Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет

Автор: Любовь ПЕТРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хушнӑ: 2016.05.23 07:59

Пуплевӗш: 53; Сӑмах: 448

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫар

Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищинче Чӑваш Енри чылай ҫамрӑк ӑс пухать. Пӗлтӗр унта 17-ӗн вӗренме кӗнӗ. Ҫар ҫыннин профессийӗ чылай яш-кӗрӗме илӗртет. Ҫапах ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа тӳпере ҫул хывакан йышлах мар.

Патӑрьелте ҫуралнӑ Виктор Раськин мӗн ачаранах ҫар ҫыннин профессине кӑмӑлланӑ. «Тӳпере вертолет вӗҫнине курсан пилот вырӑнне ларас килетчӗ. Хутран самолет туса выляма юрататтӑм. Шкула тӗрлӗ ҫар училищинчен час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Сызраньти офицерсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу хыҫҫӑн летчик пулас ӗмӗт ҫирӗпленчӗ», — пӗлтерчӗ авиаци аслӑ училищин 2-мӗш курс студенчӗ.

Вӗренме кӗме ҫӑмӑл пулнӑ-ши? Пулас курсантсен мӗн асра тытмалла? Виктор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, комисси ППЭри балсене тата абитуриентӑн сывлӑх ҫирӗплӗхӗпе ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне шута илет. Ҫар ҫыннин профессине суйлаканӑн физкультурӑна юратмалла. Виктор шкулта вӗреннӗ чухнех тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, бассейна ишме ҫӳренӗ. Пушӑ вӑхӑта спорт лапамӗнче ирттернӗ. Ҫавӑнпа вӗренме кӗнӗ чухнехи нормативсене вӑл ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫланӑ.

Яш мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ-ха?

— Маншӑн кунти режима хӑнӑхасси чи йывӑрри пулчӗ. Ирхине хӗвелпе пӗрлех вӑратаҫҫӗ. 6 сехетре зарядка тӑватпӑр, кайран апатланатпӑр. 9 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрла иртни 2 сехетчен вӗренетпӗр. Палӑртса хӑварам: преподавательсемпе офицерсем пысӑк квалификациллӗ. Занятисене кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ. Кирек епле информацие те пурне те ӑнланмалла каласа кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем пире яланах пулӑшма хатӗр. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хамӑр тӗллӗн хатӗрленмешкӗн виҫӗ сехет уйӑраҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра тепӗр кунхи занятисене хатӗрленетпӗр, футболла, волейболла вылятпӑр. Каҫхи апатлану вӗҫленсен канма е хӑвна кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама пӗр сехет параҫҫӗ. 22 сехетре ҫывӑрма выртатпӑр, — сӳтӗлчӗ калаҫу ҫӑмхи.

Курсант тӑван килсӗр тунсӑхланине пытармарӗ. Ара, ҫур ҫулта пӗрре ҫеҫ отпуск параҫҫӗ-ҫке. Хӗлле — Ҫӗнӗ ҫулта, ҫулла — ҫурла уйӑхӗнче. Виктор каникула ашшӗ-амӑшӗпе ирттерме тӑрӑшать. Паллах, пӗрле выляса ӳснӗ тусӗсемпе тӗл пулма та вӑхӑт тупать.

Курсант училищӗри ентешӗсемпе хутшӑнать-ши?

— Паллах. Манпа пӗр вӑхӑтра 12 чӑваш каччи вӗренме кӗчӗ. Пуринпе те пӗрремӗш кунхинех ҫывӑх туслашрӑмӑр. Вӗренӳре пӗр-пӗрне пулӑшса пыратпӑр. Тӑван тӑрӑха пӗрле пуҫтарӑнса кайма тӑрӑшатпӑр, — ыйтӑва хуравларӗ курсант.

Нумаях пулмасть Ҫӗнтерӳ уявӗ иртрӗ, ҫавӑнпа Викторпа ҫак куна ҫывхартнӑ ветерансем пирки те сӑмах пуҫартӑмӑр. Унӑн мӑн аслашшӗ Алексей Михайлович Раськин — фашистсемпе паттӑррӑн кӗрешнӗ салтаксенчен пӗри. Каччӑ вӑл лейтенант званине тивӗҫнине пӗлет. Вӑрҫӑра разведчик пулнӑ мӑн аслашшӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тата «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Ӑна пӗр хутчен йывӑр амантнӑ. Ҫапӑҫура вӑл пӗр куҫне, сулахай алӑри пӗтӗм пӳрнине ҫухатнӑ, икӗ аяк пӗрчине хуҫнӑ. Мӑн аслашшӗ вӑрҫӑ пӗтсен киле таврӑннӑ. Унӑн паттӑрлӑхне вӑл ӗмӗр-ӗмӗр асра тытӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Виктор ытти курсантпа пӗрле Сызрань хулинче иртнӗ парада хутшӑннӑ. Пӗлтӗр, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ чухне, вӗсем Самара хулинче стройпа утнӑ. Ытти ҫӗрти пекех, вӗсен вӗренӳ заведенийӗнче те ҫак уява анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Училищӗре концерт йӗркелеҫҫӗ, ветерансене йыхравлаҫҫӗ.

Офицер пулма ӗмӗтленекенсене курсант акӑ мӗн каларӗ: «Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищине вӗренме кӗрес шухӑшлисене летчик пулма сӗнетӗп. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама талпӑнӑр. Спорта юратӑр, кӗлеткене пиҫӗхтерме вӑхӑт тупӑр. Шкулта ӑс пухнӑ чухне физика предметне уйрӑмах лайӑх вӗренӗр».

Виктор хальлӗхе вертолет штурвалӗ умне ларса курман-ха. Ӗмӗчӗ ҫитес ҫул пурнӑҫланӗ. Тӳпери ҫулӗ такӑр пултӑрччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех