Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӗсем кӑна Натальйӑн малтанхи пекех ҫутӑ, ҫапах та вӗсем те ӗнтӗ урӑхларах курӑнакан пулнӑ.

Одни глаза Натальи сохранили прежний блеск, но выражение их было уже иное.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑшӑ курӑксене чӳхентерсе вӗрекен ҫил те ӗнтӗ малтанхи пекех вӗрин туйӑнмарӗ.

Даже ветер, шевеливший теплые травы, казался менее горячим.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӗл пулнӑ самантсенче сывлӑх сунмасӑр, пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхнӑ вӑхӑт иртрӗ; хире-хирӗҫ курайманнин малтанхи ҫивӗчлӗхӗ мӑкалса пычӗ, ҫавӑнпа та Наталья, Аксинья патне кайнӑ май, вӑл ӑна хӑваласа ямасса тата, никам ҫинчен калаҫмасан та, Григорий пирки пурпӗр калаҫасса шанчӗ.

Та пора, когда они при встречах, не здороваясь, обменивались ненавидящими взглядами, прошла; острота взаимной неприязни смягчилась, и Наталья, идя к Аксинье, надеялась, что та ее не выгонит и уж о ком, о ком, а о Григории будет говорить.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр ҫур сехетрен вӑл хӑй патне, хӗрринчи пӳлӗме, кайрӗ, ӑнӑҫсӑр медале кӑкӑрӗ ҫумӗнчен тарӑхса вӗҫерсе арчана пӑрахрӗ; ывӑҫ тупанӗсемпе питҫӑмартисене чаракласа, чылайччен чӳрече умӗнче сӗнксе ларчӗ, унтан ҫӗр хута таҫта тухса кайрӗ те малтанхи автансем хыҫҫӑн тин киле таврӑнчӗ.

Спустя полчаса она ушла к себе в боковушку, с досадой сорвала с груди и кинула в сундук злополучную медаль; подперев щеки ладонями, долго сидела у окошка, а в ночь куда-то исчезла и вернулась только после первых петухов.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Малтанхи снаряд хӗрлӗ хӑва ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ, ҫурӑлмасӑрах таҫта шурлӑхлӑ чӑтлӑха лачлатса ӳкрӗ.

Первый снаряд пролетел над вершинами верб, чмокнулся где-то в болотистой чаще, не разорвавшись.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ытти чухнехинчен лӑпкӑрах лару-тӑру пуҫланчӗ, траншейӑсенчи пурнӑҫ малтанхи пекех хӑй еккипе шуса пычӗ.

Потом установилось относительное затишье, и жизнь в траншеях пошла прежним порядком.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйӗн малтанхи ӗҫне вӑл пурнӑҫларӗ, авалхи ҫепӗҫ чӗлхине, культурине аталантармалла тесе пире сӑмахпа ӗнентерчӗ.

Свою первую работу он выполнил, убедив нас в необходимости развития древнего нежного языка и культуры.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Малтанхи тата хальхи утӑмсем

Первые и современные шаги

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Хур малтанхи пекех ҫӑварне карса, ҫунатне усса ларать.

Гусь сидел в прежней позе, с разинутым клювом и растопырив крылья.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ирхине Иван Иваныч пуринчен малтан вӑраннӑ та тӳрех Тётка патне е кушак патне пырса пуҫне ҫӗклесе малтанхи пекех хӗрӳллӗн те татӑклӑн тем ҫинчен ӑнланмалла мар калаҫнӑ.

Обыкновенно раньше всех просыпался Иван Иваныч и тотчас же подходил к Тетке или к коту, выгибал шею и начинал говорить о чем-то горячо и убедительно, но по-прежнему непонятно.

V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Вӑл Ксенирен урӑх нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ, ахаль ӑшӑ сӑмахсем кӑна каларӗ, ҫав сӑмахсем ҫынна ӗнентерме пултараймаҫҫӗ пулин те, ҫапах хӑйсене евӗр лӑплантараҫҫӗ, шанӑҫ пӗтрӗ тенӗ чухне малтанхи йывӑрлӑха сиреҫҫӗ.

Она ни о чем больше не расспрашивала племянницу, а говорила лишь обычные слова участия, которые вроде и бессильны убедить человека и, однако, по-своему все же успокаивают, снимают первую тяжесть отчаяния.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах ку малтанхи пек ютшӑнтармасть, пистермест, хӑратмасть, пачах урӑхла, темӗнле хаярлантарса ярать, вӑй хушать.

Но эта явь не отталкивала, как прежде, не пугала, а как бы даже ожесточала и придавала сил.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней вырӑс кӑмакин тӗпне ватса, ҫӗмӗрӗлмен кирпӗчсене пӗр купана, ваннисене тепӗр купана суйласа хунинче ӑраснах нимех те ҫук ӗнтӗ, ҫапах та халӗ ӑна сывлама ҫӑмӑлрах, ӑшӗ те тӑван килне кӗнӗ малтанхи йывӑр самантри пек вӑркамасть.

Ничего особого вроде и не было в том, что делал Корней, — доламывал основание русской печи, отбирал в одну кучу целые кирпичи, в другую половинки, но ему уже легче дышалось, и на душе не было так безотрадно и тягостно, как в те первые горькие минуты, когда он зошел в родной дом.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ытлашши ан калаҫ, — терӗ ӑна пиччӗшӗ малтанхи пекех васкамасӑр.

— Ты не расходись больно, — посоветовал с той же неторопливостью старший брат.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑйӗн малтанхи хытӑ кӑмӑлне ҫемҫетнӗ пек, Коробин шанӑҫлӑн канаш пачӗ:

И, как бы смягчая свою прежнюю суровость и резкость, Коробин доверительно посоветовал:

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Укол тунӑ чухне Лузгин пӑртак ҫамкине пӗркелентерчӗ, темскер мӑкӑртатса илчӗ, анчах тӑна кӗмерӗ, малтанхи пекех куҫӗсене хупса выртрӗ.

Лузгин чуть поморщился от укола, невнятно пробормотал что-то, но в сознание не пришел — по-прежнему лежал с закрытыми глазами.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Клубра малтанхи пекех шӑп.

В клубе было по-прежнему тихо.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мана эсӗ ирӗк пани кирлӗ мар, — малтанхи пекех ҫураҫусӑр хуравларӗ Егор.

— А мне твоею разрешения не требуется, — по-прежнему непримиримо отвечал Егор.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Константин ун чухне пӗр шухӑшсӑр пурӑннӑ, пурнӑҫ мӗн панипе пӗтӗмпех — Алексей Макарович ашшӗ пек ачашланипе те, ҫынсем хӑйӗнпе питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнипе те, малашнехи ҫинчен шухӑшласа пӑхмасӑр, чунтан шанса, хӑйӗн малтанхи таса туртӑмӗпе юратса пӑрахнӑ хӗрӗн юратӑвӗпе те ырӑ курнӑ.

Константин жил беззаботно, как должное принимая все, что щедро дарила в те дни жизнь, — и отеческую ласку Алексея Макаровича, и сердечную привязанность людей, и даже любовь девушки, безоглядной и доверчивой в своем чистом первом порыве.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтанхи кунсенче эпӗ хам та ҫавӑн пекчӗ — кирек мӗн каласан та, хӗп-хӗрлӗ хӗрелеттӗм…

— Я вот тоже в первые дни такая же была — что ни скажи, огнем вся займусь…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех