам вӑтантӑм. Ун умӗнче эпӗ нимӗн те хирӗҫ калаҫса тӑмарӑм, хамӑн чунтан савса юратнӑ Гретхена аса илтӗм те вулкан ӑшӗнчи вӑтам шӑтӑк патне пырса тӑтӑм.

Эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав шӑтӑкӑн диаметрӗ ҫӗр фут, шӑтӑкӗ йӗри-тавра виҫҫӗр фут ытларах пулмалла. Эпӗ пӗр пысӑк чул тӗлӗнчен пӗшкӗнсе аялалла пӑхрӑм. Манӑн ҫӳҫсем вирелле тӑчӗҫ, пуҫӑм ӳсӗр ҫыннӑнни пекех ҫавӑрӑнса кайрӗ, хам пӗтӗм йывӑрлӑхӑмпа шӑтӑкалла вӑркӑнса кайнӑ пекех туйӑнчӗ. Кирек мӗнле тарӑн вырӑн та ҫынна хӑрушшӑн хӑй ӑшнелле туртать, ҫавӑнпа та Ганс мана хӑйӗн вӑйлӑ аллипе тытса чарман пулсан, эпӗ аялалла персе аннӑ пулӑттӑм. Паллах ӗнтӗ, пуҫ ан ҫавӑрӑнтӑр тесен Копенгагенра манӑн тата пӗр-икӗ хут хайхи ҫӳллӗ чиркӳ тӑррине улӑхса хӑнӑхмаллаччӗ иккен.

Эпӗ тӗпсӗр шӑтӑк ӑшнелле кӑшт ҫеҫ пӑхса илме ӗлкӗртӗм пулин те, ҫапах вӑл мӗнлине курса асӑрхарӑм. Ҫав тӳрӗ анакан хӑвӑл стенасем ҫинчен мӑкӑрӑлса тухса тӑракан чул кӗтессисем анмалли ҫула ҫӑмӑллатма пултараҫҫӗ, анчах пусма пек картлашкасем пулсан та хӗрринче тытмаллисем пӗрре те ҫук вара. Паллах, шӑтӑк хӗрринчен ҫирӗп ҫыхса хӑварнӑ вӗрен пирӗншӗн шанӑҫлӑ тӗрек пулма пултарнӑ, анчах эпир анса ҫитсен, ӑна мӗнле салтса ямалла-ха? Ҫакна пӗр ансат меслетпе тума пулать, пирӗн пичче унпа ҫавӑнтах усӑ курчӗ. Вӑл дюйм хулӑнӑш, тӑватӑ ҫӗр фут тӑрӑнӑшӗ пӗр вӗрен илчӗ те, вӑта ҫӗртен йӑлӑ пек туса тӗмеске пек тӑракан лава чулӗнчен ҫаклатса, икӗ вӗҫне те аялалла усса ячӗ. Ҫапла эпир кашниех вӗренӗн икӗ вӗҫне те алӑсемпе тытса ун тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах шуса анма пултартӑмӑр: икӗ ҫӗр фут ансан, вӗренӗн пӗр вӗҫне алӑран вӗҫертсе, тепӗр вӗҫӗнчен туртса илме те йывӑрах мар. Ҫак меслетпе темиҫе тапхӑр та анма пулать. Хатӗрленсе ҫитсен, пичче ҫапла каларӗ:

— Халӗ ӗнтӗ, япаласене антарма тытӑнар: эпир ӑна виҫӗ пая уйӑрса кашниех хамӑрӑн ҫурӑм хыҫне майласа ҫыхӑпӑр, эпӗ ҫӗмӗрӗлме пултаракан япаласем ҫинчен анчах калатӑп.

Паллах, хӑюллӑ профессор пире хамӑра ҫав ҫӗмӗрӗлме пултаракан япаласен шутне кӗртмен…

— Ганс, — терӗ вӑл, — инструментсемпе апат-ҫимӗҫсен пӗр пайне илӗ; эсӗ Аксель, апат-ҫимӗҫӗн виҫҫӗмӗш пайне тата хӗҫпӑшалсене илӗн; эпӗ юлашкине тата часах ванма пултаракан приборсене илӗп.

— Анчах тумтирсемпе вӗрен тӗркисене тата вӗренрен тунӑ пусмасене кам илсе анӗ вара? — тесе ыйтрӑм.

— Вӗсем хӑйсемех анса кайӗҫ, — терӗ вӑл.

— Епле апла? — тесе ыйтрӑм.

— Еплине халех курӑн.

Вӑл ҫавӑнтах ӗҫе тытӑнчӗ. Ганс мӗнпур ванман япаласене пухса, пӗр тӗрке туса ҫирӗппӗн ҫыхрӗ те тӳрех шӑтӑка пӑрахрӗ. Япаласен ҫыххи аялалла хытӑ шавласа анса кайнине ҫеҫ илтрӗм. Пичче малалла пӗшкӗнсе, япаласен ҫыххи куҫран ҫухаличченех хӗпӗртенӗ куҫӗсемпе пӑхса тӑчӗ.

— Аван, — терӗ вӑл, — халӗ пирӗн черет.

Эпӗ чипер тӑн-пуҫпа шутлакан кирек хӑш ҫынран та ыйтӑттӑм: ҫак сӑмахсене шикленмесӗр итлесе тӑма кам пултарӗ-ши?

Профессор хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫине приборсен ҫыххине ҫавӑрса хучӗ, Ганс — тӗрлӗ инструментсен ҫыххине, эпӗ пӑшалсене илтӗм. Эпир шӑтӑка ҫак йӗркепе ӑна пуҫларӑмӑр: чи малтан Ганс, ун хыҫҫӑн — пичче, юлашкинчен — эпӗ. Нимӗн чӗнмесӗр анатпӑр, хӑш-пӗр чухне кӑна чул катӑкӗсем аялалла кӗмсӗртетсе анса каяҫҫӗ. Эпӗ ик хутлӑ вӗренрен чӗтрекен аллӑмпа тытса, тепӗр алӑри патакпа тӗренкелесе шуса анатӑп. Эпӗ пӗрмаях вӗренрен вӗҫерӗнсе каясран хӑраса пытӑм. Вӗрен виҫ ҫынна чӑтса тӑмашкӑн ытла та ҫинҫе пек туйӑнать. Ҫавӑнпа та эпӗ мӗн май килнӗ таран вӗрен ҫине сахалтарах уртӑнма тӑрӑшса, урасемпе чул катӑкӗсем ҫине пусса анатӑп. Ҫав шукаласа тӑракан чул картлашкасенчен пӗри те пулин Ганс ури айне лексенех, вӑл лӑпкӑн:
— Сыхланарах пус, — тесе асӑрхаттарать.

Ҫур сехетрен эпир хӑвӑлӑн стени ҫинче ҫирӗпленсе ларнӑ пӗр пысӑк чул патне анса ҫитрӗмӗр. Ганс вӗрене пӗр вӗҫӗнчен тытса туртрӗ те, тепӗр вӗҫӗ ирӗккӗнех шӑва пуҫларӗ. Ҫӳлте ҫакланса тӑракан чулран вӗҫерӗнсен, вӗрен аялалла ӳкрӗ, вара ун хыҫҫӑн чулсем, лава ванчӑкӗсем ҫумӑр пекех, е тӗрӗсрех каласан, вӗлерме пултаракан пӑр пекех шакӑртатса анчӗҫ. Хамӑр тӑракан ансӑр чул ҫинчен пӗшкӗнсе пӑхсан, эпӗ вулкан пырӗн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнманнине асӑрхарӑм. Эпир каллех хамӑр вӗрене майласа кӑкарса ятӑмӑр та, ҫур сехетрен тата икӗ ҫӗр фут антӑмӑр. Эпӗ кунта мӗнле чулсем, тӑпрасем тӗл пулнипе сахал интереслентӗм; анчах профессор вӗсене сӑнаса ҫырса пычӗ пулас; ҫапла вӑл пӗрре, чарӑнса тӑнӑ ҫӗрте, мана ҫапла каларӗ:

— Эпӗ мӗн чухлӗ малалла пыратӑп, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах шӑна пуҫлатӑп. Вулкан тӑпри епле пулса кайни пӗтӗмӗшпех Дэви теорине ҫирӗплетет. Эпир чи пуҫламӑш ҫӗр сийӗсенче пыратпӑр: пирӗн умри тӑпрара металсене уйӑрса салатакан хими процесӗ пулса иртнӗ; ҫав металсем сывлӑшпа шыва сӗртӗнсенех хӗрсе, шӑранса, вут хыпнипе ҫулӑмланса кайнӑ пулмалла. Эпӗ ҫӗр варринче хӗрӳ тӑрать текен теорие пӗртте шанмастӑп, сирсе яратӑп. Малалла эпир ҫакна хамӑрах курӑпӑр-ха.

Унӑн пӗрмаях ҫав шухӑш. Паллах, манӑн пӗрре те тавлашас кӑмӑлӑм пулмарӗ: эпӗ нимӗн те чӗнменнипе хам килӗшнине пӗлтерсе пытӑм. Вара эпир малалла ана пуҫларӑмӑр. Виҫӗ сехет аннӑ хыҫӑн та шӑтӑк тӗпне кураймарӑм. Вӗрене миҫе тапхӑр улӑштарса аннине лайӑх астуса паллӑ туса пынипе, эпӗ хамӑр мӗн тарӑнӑшне аннине те, мӗн чухлӗ вӑхӑт ирттернине те шутласа кӑларма пултаратӑп. Эпир вӗрене вунтӑватӑ хутчен улӑштарса ҫыхса, кашнинчех ҫуршар сехет аннӑ. Ҫапла мӗн пурӗ ҫичӗ сехет иртнӗ пулать. Эпир кӑнтӑрла иртсен пӗр сехетре анма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа халӗ епле пулсан та сакӑр сехет ытларах пулмалла. Кашни тапхӑрӗнчех икшер ҫӗр фут аннине шутласан; эпир мӗн пурӗ икӗ пин те сакӑрҫӗр фут тарӑнӑшне аннӑ пулмалла.

Ҫав вӑхӑтра Ганс сасси янӑраса кайрӗ:

— Наlt! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Эпӗ ҫавӑнтах чарӑнса тӑтӑм, хам пиччен пуҫӗ ҫине кӑшт ҫеҫ пусмарӑм.

— Эпир ҫитес вырӑн патӗнчех, — терӗ вӑл.

— Ӑҫта? — тесе ыйтрӑм, ун патнелле анса.

— Урлӑ выртан труба ӑшӗнче, — тет.

— Апла пулсан, кайма урӑх ҫул та ҫук пулать? — терӗм.

— Пур, эпӗ сылтӑмра темӗнле ҫул пеккине куратӑп. Эпир ӑна ыран лайӑхах пӑхса пӗлӗпӗр. Халӗ каҫхи апата тӑвӑпӑр та, ҫывӑрма выртӑпӑр, — терӗ пичче.

Тӗттӗм пулса ҫитейменччӗ. Эпир апат-ҫимӗҫ хутаҫҫине салтрӑмӑр та ҫирӗмӗр; унтан чулсене, лава ванчӑкӗсене майлакаласа вырнаҫтарса вырӑн туса выртрӑмӑр. Ҫурӑм ҫинче выртнӑ чухне эпӗ куҫа уҫса пӑхрӑм, ҫав виҫӗ пин фут тӑрӑшшӗ, темӗн пысӑкӑш, улӑпла телескоп евӗрлӗ труба витӗр пӗр йӑлтӑркка пӑнчӑ асӑрхарӑм. Вӑл пӗрре те ялтӑртатса выляса тӑман ҫӑлтӑр пулчӗ, вӑл ман шутпа Ала ҫӑлтӑрӑн пӗри — «Бета» ятли пулмалла. Унтан эпӗ часах хытӑ ҫывӑрса кайрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех