Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренес (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крыловӑн темӑна анлӑрах вӗренес йӑла пулнӑ, вӑл учебникра ҫырнине вӗреннисӗр пуҫне библиотекӑра ытти кӗнекесемпе журналсене илсе вуланӑ.

Однако Крылов обычно изучал вопрос шире, в библиотеке училища он брал другие книги или журналы.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— «Ахаль кӑна мар, шухӑшласа вӗренес пулать», — аса илнӗ вӑл Остроградский сӑмахӗсене.

— Думать надо, а не просто учить! — вспоминал он слова Остроградского.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Карап тӑвас ӗҫ ӑсталӑхне вӗренес тесе патша хӑй ют ҫӗршывсенчи верфьсенче платник пулса ӗҫленӗ.

Сам царь едет за границу и, работая там на верфях плотником, изучает корабельное мастерство.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Суеҫ пулас мар тесе, фантазие чӑн пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма вӗренес.

Научусь сочетать фантазию с тем, чтобы не врать.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«1940/41 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗшӗн эпӗ ҫакна яратӑп: ҫутҫанталӑка тата Тургенева ӑнланма, Маяковский сӑввисенчен сахалтан пиллӗкӗшне пӑхмасӑр калама вӗренес.

«Я загадал, что в учебном 1940/41 году: научусь понимать природу и Тургенева, запомню наизусть не менее пяти стихотворений Маяковского.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта вӑл «Татаринов экспедицийӗн материалӗсене тупайсан Арктикӑна вӗренес ӗҫре вӗсем халӗ те пулӑшнӑ пулӗччӗҫ» тесе ӗнентерет, Климов штурманӑн дневникӗсене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тытнӑ иккен вӑл ку шухӑша.

В ней он высказывал убеждение, что, судя по дневникам штурмана Климова, «материалы экспедиции Татаринова, если бы их удалось найти, могли бы иметь значение и для современного изучения Арктики».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун амӑшӗпе хӑшпӗр чух икшер сехет те калаҫаттӑмӑр, анчах вӑл пӗрмаях темле Варвара Рабинович ҫинчен калатчӗ, вӑл та декламаторша иккен те пысӑк чапа тухнӑскер имӗш, Кира амӑшӗ пӗр вӑхӑтра ун патне вӗренме пымашкӑн та шутланӑ-мӗн, анчах ҫав Варвари ана «ытла вӗҫкӗнӗн» йышӑннӑ иккен те вара тин ун патӗнче вӗренес шухӑшран сивӗннӗ.

С этой мамой мы разговаривали иной раз часа по два, к сожалению, все о какой-то Варваре Робинович, тоже декламаторше, но знаменитой, у которой Кирина мама собиралась брать уроки, но раздумала, потому что эта Варвара приняла ее с «задранным носом».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗншӗн йывӑрри паллӑ: эпир халран кайиччен ӗҫлеттӗмӗр, стипендине вара уйӑхне те 46 тенкӗ ҫеҫ илеттӗмӗр, апатланасса ӑҫта килчӗ унта апатланаттӑмӑр е ҫимесӗр ҫӳреттӗмӗр, вӗҫме вӗренес вырӑнне вӑхӑта мотор тасатса та мотор пуҫтарса ирттереттӗмӗр.

Он был труден, потому что мы работали через силу и получали сорок шесть рублей стипендии в месяц и обедали где придётся или совсем не обедали и, вместо того чтобы учиться летать, три четверти времени тратили на чистку и сборку старых моторов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн вӗренмелле, чи малтан — вӗренес пулать, ытти-хытти кайран пулӗ, унта куҫ курӗ.

Ей надо учиться, учиться прежде всего, а все остальное уже потом видно будет.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ӗнтӗ унӑн йӗркеллӗ кӑна вӗренес пулать.

А вот теперь ей надо спокойно учиться.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн пуррине парас текенӗн мӗн те пулсан пӗлес пулать, малтан вӗренес пулать.

— Чтобы отдавать все, надо уже иметь что-то, надо созреть сперва…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ сирӗн вӗренес пулать, хӑвӑр алӑпа кӑвар туртма хӑнӑхӑр, кайран вара пурнӑҫӑрта хӑвӑра пӳрне чӑн-чӑн ӗҫе тупсан, ӑна ҫутатмалӑх та, ӑшӑтмалӑх та сирӗн вӑй пулӗ.

А теперь вам надо учиться, своими руками загребать жар, чтобы потом греть и освещать то дело, которое будет в вашей жизни главным делом.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часах эп хама алла илтӗм, вӗренес ӗҫпе юлашки вӑхӑтра юларах пынине ҫийӗнчех тӳрлетрӗм.

Я взяла себя в руки, стала подгонять упущенное за последние дни в школе.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чысшӑн, ятшӑн мар, вӗренес ӗҫ маншӑн темӗнле хӑйне уйрӑм тивӗҫ пулса тӑнипе те мар, ахаль, Александр Дмитриевич хамра темӗнле вӑй-хӑват хускатса янипе.

И не потому, что считала это теперь каким-то своим особенным долгом, не ради чести, а просто расшевелил что-то во мне Александр Дмитриевич.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗншӗн вӗренес?

Зачем?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗнчере манӑн пуринчен ытла Серафима Петровна пек вулама вӗренес килетчӗ.

Больше всего на свете мне хотелось теперь научиться читать, как Серафима Петровна.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗренес кӑмӑлу пур-и?

— Учиться хочешь?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Протезсемпе урасемпе ӗҫленӗ пекех ӗҫлеме вӗренес пулать вӗт, — терӗ военврач, ҫемҫелсе.

Нужно ж научиться орудовать протезами, как ногами, — сказал военврач, смягчаясь.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унӑн нумай вӗренес пулать-ха.

Ей нужно многому учиться.

Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӑл ҫунакан танк ҫинче ларса тӑшманпа ҫапӑҫнӑ, вӑл унӑн ирӗклӗхне, унӑн вӗренес тивӗҫне, унӑн чысӗпе пурнӑҫне хӳтӗленӗ.

Он дрался с врагами на горящем танке, он защищал ее свободу, ее право учиться, ее честь и жизнь.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех