Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яш сăмах пирĕн базăра пур.
яш (тĕпĕ: яш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк чух, тен, хамӑр та маттурччӗ, Ҫакна темшӗн эп астурӑм тин. Шухӑ пулнӑ, шухӑшсӑр ҫӳренӗ, Такӑрлатнӑ Атӑл хӗррине. Кам шутланӑ, кам ӑна ӗненнӗ Чи хакли яш ӗмӗр иккенне?»

В молодости, может, и сами были красивыми. Это почему-то я вспомнил только сейчас. Были бойкие, гуляли не задумываясь, на берег Гладкой Волги. Кто бы мог подумать, кто в это верил, самое дорогое - молодая жизнь?»

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эпӗ яш чухне катӑкрӑх пулнӑ, юн вылянӑ…

Я смолоду дураковатый был, буйный…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Кайран ӳсӗр пекех тайкаланса тӑтӑн, ҫӗҫӗ илтӗн те, лӑп вӑл сӑна шутсӑр хытӑ ҫапса янӑ тапхӑрта, эсӗ ӑна ҫӗҫӗпе яш тутартӑн.

Потом вскочил, а сам шатаешься, едва на ногах держишься, выхватил нож и всадил в него в ту самую минуту, как он ударил тебя во второй раз.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗнекере апла мар вӗт, — унта ҫапла каланӑ: «Вара вӑл телейсӗр Гай Гисборна пӗрре ҫурӑмӗнчен яш тутарнӑ та вӗлернӗ те пӑрахнӑ», — тенӗ.

В книжке этого нет. В книге сказано: «И тогда одним мощным ударом в спину он сразил злополучного Гая Гисборна».

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Яш чухне курса ҫӳремелле.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗрсен яш республикӑри ҫамрӑксен спартакиадинче ҫӗнтернӗ, тепӗр ҫулхинех Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура РФ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Юрлама юратман яш ытларах мӗнле номерсене кӑмӑллать-ши?

Не любящий петь молодой человек больше всего какие номера предпочитает?

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Куҫ умне тухать те ялӑм Килӗме ҫывхарнӑҫем Асӑма килет яш алӑ Уйрӑлма систернисем.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӑй мӗн шухӑшланине мӗнле пулсан та пурнӑҫа кӗртме хӑнӑхнӑ яш раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫа кӗртрех.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Нимӗҫсене пӗр шелсӗр тӗп тунӑ яш.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хӑй ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртетех яш.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Кам шутланӑ, кам ӑна ӗненнӗ Чи хакли яш ӗмӗр иккенне?..

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

25 ҫултискер хальхи саманан авӑрне кӗрсе ӳксе чылай хӗрпе яш пек шкул сакки хыҫҫӑнах аслӑ пӗлӳ илме васкаман, шӑпа ӑна хӑех пурнӑҫри вырӑнне тупма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ял пурнӑҫӗ ҫӑмӑл мар пулин те, Татьянӑпа Евгенийӗн яш чухне те, каярах ҫемье ҫавӑрсан та хуланалла куҫса кайма шухӑш та пулман.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Кашни яш пекех вӑхӑт ҫитсен Виталий те ҫӗршыва сыхлама каять.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Яш виҫӗ предметпа ППЭ тытнӑ.

Парень сдавал ЕГЭ по трем предметам.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Яш ӑҫта вӗренме кӗрессине хальлӗхе пӗлмест.

Юноша пока не знает куда поступать.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хӑвна кӑтартма анлӑш пур — кӑларӑмсене хӑвна килӗшнӗ пек илемлетме пӗр чару та ҫук, — палӑртать яш каччӑ.

Есть пространство, где можно показать себя - по своему усмотрению, без каких-либо запретов оформить выпуски , - подмечает юноша.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Вӗрентекенре тӑрӑшма ирӗк паракан диплом илсен тӳрех салтак атти тӑхӑннӑ яш.

После получения диплома на преподавание сразу одел солдатские сапоги.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Асатте-асанне йӑли-йӗркине те ачаранах ӑша хывнӑ хӗрпе яш.

Девушка с парнем с детства внимали обычаи предков.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех